Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

апата (тĕпĕ: апат) more information about the word form can be found here.
— Санпа эпир пӗрле ҫав тырра ачашласа пӑхса ӳстернӗ, эпӗ ӑна вӑрламан, государствӑна эпӗ кӳрентерес темен, ҫуркуннеччен кӑна усрас тенӗччӗ, ҫуркунне вара пӗрлешӳллӗ апата ярас тенӗччӗ, — тет…

С тобой же, говорит, мы вместе это зерно кохали, и я же не воровал его, государство я не хотел обидеть, а только хотел сберечь до весны, а весной пустить его в общественное питание…

X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑрҫӑ аркатӑвӗнчен ӑнсӑртран упранса юлнӑ ялсенче халӑх хӑйсен выльӑхӗсем валли хатӗрленӗ пур-ҫук апата вӑрлама та именсе тӑмаҫҫӗ.

В деревнях, уцелевших от разгрома, не стеснялись воровать скудный кормишко.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Каҫхи апата вут ҫутипе ҫирӗҫ.

Ужинали при свете костров.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Каҫхи апата килкартинче, пахча хыҫӗнчен тухса ҫӗкленнӗ шупка уйӑх ҫутинче ҫирӗҫ.

Ужинали на дворе, при слабом свете луны.

VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пӗтӗм каҫхи апата Гришатка е чашӑк ҫине, е чаршав еннелле, е чашӑк ҫине, е чаршав еннелле пӑхса ирттерчӗ.

Весь ужин Гришатка только и занимался тем, что глаза то в миску, то в сторону занавески, то в миску, то в сторону занавески.

Галие // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Каҫхи апата лараҫҫӗ.

Уселись ужинать.

Галие // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Аксинья столовӑя каҫхи апат пырса лартрӗ те апата чӗнме кайрӗ.

Аксинья подала ужин в столовую и пошла звать к столу.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫавӑнпа та вӑл, врачсем хытӑрласах хушнӑ тӑрӑх, чӑмланӑ апата та ҫӑтса яма пултарайман; апата чӑмласа ӗмнӗ те чӑмлакӗсене кӗмӗл турилкке ҫине сура-сура кӑларнӑ.

По строжайшему запрету врачей не мог он глотать пережеванную пищу; жевал, вытягивал соки, а жевки выплевывал на серебряную тарелочку.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Чӗрӗп пек хутланса кӗчӗ, салхулӑхне пӑчлантарса хурса, апата чаплаттарса тӗшӗрсе ларакан ҫынсем ҫине ҫаврӑнса пӑхрӗ.

Поежился, с задавленной тоской оглядел чавкающих, хлюпающих, жрущих людей.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Дарья аялти юбки аркипе кашӑксене шӑлчӗ те Григорие: — Каҫхи апата кил! — тесе кӑшкӑрчӗ.

Дарья подолом исподней юбки вытерла ложки, крикнула Григорию: — Иди вечерять!

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

«Сливасемпе хушнӑ кӑркка какайӗ пулчӗ-и?» ыйтрӗ аппӑшӗ: мӗншӗн тесен, ҫак апата хатӗрлеме вӑл хӑй питӗ маҫтӑр пулнӑ.

— А индейка со сливами была? — спросила тетушка, потому что сама была большая искусница приготовлять это блюдо.

V. Аппӑшӗн ҫӗнӗ шухӑшӗсем // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Фома Григорьевичӑн алли вара, книш кӑтартас вырӑнне, книш патнелле туртӑнчӗ, вара, яланхи пекех, апата ӑста пӗҫернӗшӗн ман карчӑка мухтакалама тытӑнчӗҫ.

Рука Фомы Григорьевича, вместо того чтоб показать шиш, протянулась к книшу, и, как всегда водится, начали прихваливать мастерицу хозяйку.

Умӗнхи сӑмах // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

— Хӑвах пӗлетӗн, вӑрҫӑра пурте сасартӑк… — терӗ Румянцев, тинех апата ларса.

— Сам знаешь, на войне все вдруг… — сказал Румянцев, наконец садясь за обед.

VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Нумай утнипе ыратакан ҫурӑмпа стена ҫумне таянса урайӗнче ларма, партизансен калаҫӑвне, ахӑлтатса кулнине итлеме, кайран пӑши какайӗпе пӗҫернӗ апата киленсе кайсах ҫиме ҫав тери кӑмӑллӑ пулчӗ…

Очень приятно было сидеть на полу, прислонясь ноющей от ходьбы спиной к стене, слушать разговоры партизан, их безудержный хохот, а потом вместе обедать, наслаждаясь свежей лосятиной…

II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Ҫийӗр эсир, пӗр васкамасӑр ҫийӗр, — терӗ вӑл пурте ирхи апата часрах пӗтересшӗн пулнине илтсен.

— Вы кушайте, не торопясь, кушайте, — сказал он, услышав, что все хотят скорее закончить завтрак.

XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Райком ларӑвне чӗннисем ирхи апата пурте пуҫтарӑнчӗҫ, вӗсен хушшинчи мӗнпур калаҫу та десант пирки кӑна пулчӗ.

На завтрак собрались все приглашенные на заседание райкома, и все разговоры между ними шли только о десанте.

XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Тутӑ тытакан апата нумай ҫинипе.

— От излишнего употребления весьма питательных веществ.

II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Унта апата та валашкасем патне ҫӳлте ҫакӑнса тӑракан ҫулсем тӑрӑх илсе пыраҫҫӗ.

Там даже корма подвозятся к кормушкам по подвесной дороге.

XXII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Апла пулсан, эпир ҫавӑн пек тӑвӑпӑр, — калаҫӑва вӗҫлерӗ Татьяна, — халӗ пурте ман пата апата каяр.

— Ну вот, мы так и порешим, — заключила Татьяна, — а теперь все пойдемте ко мне обедать.

VI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ун пек апата каччӑ пулса ҫӳрекен Виктор чылайранпа курман.

какого Виктор, находясь на холостяцком положении, давно уже не видел.

II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed