Шырав
Шырав ĕçĕ:
Оленин Лукашкӑна аллӑ монета тӑракан лаша парнелени ҫинчен пӗлнӗ хыҫҫӑн, унӑн хваттер хуҫисен кӑмӑлӗсем ҫемҫелнӗ; уйрӑммӑнах хорунжий хӑйӗн хӗрӗпе Оленин ҫывхарнине тулли кӑмӑлпа курса тӑнӑн туйӑннӑ.
XXXI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Ҫавӑнпа та манӑн хваттер полковой адъютант валли лаша витисӗр пуҫне ултӑ монета тӑма пултарнӑ, — унсӑрӑн эпӗ кирек хӑҫан та, ырӑ ҫын пулса тӑрса, хамӑр патӑртан кӑларса яма пултаратӑп.
XVIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Чӑнах та, Ванюша хваттер хуҫи улпута курасшӑн пулни ҫинчен пӗлтерчӗ.Действительно, Ванюша объявил, что хозяин желает видеть барина.
XVIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Вара вӑл хваттер ҫинчен манса кайсах, Марьянка ҫине ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхса, Ванюш патне пырса тӑчӗ.И еще менее думая о квартире и все оглядываясь на Марьянку, он подошел к Ванюше.
X // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Акӑ эп хваттер пирки килтӗм… — пуҫларӗ Оленин.
X // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
— Мӗн япала пулать-ха ку, Дмитрий Андреевич! — терӗ Оленина сывлӑшӗ пӳлӗннӗ Ванюш, черкеска тӑхӑннӑ Оленин Грознӑйра сутӑн илнӗ кабардин лашине утланса пилӗк сехет килнӗ хыҫҫӑн халӗ ак хӑйне панӑ хваттер картишне хавассӑн пырса кӗрет.
X // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Хозяйка хӑйӗн юлашки сӑмахне пуҫларӗ, Марья Алексевна шухӑшӗсемпе ӗҫӗсем ирсӗр пулни ҫинчен ӑнлантарса пачӗ, вара малтан Павел Константиныча хӑйӗн арӑмне хӑваласа кӑларса яма хушрӗ: анчах Павел Константиныч тархасласа ыйтрӗ, тата хуҫа арӑмӗ хӑй те кӑна ахальтен, ячӗшӗн ҫеҫ каларӗ; юлашкинчен, резолюци ҫакӑн пек тухрӗ: Павел Константиныч управляющи вырӑнӗнчех юлать, чӳречи урамалла тухакан хваттер урӑх вӗсенче юлмасть, Павел Константиныч хыҫалти картишне пурӑнма куҫать, унӑн арӑмӗн пӗрремӗш картишӗнче хозяйка курма пултаракан пӗр вырӑна та ура ярса пусма юрамасть, урама вӑл хозяйка чӳречинчен чи инҫетри хапхаран ҫеҫ тухса ҫӳреме пултарать.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тепӗр кунне, тӑватӑ кун шыранӑ хыҫҫӑн, Васильевски утравӑн 5-мӗш линийӗн инҫетри вӗҫӗнче лайӑх хваттер тупӑнчӗ.
XXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Тепӗр виҫӗ кунтан хваттер тупатӑпах пулас, хуҫалӑхра мӗн кирлисене туянатӑп, вара пире пӗр ҫӗрте пурӑнма пуҫлама та юрать пулӗ?
XXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эсӗ хваттер шыраса пӑх-ха.
XXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Ӑҫта та пулин йӳнӗ ҫӗрте виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттер шыраса тупмалла.— Нужно квартиру приискать где-нибудь в дешевой местности, три комнаты.
XXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Параднӑй пусмапа улӑхсан, ҫӗвӗҫ пурӑнакан ҫӗрте, иккӗмӗш хутра, хваттер пушӑ вӗт?По парадной лестнице, где живет портной, квартира во втором этаже ведь свободна?
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кунта мӗн ҫырнине паянах ун хваттер хуҫи патне ярса парӑр, факт!Чтобы сегодня же отправили ее хозяйке все, о чем тут написано, факт!
XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Тепӗр кун ирхине ирех Давыдова хваттер хуҫи вӑратрӗ:На другой день рано утром Давыдова разбудил хозяин квартиры:
XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Тимошка ҫапла эрнешер хутор тӑрӑх хут купӑспа сулланса ҫӳретчӗ, ман хваттер тавра ҫаврӑнкалать, Лушка вара ҫав вӑхӑтра сив тытнӑ пек чӗтрет, эпӗ килтен тухса каясса сунмасть, мӗскӗн.
XII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Хваттер тӗлне ҫитрӗҫ; ҫапӑран авса тунӑ пӗчӗк хапхана тата ҫатан картана тӗртсе йӑвантарчӗҫ те картишне пырса кӗчӗҫ.Дошли до квартиры; повалив хворостяные воротца и плетень, вломились во двор.
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Нагульнов пурӑнакан хваттер хуҫи арӑмӗ мана ҫапла каласа пачӗ: вӑл кунсеренех килне питӗ кая юлса таврӑнать иккен, вӑл ӑҫта ҫӳренине ҫав хӗрарӑм пӗлмест, анчах пире, юлташсем, вӑл ӑҫта ҫӳреме пултарни паллах ӗнтӗ!
32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Ну, мӗнле, ҫӗнӗ хваттер килӗшет-и сана?
15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Давыдов хӑй Макара пурӑнма кансӗрленине лайӑхах туять, анчах малтанхи кунсенче ларма-тӑма пӗлмесӗр чӑрманса, чӗресене хускатса чупса ҫӳренине пула, хваттер шыраса тупма, темле, вӑхӑт та тупӑнмарӗ.
13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Ыран сире валли хваттер тупса хатӗрлетпӗр, — терӗ вӑл, Совет ҫурчӗн тӗттӗм ҫенӗкӗнчен аллисемпе хыпашлакаласа тухнӑ май.— А завтра уж квартиру вам найдем, — сказал он, ощупью выходя из темных сеней Совета.
4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959