Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗтӗм (тĕпĕ: кӗр) more information about the word form can be found here.
Пурга турри пек пырса кӗтӗм эпӗ пӳрте, Катя мана пӑр кӳмерккийӗсем купаланнӑ хулпуҫҫийӗмрен пуҫласах шӑпӑрпа шӑлса тасатрӗ.

Как бог пурги, ввалился я в переднюю, и Кате пришлось обметать меня веником, начиная с плеч, на которых выросли и примёрзли высокие ледяные нашлёпки.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Иккӗмӗш хут кӗнӗ чухне те виҫӗ хутчен хыттӑн ҫапӑнни илтӗнчӗ, анчах ун ҫинчен шухӑшласа тӑма вӑхӑт ҫукчӗ, мӗншӗн тесен эпӗ рейдер ҫине шӑла ҫыртсах кӗтӗм.

Три сильных удара послышались, когда я заходил второй раз, но некогда было думать об этом, потому что я уже лез на рейдер со стиснутыми зубами.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах Валя патне кӗрес вырӑнне сухал хыртарма кӗтӗм, Географически управленине кӗриччен ҫавӑнтах ҫухана та ҫӗннипе улӑштарса ҫӗлӗп терӗм, Управленире мана пӗр контрадмирал тепӗрин патне кӗртесшӗнччӗ.

Но вместо Вали я зашёл в парикмахерскую — нужно было побриться и сменить воротничок, прежде чем являться в Гидрографическое управление, где один контр-адмирал намеревался представить меня другому.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кирлине пӗлсе юри тӑвӑр тунӑ кабинӑна хӗпӗртесе кӗтӗм.

С наслаждением прошёл в кабину, всем телом почувствовав её привычную, рассчитанную тесноту.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мӗн турӑм вара эпӗ, мӗнпе айӑпа кӗтӗм, мӗн сиктерсе хӑвартӑм-ши эпӗ пурнӑҫра чи кирлине, чи хаклине?

Что же я сделал, в чём провинился, что пропустил самое важное, самое необходимое в жизни?

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӑнран кайнӑччӗ пулмалла ҫав эпӗ, анчах пӗр вӑхӑта ҫеҫ, мӗншӗн тесен хам сассӑма илтсенех тӑна кӗтӗм.

Должно быть, я потерял сознание, но ненадолго, потому что очнулся от звука собственного голоса,

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӗпелелле каллех эпӗ урнӑ пек чупса кӗтӗм, шинеле ҫакӑнса тӑнӑ ҫӗртен вӑтӑрса илтӗм те площадкӑна кӑларса пӑрахрӑм, кӗсйисене тавӑртӑм.

С бешенством бросилась я обратно в переднюю, сорвала с вешалки шинель и, бросив её на площадку, вывернула карманы.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫутӑлнӑ чух эпӗ пӳлӗме кӗтӗм те вӑл кӗлӗ кӗнекине пуҫӗ айне хурса вилӗ патӗнчех канӑҫлӑн ҫывӑрнине асӑрхарӑм.

Войдя в комнату с рассветом, я нашла его мирно спящим подле покойницы, с молитвенником под головой.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр магазина кӗтӗм.

Вот зашел в один магазин.

23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ ерипен кӗтӗм.

Я осторожно вошла.

23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Анчах та эп, унтан пӑрӑнса, хыҫалти крыльцаран ҫаврӑнса кӗтӗм.

Но я обежала здание и пробралась в него через черное, крыльцо.

23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

«Эй, ух! те, кума, да эх! те, кума. Эп пӑрахрӑм кухньӑна, кӗтӗм техникума!»

«И-эх, ухни, кума, да не эхни, кума, я не с кухни, кума, я из техникума!»

19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Кӗтмен ҫӗртен, вӗри пӑс ҫаптарса, тӑкӑс сывлӑш хумӗпе мана таптарса хӑварса, эшелон иртсе кайрӗ, — эпӗ тин тӑна кӗтӗм.

Я очнулась, когда, обдав меня горячим паром, оттолкнув плотным воздухом, прогрохотал мимо эшелон.

18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Анчах вӑл ҫаплах вӗҫӗмсӗр калаҫрӗ, эпӗ ҫаплах ҫемҫе пукан ҫинче урана куклетсе ҫывӑри-ҫывӑрми ларатӑп, куҫӑма ҫутӑ ан ҫаптӑр тесе Саня сӗтел ҫиттипе лампа пӳлсе витрӗ, унтан сасартӑк гостиницӑри ҫак каҫхи номертан темле ҫунса, кӗлленсе пӗтеймен тӗлӗнмелле хулана пырса кӗтӗм.

Но он говорил и говорил, и вдруг из этого тихого, ночного номера гостиницы, где я полуспала с ногами в кресле, где Саня только что прикрыл краем скатерти лампу, чтобы свет не падал мне в глаза, я перенеслась в какой-то странный полусожжённый город.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан хам пӳлӗме кӗтӗм, унта эпӗ темиҫе ҫул хушши пурӑннӑ, халӗ вӑл пушах курӑнчӗ.

Потом зашла к себе, и как же неуютна и пуста показалась мне комната, в которой я прожила столько лет!

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ «Правдӑна» пырса кӗтӗм те хальхинче хам журналиста икӗ сехет хушши кӗтмелле пулчӗ.

Я приехал в «Правду» и на этот раз часа два ждал своего журналиста.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр каҫхине, ҫурҫӗр иртсен пӗр сехетре эпӗ хам патӑма кӑштах уҫӑлнӑ кӑмӑлпа пырса кӗтӗм.

Очень веселый, я однажды вернулся к себе в первом часу ночи.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Улттӑмӗш сехетре эп, ытла ывӑнса ҫитнӗскер, Кораблев патне ҫитсе кӗтӗм.

В шестом часу, усталый и раздражённый, я добрался до Кораблёва.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ кафене кӗтӗм те мороженӑй илсе ҫирӗм.

Я зашёл в кафе и съел мороженое.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Акӑ халь эп Мускава таврӑнтӑм та, хамӑн ватӑ учителӗм патне кӗтӗм; ҫав историе вӑл тахҫанах маннӑ та пулӗ, теттем, анчах вӑл мана халь: «эсӗ терӗс каланӑ иккен!» — тет.

И вот теперь, когда я вернулся в Москву и зашёл к своему старому учителю, который, так мне казалось, давно забыл об этой истории, — теперь мне говорят: « Ты оказался прав!»

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed