Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

алли the word is in our database.
алли (тĕпĕ: алли) more information about the word form can be found here.
Алли типсе лартӑр ҫав вӑрӑсен.

Help to translate

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Курӑр акӑ, сӗркӗч тытакан алли вӑрманти усал йывӑҫ хӑрнӑ пек типсе ларать…

Help to translate

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукай Шигалейӗн тӑснӑ аллине чӑмӑртарӗ те тӗлӗнсе кайрӗ — вӑл ӗҫсӗр пурӑнакан ачаш хӗр ача алли пек ҫеп-ҫемҫе.

Help to translate

4. Ҫӗнӗ хан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ывӑлӗн те алли кукӑр пулмалла.

Help to translate

8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Икӗ ури — икӗ вӑта юпа, икӗ алли — икӗ кисӗп, кӑкӑрӗ вара темиҫе шит те пулӗ.

Help to translate

4. Упа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Атте алли пекех-ҫке? — хумханса конверта уҫрӗ хӗрарӑм.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ҫухатман, акӑ! — кӗмӗл хӑлха ҫаккине, урайӗнчен пӗшкӗнсе илсе, пӗр аллинчен тепӗр алли ҫине ывӑтрӗ Павлуш.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Анчах паянхи хыпар уяр ҫанталӑкра тип аҫа ҫапнӑ пекех туйӑнчӗ ӑна: сылтӑм ури йывӑрланчӗ, алли хытса ларнӑ пек пулчӗ, чӗлхи ҫыхланчӗ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хӗр, пӗр урине кӑшт куклетсе, ҫӑмӑллӑн реверанс турӗ, сылтӑм аллине Паймук алли ҫине хучӗ.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Сулахай алли ӗҫлемен пирки ывӑлӗ чӗртсе парасса кӗтрӗ.

Help to translate

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫитменнине тата, пахчари пахча-ҫимӗҫе ҫумӑр хыҫҫӑн ҫумкурӑкӗ хупланӑ пулнӑ, вӗсене ҫумлама асламӑшӗн алли ҫитеймен.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Алли ӳкрӗ.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫырлине ҫимелӗх пуҫтарниех пулман, кӗркуннепе ҫерҫисем савӑнсах ҫын алли ҫитмен ҫырласене сӑха-сӑха ҫинӗ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Почтмейстер пӗлмелле: кирек мӗнле ҫыру та ун алли витӗр каять.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Алли, чӑнах, пит ҫӑмӑл-мӗн ҫав старикӗн.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Палюк куҫӗ — тур куҫӗ, Палюк алли — ӑста ал, — тесе ахаль каламан пулӗ халӑх.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ик алли те йӗпе кӗсенлӗ пулнӑ пирки, Раман Раманч унӑн икӗ ал лаппине те цинковӑй маҫпа сӗрсе марльӑпа ҫыхса янӑ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пупа алли тӑрантарать, тесе ахаль каламан пуль ҫав.

Help to translate

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫул ҫинче хура кустӑрмана ҫавӑракан шофер алли ҫине тинкерчӗ.

По дороге она обратила внимание на руку шофера, колеблющую черное колесо.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

«Шыра», — терӗ те Моргиана йытта ачашласшӑнччӗ, анчах та, унӑн алли айӗнчен шуса тухса, чӗр чун вӑрман еннелле вирхӗнчӗ.

«Ищи», — сказала она ей и хотела ее погладить, но, выскользнув из-под ее руки, животное побежало к лесу.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed