Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Куҫ the word is in our database.
Куҫ (тĕпĕ: куҫ) more information about the word form can be found here.
Енчен те предприяти ертӳҫи хӑйӗн ӗҫченӗсене вӗрентсе хатӗрлес тата вӗсен ӑсталӑхне ӳстерес пирки пит тӑрӑшмасть, вӗсене тивӗҫлӗ ӗҫ укҫи тӳлеме кирлех мар тесе шутлать пулсан, унашкал предприяти ҫитӗнӳ тӑвайманни куҫ кӗрет.

Если руководитель не заботится о подготовке и повышении квалификации своих сотрудников, не считает необходимым обеспечивать им достойную оплату труда, такая организация обречена на неудачу.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Куҫ кӗрет хуҫалӑхсене сутса тӗп тӑваҫҫӗ те кайран ним пулман пек кӑкӑрӗсене ҫапса ҫӳреҫҫӗ.

Help to translate

Ҫӗр ҫинче ӗҫлеме мантӑмӑр // П. Воробьев. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2010,10,27

Уя тухатӑн та урӑх «технологи» куҫ умне пулать: пулӑхлӑ ҫӗрсем ҫум айне пулса пыраҫҫӗ, уҫман ҫеремсен лаптӑкӗсем ӳсеҫҫӗ.

Выходишь на поле и видишь другую «технологию»: плодородные земли разрастают сорняками, участки целины растут.

Ҫӗр ҫинче ӗҫлеме мантӑмӑр // П. Воробьев. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2010,10,27

Пӗр пӗчӗк тырӑ пӗрчи куҫ тӗлне пулсан та, чӑххисене йыхӑрса ҫитеретчӗ.

Если даже увидит самое маленькое зернышко, подзывал себе куриц на угощение.

Ӳпне ҫӑпан // Вир Мӗтри. Вир Мӗтри. Хӗрлӗ гварди. — Шупашкар, 1980

Кухньӑра хура тӗслӗ хутаҫпа чӗркенӗ банка куҫ тӗлне пулчӗ.

Help to translate

Мӗн пур ӗҫе пӑрахса майра шырамалла! // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. Ҫамрӑксен хаҫачӗ

Шӗшкӗ-юман куҫ умӗнчех хӑрать.

Help to translate

Салхуллӑ Салука // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2010,09,18

Маншӑн пулсан, Урал леш енче Конда поселокне гуманоид курма кайни куҫ умне тухрӗ.

Help to translate

Воркутана вӑркӑнтӑм... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2009,04,18

- Ал-ура ӗҫленӗ, куҫ курнӑ чухне тупӑк тӑвас терӗмӗр-ха, - ӑнлантарчӗ мана старик.

- Пока руки-ноги работают, глаза видят, решил сделать гроб, - объяснил мне старик.

Кукамипе кукаҫи хӑма савалаҫҫӗ… // Ив. САЛАНДАЕВ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2017.09.22

Александр Македонский хӑйӗн вӑтӑр пин юланутҫинчен кашнине тӗплӗн палланӑ теҫҫӗ те, манӑн та офицерсене кӑна мар ятран, сӑнран астумалла пулнӑ – куҫ умӗнче тытмасан, кам мӗнле ӗҫленине пӗлейместӗн.

Help to translate

Сулахай флангра. Самана сатурӗсем // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 9.04.2011

Арҫын куҫ умӗнчен ҫухалсанах ҫенӗкре телефон ҫӗтнине асӑрхарӗҫ вӗсем.

Help to translate

Кӗсье телефонӗ уралансан // Ял пурнӑҫӗ. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ

Алманч тӑрӑхӗнчи пӗр ялта пулса иртни те куҫ умӗнчех-ха.

Help to translate

Кӗсье телефонӗ уралансан // Ял пурнӑҫӗ. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ

Манӑн сӑмахӑм кунта кӗсье телефонӗсене куҫ хываканнисем пирки-ха.

Мое слово о тех, кто высматривают мобильные телефоны.

Кӗсье телефонӗ уралансан // Ял пурнӑҫӗ. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ

Халь куҫ умӗнчех…

А сейчас перед глазами...

Кӗсье телефонӗ уралансан // Ял пурнӑҫӗ. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ

Ӗҫтеше куҫ хывнисене ертӳҫӗ намӑслантарӗ.

Help to translate

Ҫӗлен, эс пире мӗскер сӗнен? // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ

Мӗншӗн ман ҫине куҫ илмесӗр пӑхмалла пулнӑ?

Зачем было нужно смотреть на меня не отводя глаз?

Малтанхи черчен туйӑмсем // Вера И.. «Тантӑш», 2016.08.18, 32№

Шкул уявӗнче сцена ҫине тухсан йӑл кулса, куҫ илмесӗр мана сӑнать.

На школьном празднике, выйдя на сцену, радостно улыбаясь, не отводя глаз, наблюдает за мной.

Малтанхи черчен туйӑмсем // Вера И.. «Тантӑш», 2016.08.18, 32№

Чунне сутса шуйттан чури пулса тӑнӑ этемӗн сӑнарӗ епле туллин тухса тӑрать куҫ умне Константин Иванов ҫырнӑ трагедире?!

Help to translate

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Ҫавӑнпа ӗнтӗ кашни хайлаврах ырӑпа усал тытӑҫӑвӗ куҫ умне тухать — мӗн тӗрлӗ этем ҫук пурнӑҫра!

Help to translate

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Мӑшӑр хушшинче килӗшӳпе хисеп хуҫалансассӑн ҫемье ҫирӗп, ачасем телейлӗ пуласси куҫ кӗрет.

Help to translate

Хисеплӗ ята тивӗҫнӗ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 09.06.17

Николай Васильевичӑн тымарӗ те майӗпен-майӗпен вӑй илни куҫ кӗрет.

Help to translate

Ҫын тымарӗ. Чӑвашӑн вӑл пур-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3116-%D2%AA% ... B8%3F.html

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed