Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илет (тĕпĕ: ил) more information about the word form can be found here.
Сӗт хисепне шута илет паллах.

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Паланов сайра сарӑ ҫӳҫне аллипе сӑтӑрса илет кӑна — лӗкӗ вӗлтӗртетсе тӑкӑнать.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫав хура ҫинҫе мӑйӑхлӑ ҫамрӑк арҫын кирек мӗнле канашлура та никамран малтан трибуна умне сиксе тухать, кашни сӑмах хыҫҫӑн тенӗ пекех президиумра ларакансем еннелле йӑл кулса пӑхса илет.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хушшӑнхушшӑн чышкӑласа илет.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ҫиессе арҫын хӑвӑрт ҫиет, ҫӑкӑр татӑкне ҫӑвар туллин ҫырта-ҫырта илет.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Акӑ вӑл хӗре аллинчен тытать, Елюк хӑй аллине каялла туртса илет, пуҫӗпе сулса кафедра еннелле кӑтартать: «Асту, вӗсем асӑрхаҫҫӗ, аван мар апла», — тет пулмалла.

Help to translate

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Кӗркури пуҫне сӗлтет те йӑл кулса илет.

Help to translate

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Сӗтел хушшинче ларакан пӗр ача ҫеҫ кӑтра ҫӳҫне силлентеркелесе «Ялав» журналти ӳкерчӗксене пӑхать, страницӑсене чаштӑртаттарса уҫнӑ май таса та кӑвак куҫӗпе Тарас ҫине пӑхкаласа илет, хушӑран аллинчи кӑранташӗн вӗҫне ҫӑварне чиксе йӗпетет.

Help to translate

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Тарас ҫав вӑхӑтрах киномеханика аса илет те сӑн-пичӗ ҫутӑ хӗвел пек йӑлкӑшма пуҫлать, хӗрлӗ тӗс ҫапнӑ пирки чӗкеҫ шатрисем те палӑрми пулаҫҫӗ.

Help to translate

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Хулпуҫҫийӗ ҫине усӑннӑ хӗрлӗрех хӑмӑр ҫӳҫӗ чӳречерен ӳкекен хӗвел ҫутинче тапхӑр-тапхӑр ҫулӑм пекех хӗмленсе илет.

Help to translate

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

«Пӗр ухмахӑн юратнӑ сӑмахӗ» повесть те ҫавнашкал пӑтӑрмахран пуҫланать: Таранов писатель кӗтнӗ журналӑн черетлӗ номерне аран кӗтсе илет те хӑйӗн калавӗнче «нит» сӑмаха пур ҫӗрте те туртса тухнине курать, вара уншӑн ахӑр самана тапранса каять…

Help to translate

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

(Скобкӑра калар: «Ай-уй, — тесе тӗксе илет Исаев, — чӗлхи мӗнле, чӗлхи! тейӗҫ вулакансем.

Help to translate

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Пӗр ушкӑнне хӑваласа ярать те йӑлтӑр-р! ҫиҫсе илет.

Help to translate

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кун хыҫҫӑн хайхи старик тепӗр шӑпӑрне алла илет.

Help to translate

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Этем ҫыран хӗррипе шӑвать-шӑвать те йывӑррӑн ахлатса илет.

Help to translate

Тӑшманӑмӑн тӑшманӗ — манӑн тус // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пуҫӗ те чиперех, сайра-хутра ҫеҫ ҫамкара тем чиккелесе илет.

Help to translate

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тирне якатса йӗркеленӗ хыҫҫӑн кӑна вӑл утрав ҫинче выртакан йывӑҫ тураттине илет те ун хуппине ҫиме тытӑнать, унтан, ҫисе ярсан, шыва сикет.

Help to translate

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чи малтан вӑл шывран тасалас тенӗн силленсе илет, унтан хӑйӗн хитре тирне кайри уринчи чӗрнисемпе тура тытнӑ ҫын пекех якатма тытӑнать.

Help to translate

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑй калаҫнӑ май йӗри-тавралла пӑхса илет.

Help to translate

Килтеш ялӗнче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кайран, кунта пурте йӗркеленсен, кушак пек чӗрнине кӑларса чаваласа илет пуль…

Help to translate

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed