Шырав
Шырав ĕçĕ:
2-3. Сирӗн Атте Туррӑмӑр умӗнче ӗненсе тунӑ ӗҫӗре, юратса тунӑ ӗҫӗре, эсир Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра епле ҫирӗп шанса тӑнине яланах асра тытса, хамӑр кӗллӗмӗрсенче эпир сире аса илсе яланах сирӗншӗн пуриншӗн те Турра тав тӑватпӑр.
1 Фес 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20-21. Эпир ыйтнинчен е шухӑшланинчен хамӑр ӑшри хӑвачӗпе темӗн чухлӗ ытларах Тума Пултаракана ӗненекен ушкӑн Христос Иисус урлӑ сыпӑкран сыпӑка, ӗмӗртен ӗмӗре мухтаса тӑтӑр.
Эф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эпир, хамӑр халсӑр пулса, эсир хӑватлӑ пулнишӗн савӑнатпӑр; ҫавӑнпа ӗнтӗ сире пур тӗлӗшпе те ырра кӑларасшӑн кӗлтӑватпӑр та.9. Мы радуемся, когда мы немощны, а вы сильны; о сем-то и молимся, о вашем совершенстве.
2 Кор 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Иудейсем мана пилӗк хутчен хӗрӗхе пӗрре ҫитми ҫаптарчӗҫ, 25. виҫӗ хутчен мана патакпа хӗнерӗҫ, пӗрре чулпа персе пӗтерчӗҫ, виҫӗ хутчен карап путнине курмалла пултӑм, пӗр кун та пӗр каҫ кӗрлекен тинӗсре пултӑм; 26. темӗн чухлӗ ҫул ҫӳрерӗм, юханшыв хӗрринче хӑрушлӑха лекрӗм, вӑрӑ-хурахсенчен асап куртӑм, хамӑр халӑх ҫыннисенчен асап куртӑм, суя тӗнлисенчен асап куртӑм, хулара асап куртӑм, пушхирте асап куртӑм, тинӗс ҫинче асап куртӑм, суя тӑвансем хушшинче асап куртӑм; 27. эпӗ тертленсе хал пӗтиччен ӗҫлесе пурӑннӑ, тӑтӑшах ҫӗр ҫывӑрман; ӗҫмесӗр, ҫимесӗр асапланнӑ, тӑтӑшах типӗ тытнӑ, сивве те тӳснӗ, ҫарамас та юлнӑ.
2 Кор 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ӗненекен ушкӑнсем те ӑна ҫав ырӑ ӗҫе тунӑ ҫӗрте пире пулӑшса ҫӳреме суйланӑ, эпир ҫав ырӑ ӗҫе Ҫӳлхуҫа мухтавӗшӗн тата хамӑр сире пулӑшма хатӗррипе тӑватпӑр.
2 Кор 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Пирӗн пурсӑмӑрӑн та Христос сучӗ умне тӑмалла: ӳтпе пурӑннӑ чухне хамӑр мӗн тунӑ, — ырӑ тунӑ-и, усал тунӑ-и, — пурсӑмӑрӑн та ҫавна кура тивӗҫлине илмелле.
2 Кор 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫавӑнпа ӗнтӗ — эпир хамӑр килте пурӑнатпӑр-и, ют ҫӗрте-и — Ӑна юрӑхлӑ пулма тӑрӑшатпӑр.9. И потому ревностно стараемся, водворяясь ли, выходя ли, быть Ему угодными;
2 Кор 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Иисус пурӑнӑҫӗ пирӗн вилӗмлӗ ӳтӗмӗрте пултӑрччӗ тесе, хамӑр чӗрӗ чухне эпир яланах Иисусшӑн вилетпӗр.
2 Кор 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Пире пур енчен те хӗстереҫҫӗ — ҫавах тытӑнса тӑратпӑр; шанчӑк пӗтнӗ пекех — ҫавах шанатпӑр; 9. пире хӗсӗрлеҫҫӗ — ҫавах эпир пӗччен мар; пире ураран ӳкернӗ — эпир ҫавах пӗтместпӗр; 10. Иисус пурӑнӑҫӗ пирӗн ӳтӗмӗрте палӑртӑр тесе, эпир Унӑн вилӗмне яланах хамӑр ӳтӗмӗрте илсе ҫӳретпӗр.
2 Кор 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эпир хамӑр ҫинчен мар, Христос Иисус Ҫӳлхуҫамӑр ҫинчен каласа вӗрентетпӗр; эпир Иисусшӑн сирӗн чурӑрсем пулатпӑр: 6. ҫутта сӗмлӗхрен ҫутӑлса тухма хушнӑ Турӑ пире Хӑйӗн мухтавне Иисус Христос пичӗ ҫинче кӑтартмашкӑн пирӗн чӗремӗрсене ҫутатрӗ.
2 Кор 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эпир пурсӑмӑр та, Ҫӳлхуҫа мухтавне уҫӑ питпе тӗкӗр ҫинчи пек курса тӑрса, хамӑр та улшӑнатпӑр, Унӑн сӑнарӗ евӗр пулса пыратпӑр.18. Мы же все открытым лицем, как в зеркале, взирая на славу Господню, преображаемся в тот же образ
2 Кор 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Паллӑ ӗнтӗ, эсир — Христос ҫырӑвӗ, хамӑр ӗҫлесе тӑнипе эпир ӑна хурапа ҫырман, Чӗрӗ Турӑ Сывлӑшӗпе ҫырнӑ, ӑна чул хӑмасем ҫине ҫырман, чӗре ӑшне ҫырса хунӑ.
2 Кор 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Иудей-и, эллин-и, чура-и, ирӗкри-и — эпир пурсӑмӑр та пӗр ӳт-пӳ пулма пӗр Сывлӑшпа тӗне кӗнӗ, пурсӑмӑр та хамӑр ӑша пӗр Сывлӑшах илнӗ.
1 Кор 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Паянхи кунчченех эпир ҫинӗ-ҫимен, ӗҫнӗ-ӗҫмен, тумланнӑ-тумланман пурӑнатпӑр, хӗненине тӳсетпӗр, вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳретпӗр; 12. хамӑр аллӑмӑрпа ӗҫлесе, тар юхтарса тӑранса пурӑнатпӑр.
1 Кор 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
¦¦ Халӗ пирӗн ҫӑлӑнӑҫ хамӑр ӗненме пуҫланӑ чухнехинчен ҫывӑхрах тӑрать.
Рим 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Хамӑр курманнине ӗмӗтленнӗ чухне вара эпир ӑна тӳсӗмлӗн кӗтсе тӑратпӑр.25. Но когда надеемся того, чего не видим, тогда ожидаем в терпении.
Рим 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хамӑр ӗмӗтленни пурӑнӑҫланнӑ пулсассӑн, хӑй ӗмӗтленнине курса тӑраканӑн мӗн ӗмӗтленмелли пур?Надежда же, когда видит, не есть надежда; ибо если кто видит, то чего ему и надеяться?
Рим 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Халӗ вара, хамӑр Христос Юнӗпе тӳрре тухнӑ хыҫҫӑн, Ун урлӑ Турӑ ҫиллинчен тата ҫӑмӑлтарах хӑтӑлӑпӑр.9. Посему тем более ныне, будучи оправданы Кровию Его, спасемся Им от гнева.
Рим 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Турӑ пире юратни Христос пирӗншӗн хамӑр ҫылӑхлӑ чухне вилнинчен паллӑ.8. Но Бог Свою любовь к нам доказывает тем, что Христос умер за нас, когда мы были еще грешниками.
Рим 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9-10. Турӑ, — эпӗ Унӑн Ывӑлийӗн Ырӑ Хыпарне сарса, Ӑна чунтан-вартан ӗҫлесе пурӑнатӑп, — курса тӑрать: хӑҫан та пулин сирӗн пата ҫитмешкӗн Турӑ ирӗкне ыйтса кӗлтунӑ чухне эпӗ яланах сире асӑнатӑп: 11. мӗн те пулин чуна кирлине парса сире ҫирӗп ӗненекен тумашкӑн 12. тата сирӗнпе пӗрле хамӑр пӗр пек ӗненнипе савӑнмашкӑн манӑн сире питӗ курассӑм килет.
Рим 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.