Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Сылтӑм the word is in our database.
Сылтӑм (тĕпĕ: сылтӑм) more information about the word form can be found here.
— Ну, Ехвин, эпӗ сан патӑнта пӑртак пурӑнас тетӗп, — револьвер тытнӑ сылтӑм аллине ӑнсӑртран пек суллакаларӗ Калюков.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ванькка, унӑн хусканӑвӗсене сӑнасах тӑраканскер, хулӑн хӑмаран тунӑ сӗтел хыҫне ыткӑнчӗ, пытанса ӗлкӗреймерӗ, сылтӑм хулпуҫҫине тем пӗҫертсе илнине туйрӗ.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗрремӗш отделени утара сылтӑм енчен ҫавӑрса илет, иккӗмӗш отделени — ман хыҫҫӑн пыраканни — сулахайран!

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнпа Ваньккасен батальонне Миллеровӑран сылтӑм енне чакма хушрӗҫ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Асту, тем ан аташ, — сылтӑм аллине кӗсъене чикнӗскер, ҫавӑнтах сӑран пиншак витӗр кӗпҫе кӑнтарса кӑтартрӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӑпани кашкӑр амине кӑкӑр тан тӗллерӗ те пӗррех кӗрслеттерчӗ сылтӑм кӗпҫерен.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Троцкистсемпе зиновьевецсем хыҫҫӑн каякансем чӑвашра питех тупӑнман, сылтӑм оппортунистсен шухӑшӗпе килӗшекенсем вара пирӗн республикӑра та пулман мар.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хаҫатсем ҫырнӑ тӑрӑх, Бухарин ертсе пыракан ушкӑн, сылтӑм оппортунистсен ятне тивӗҫнӗскер, партипе ҫӗршыва ертсе пыракансем халӑх хуҫалӑхне йӑнӑш ҫул ҫине кӗртсе ячӗҫ теме тытӑннӑ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗррех сиксе тухрӗ те Хӗлимун ушкӑн варрине — никам сиссе юличчен кӑлтӑрмач пек вӗлтӗр! ҫаврӑнса илчӗ, унтан, ик аллине те сылтӑм алла тӑсса, ҫамрӑксен умӗпе хӗвеле хирӗҫ пӗр ҫаврӑм турӗ, хӗрринерех тӑракан хӗр умне ура пырса тапрӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗрре сулахай енчинчен, тепре сылтӑм енчинчен пӑха-пӑха, вӗсем хушшинче чылайччен тӑчӗ вӑл.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл пуҫне мелсӗррӗн пӑрчӗ те лахханпа ҫапӑннӑ тӗле сулахай аллипе хыпашласа пӑхрӗ; сылтӑм аллине ыратнипе хускатаймасть те пулас.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Иккӗмӗш пуля сылтӑм куҫна шӑтарса кӗрӗ!» — асӑрхаттарчӗ Сидор Минӑна.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Мина сылтӑм аллине шӑлаварӗн юри тарӑн ҫӗленӗ кӗсйине чиксе ячӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сидорӑн тарӑн куҫӗ сасартӑк хӗм сапса илчӗ, сылтӑм алли пилӗк тӗлне туртӑнчӗ, унта пистолет капурӗ пур тейӗн.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл, Давида сылтӑм енчен ыталаса, малалла талпӑнчӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӗрлӗ армеецсем, ывӑннине пӑхмасӑр, сылтӑм алла пӑрӑнса, типӗ тӳпеме пӗр икҫӗр хӑлаҫ айккинерех тухрӗҫ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнпа, ирхине ҫула тухиччен, Майоров, манӑн револьвера ил те, картунран сылтӑм еннелле разведкӑна кай.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Давида хӑйне те пуля сылтӑм пӗҫрен тирӗнчӗ, вӗри пӑшатан пек пӗҫертсе, витӗрех тухса кайрӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах кӑнтӑрла тӗлне сылтӑм кӳршӗри батальон тӳсейменни, поляксен кавалерийӗ, фронта татса, полк тылне тухни ҫинчен хыпар ҫитрӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Валет текенни, хӑйне хула ҫынни пек тыткалама тӑрӑшаканскер, Антун ларакан тӗле пычӗ, сулахай аллине шӑлавар кӗсйине чиксе, ҫӑварне йӗрӗнчӗклӗн йӗрсе, пушмак пуҫӗпе урайне шаплаттарса тӑчӗ-тӑчӗ те, сасартӑк туртӑнса, пӗррех! сулса ячӗ сылтӑм чӑмӑрне.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed