Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хамӑр the word is in our database.
Хамӑр (тĕпĕ: хамӑр) more information about the word form can be found here.
Эрнере пӗрре /шӑматкун е вырсарникун/ тӗнчери тата хамӑр ҫӗршыври спорт ӗҫӗсене сӳтсе яватпӑр, спортбара кӗрсе пӗр вӑйӑ телевизорпа пӑхатпӑр.

Help to translate

Асран кайми самантсем // Алексей ВОЛКОВ. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

Мускавра пурӑннӑ вӑхӑтра ҫак хулари юлташпа Коля Калининпа спорта юратакансене пуҫтарса хамӑр ушкӑнпа хӑйне евӗрлӗ футбол тусӗсен клубне йӗркелерӗмӗр.

Help to translate

Асран кайми самантсем // Алексей ВОЛКОВ. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

Ҫавӑнпа та хамӑр юлташ ҫырнӑ, пӗрле ӗҫсе ҫиетпӗр, тесе час-часах «критиксем» ырлама тивӗҫлӗ мар ҫӗртенех ырлани те пулкалать.

Help to translate

Вулакансем лайӑх кӗнеке кӗтеҫҫӗ // Я. ПАВЛОВ. «Чӑваш коммуни», 1941, кӑрлач, 22, 18(5733) №

Эпир вара ял хӑтлӑхӗшӗн хамӑр тӑрӑшатпӑр.

Help to translate

Куракӑшсен ӗҫӗ пархатарлӑ та сӑваплӑ // Владислав АНТОНОВ. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.06

Хӑтлӑх пирки сӑмах хускатсан чи малтанах хамӑр пурӑнакан кил таврашӗ ҫинчен шутлатпӑр.

Help to translate

Куракӑшсен ӗҫӗ пархатарлӑ та сӑваплӑ // Владислав АНТОНОВ. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.06

Район администраци пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов ӑшӑ салам сӑмахне каланӑ май, ҫак уяв шӑпах пысӑк туйӑмлӑ ҫынсене, хӑйсен ӗҫне парӑнса, юратса ӗҫлекенсене, хамӑр тӑван еншӗн чунне парса тӑрӑшакансене пӗрлештерсе тӑнине палӑртрӗ.

Help to translate

Паттӑрсен ячӗпе — Мухтав аллейи // А. НИКОЛАЕВ. «Авангард», 2016.05.06

Парад кунне телевизор умӗнче десантниксене тимлӗн пӑхса лартӑмӑр, хамӑр ял каччи парадра утнине курса хӗпӗртерӗмӗр.

Help to translate

Мускаври Хӗрлӗ пдлощадьри парада хутшӑннӑ ентешсем // П.ЗАЙЦЕВ. «Каҫал Ен», 2016.05.06

Хамӑр тавра мӗн пулса иртнине, куҫ умӗнчи ҫынсене сӑнамастпӑр.

Help to translate

Вампилов пьесисем кивелмеҫҫӗ // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Хӑшпӗр поселока хамӑр тӑрӑхри ял пекех тет.

Help to translate

«Шикленсен те тӑвайккине хӑпаратчӗ» // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Хамӑр тӑрӑхра иртнӗ турнирсене хам та ҫӳреттӗм, анчах вӑл тӑванӗсем пынине юратмастчӗ, ытларах пӑлханатӑп тетчӗ.

Help to translate

«Шикленсен те тӑвайккине хӑпаратчӗ» // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Хамӑр та, ашшӗпе Сергей Ивановичпа, йӗлтӗрпе сахал мар чупнӑ.

Help to translate

«Шикленсен те тӑвайккине хӑпаратчӗ» // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Тӑван ен историйӗпе кӑсӑкланакан шкул ачине историе кӗрсе юлнӑ хамӑр тӑрӑхри пулӑмсемпе ҫынсем ҫинчен тӗплӗн каласа кӑтартрӑмӑр.

Help to translate

Тӑм тивичченех окоп чавнӑ // Елена ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

«Кулленхи е пысӑк ӗҫсене пурнӑҫлама Владимир ҫумра пулни тем пек аван. Акӑ ҫӗр типсе пырать, кӗҫех чавмалли, акмалли ӗҫсем пуҫланӗҫ. Хамӑр ерҫейменнине ывӑл пурнӑҫласса пӗлсех тӑратпӑр», — терӗҫ ҫемьере аслисем.

Help to translate

Арҫын - тӗрев, мӑшӑрӗ - управҫӑ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Хамӑр ялти клубра та лартнӑччӗ, — ҫамрӑклӑхне аса илчӗ ҫулӗпе улттӑмӗш теҫеткене те тултарса пыракан кил хуҫи, хальхи вӑхӑтра Кӑшавӑшри вӑтам шкул директорӗнче вӑй хуракан Геннадий Леонидович.

Help to translate

Арҫын - тӗрев, мӑшӑрӗ - управҫӑ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Е тата: «Унӑн ӗҫӗсем сӑнарлӑ, тарӑн шухӑшлӑ пулнипе палӑраҫҫӗ. Тӗррисенче — илем, ырӑлӑх, юрату. Хамӑр тымарсене, йӑла-йӗркене хисеплесен кӑна ҫакӑн пек ӗҫсем тума пулать. Мӗн чухлӗ чӑтӑмлӑх, пултарулӑх кирлӗ вӗсене куракан патне ҫитерме! Автор хӑйӗн шалти тӗнчипе, ҫынсемпе килӗшӳре тата ҫураҫура пурӑнать, ҫулран-ҫул кӑсӑклӑрах ӗҫсем тӑвать».

Help to translate

«Кашни кун эп тӗрлӗрен» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Хамӑр несӗлӗмӗрсен ырӑ ӗҫӗсемпе мухтанма, вӗсене малалла аталантарма кам ура хурать?

Help to translate

Пӗтӗмлетӗве маччаран илмен // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№

Ҫакна калама пултаратӑп: ҫулталӑкра пӗр кун е эрне те пулин тӑван чӗлхемӗр пирки аса илетпӗрех, хамӑр чӑваш пулнишӗн мӑнаҫланнине палӑртатпӑр.

Help to translate

Пӗтӗмлетӗве маччаран илмен // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№

Пирӗн умра курӑмлӑ ҫӗнӗ тӗллевсем тӑраҫҫӗ - экономикӑри йывӑрлӑхсене пӑхмасӑр чи ҫывӑх ҫулсенче социаллӑ инфратытӑм объекчӗсен строительствине малалла тӑсасси, хамӑр ҫине илнӗ пӗтӗм тивӗҫе пурнӑҫлассине тивӗҫтересси.

Help to translate

Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Ҫакӑ ют ҫӗршывсенче туса кӑларакан техникӑна хамӑр ҫӗршывра ӑсталанисем улӑштарса пынин палли.

Help to translate

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Н.АЛЕКСЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ К-700 ҫӗнӗ тракторсем районта халӗ пиллӗк.

Help to translate

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Н.АЛЕКСЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed