Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чухлӗ the word is in our database.
чухлӗ (тĕпĕ: чухлӗ) more information about the word form can be found here.
Ҫак ҫӗнтерӳллӗ ушкӑн ялавсемпе те вӑрҫӑра ҫаратнӑ пурлӑхпа пӗтӗм урам тӑршшӗпе вӗҫӗ-хӗррисӗр тенӗ пек тӑсӑлчӗ, ушкӑнран кашни ҫын хӑй мӗн чухлӗ йӑтма пултарнӑ таран ҫаратса ҫӗкленӗ, ҫӗклейменнине вара ураписем ҫине тиенӗ.

Теперь орда-победительница шла со знаменами, с трофеями, с добычей — каждый тащил сколько мог на себе, прочее везли на телегах, бесконечной вереницей тянувшихся сзади.

VII. Марийка ӗҫӗ ӑнӑҫмарӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Юрать-ха, Огняновӑн чӗри хӑй шухӑшласа кӑларнӑ сисӗмпе кӑна суранланчӗ, Рада ӑна ним чухлӗ те улталаман.

К счастью для Огнянова, сердце его было ранено его собственным воображением, а вовсе не изменой Рады.

IV. Ялав // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Клисурӑ ҫуннӑ чухне вара хӑй пурӑнас кунне хӗрхенмесӗр ӑна хӑтарасшӑн пулчӗ; ҫак мухтавлӑ ӗҫе вӑл Радӑна савса тӑнипе мар, ним чухлӗ те ҫавӑншӑн мар, тем урӑххи илӗртнипе ҫӗкленчӗ.

Во время клисурского пожара он рисковал жизнью, чтобы спасти ее; но не любовь побудила его к этому, конечно, не любовь, а что-то другое.

III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эх, учитель, мӗн чухлӗ куҫҫуль тӑкмарӗ пуль вӑл саншӑн!

Эх, учитель, сколько слез она по тебе пролила!

III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Эх, мӗн чухлӗ ял ҫунса кӗлленмерӗ-ши!

— Эх, сколько сел погорело!

III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫапла тарӑхса кӗтнӗ вӑхӑт мӗн чухлӗ иртрӗ-ши, ҫавна вӑл хӑй те калама пултараймарӗ.

Как долго длилось это ожидание, казавшееся Огнянову бесконечной агонией, он не мог бы сказать.

II. Шур кӗрӗклӗ ҫыннӑн ҫӑкӑр чӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫав пархатарлӑ ҫын хӑй чунӗнче ӑна айӑпа хурсах вилет; вӑрҫа та вилес тенӗ ӗмӗтпех кӗрет-ҫке, вилӗмрен ним чухлӗ те хӑрамасть вӑл, тесе шухӑшларӗ Рада.

Этот благородный человек умрет неумиротворенный, с отчаянием в душе, думала она; ведь он для того и пошел в бой, чтобы умереть, — он не боится смерти.

XXXVI. Рада // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Огнянов ҫакна асӑрхарӗ пулин те ним чухлӗ те тӗлӗнмерӗ, хӑраса та ӳкмерӗ, ҫав ӑшӑ юн мӗне пӗлтерни ҫинчен вӑл асне те илмерӗ.

Огнянов заметил это, но не удивился, не вздрогнул, даже не подумал о том, что означает эта струйка теплой крови…

XXXV. Ҫапӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Огнянов тем чухлӗ тертленсе ҫӳренӗ хыҫҫӑн хӑйӗн укрепленине таврӑннӑ ҫӗре ҫур ҫӗр иртсе те кайнӑччӗ, окоп сыхлакансем килӗнчен тӑванӗсем илсе килнӗ чӑптасемпе кавирсем ҫинче тӗттӗмре ҫывӑрмасӑр выртаҫҫӗ.

Было уже далеко за полночь, когда Огнянов после бесчисленных мытарств вернулся на свое укрепление, защитники еще бодрствовали, лежа в темноте на принесенных из дому родными половиках и рогожках.

ХХХIII. Каҫ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Рахманлари ҫыннисем пӑлхавҫӑсем ӑҫтарах вырнаҫса тухнине те тӗплӗн пӗлеҫҫӗ иккен, унта мӗн чухлӗ ҫын тӑнине те ыйта-ыйта пӗлнӗ.

Огнянов выведал также, что рахманларцы произвели несколько искусных рекогносцировок, и теперь неприятелю более или менее хорошо известны и расположение и силы каждого укрепленного пункта.

XXX. Стрем айлӑмӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫавӑнпа Огнянов вӗсене ним чухлӗ те хӗрхенесшӗн пулмарӗ.

И Огнянов решил действовать беспощадно.

XXVIII. Укрепленисенче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хӑйне ним чухлӗ те хисеплемен пек пулни ӑна лӑп виҫинчен кӑларчӗ.

Уязвленное самолюбие вывело его из состояния мрачного безучастия.

XXIV. Аслати умӗнхи тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кандов урлӑ-пирлӗ калаҫрӗ, хӑйне нимӗн чухлӗ те тивмен ӗҫ ҫинчен, калӑпӑр, Ҫӗнӗ Зеландире пурӑнакан халӑхӑн йӑли ҫинчен каланӑ пек сӑмахларӗ…

Кандов отвечал рассеянно, как если бы его спрашивали о нравах жителей Новой Зеландии…

XXIV. Аслати умӗнхи тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫакӑн пек ҫиҫсе-ялкӑшса тӑни Лалкӑн татӑлса хуйхӑракан кил-йышне мӗн чухлӗ те пулин йӑпатмаллаччӗ ӗнтӗ.

Весь этот блеск должен был хоть немного утешить убитое горем семейство Лалки.

XXI. Вилӗ кӗлли туни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пит-куҫӗ унӑн хуйхӑрнине-куляннине ним чухлӗ те палӑртмарӗ.

Лицо его не утратило своего равнодушного выражения.

XX. Кандов тата ытларах тӗлӗнет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хуйхӑпа минренӗ ашшӗ те хӑйӗн хӗрне чаплӑн пытарас тесе укҫине-мӗнне хӗрхенмен, вилӗ хыҫҫӑн утакан темӗн чухлӗ халӑх Лалкӑна чунтан-вартан хисепленине пӗлтерет.

Убитый горем отец не пожалел денег, чтобы устроить похороны как можно пышнее и богаче, а громадная толпа, шедшая за похоронной процессией, придавала ей торжественный и трогательный вид.

XX. Кандов тата ытларах тӗлӗнет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫав мӗлке хӗрри шыв кӳленчӗкӗ патнеллех ҫывхарчӗ ӗнтӗ — ҫавӑнта ҫитессе мӗн чухлӗ кӗтрӗ-ши вӑл, кайран вара унӑн чӗри пӑшӑрханасси те иртнӗ пулӗччӗ, ӗмӗр тӑршшӗ кӗтнӗ пек тертленесси те иртӗччӗ.

А край тени все приближался к канаве — этому заветному рубежу, суля конец мучительным, страстным волнениям юноши, конец минутам ожидания, долгим, как века.

XIX. Ирхи курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Анчах Кандов ҫаксене нимӗн чухлӗ те асӑрхамарӗ, ӑна хӗвел те, шӑв-шав та, иртен-ҫӳрен те, йӗри-тавра вӗркесе тӑран пурнӑҫ та ним чухлӗ палӑрмарӗ.

Но Кандов ничего этого не замечал, ни солнце, ни шум, ни прохожие, ни закипевшая кругом жизнь не привлекали его внимания.

XIX. Ирхи курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Рада хӑй савнӑ Огнянова вилнӗ тесе шутланӑ чух виҫесӗр хуйхӑрнӑ вӑхӑтра хӑй патне сайра хутран студент кӗркелесе тухнине ним чухлӗ те вырӑна хуман.

Пока Рада считала Огнянова погибшим, она была так подавлена горем, что ей и в голову не приходило придавать какое-то значение посещениям студента, вначале довольно редким.

XVIII. Кандов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Агитаци ӗҫне уҫҫӑнах туса пыма тытӑнчӗҫ, ӑна ирттересрен шикленсе тӑрасси асра та ҫук, пӑлхава хатӗрленсе хӗҫ-пӑшалланнине тӗрӗк правительстви курсах тӑрать, ҫапах та хӑйне ҫуламан пӑру пек тыткалать, вӑл пусмӑрти халӑх вӑйне нимӗн чухлӗ те хисепе илмест, йӗрӗнсе пӑхать, ҫавӑнпа кӑна калама пулать вӑл куҫсӑр пулса тӑнине.

Агитация велась так открыто и бесцеремонно, вооруженно и подготовка к восстанию сопровождались таким шумом, что телячью безмятежность турецкого правительства можно было объяснить только его слепотой и презрением к возросшим силам порабощенных.

XVI. Ӳсӗрӗлнӗ халӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed