Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чухлӗ the word is in our database.
чухлӗ (тĕпĕ: чухлӗ) more information about the word form can be found here.
Халиччен вӑл кунашкал нихӑҫан та хӑтланманччӗ-ха, анчах Шурочка, йӗкӗтре пач кӗтмен ҫӗртенех ӗрӗхсе ҫӗкленнӗ хавха хастарлӑхне парӑнчӗ тейӗн, ӑна-кӑна ӑс-тӑна хывмасӑр, каччӑ чуптӑвӗсене ним чухлӗ те хирӗҫлемерӗ, ун ҫине именчӗкрех тӗлӗнӳпе кулса ҫеҫ пӑхса тӑчӗ.

Он никогда не делал этого раньше, но она бессознательно, точно подчиняясь той волне восторженной отваги, которая так внезапно взмыла в нем, не противилась его поцелуям и только глядела на него со смущенным удивлением и улыбаясь.

VI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Эсир ӑнланатӑр-ши, мӗн чухлӗ тӗрлӗрен телейпе тӗлӗнсе шанк хытмалла хӗн-асап пухӑнса, пӗрлешсе тӑрать пайланман, шанӑҫсӑр юратура?

Понимаете ли вы, сколько разнообразного счастия и очаровательных мучений заключается в нераздельной, безнадежной любви?

V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Хаклӑ, питӗ кирлӗ япаласем тупма пултарайрӗ иккен — унӑн темӗн чухлӗ укҫа, чинсем, вырӑн, ят-сумпа палӑрӑм, ҫук-тӑк — судсӑр-мӗнсӗрех, нимле йӑла-йӗркесӗр, иртсе ирех пӗр-пӗр чалӑш-чӗлӗш капонирта персе пӑрахаҫҫӗ.

Удастся ему достать ценные сведения — у него деньги, чины, положение, известность, нет — его расстреляют без суда, без всяких формальностей, рано утром во рву какого-нибудь косого капонира.

II // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Хӗҫ тӑм ӑшне аршӑнӑн чӗрӗкӗ чухлӗ кӗрсе ларчӗ, Веткин ӑна унтан аран-аран кӑна туртса кӑларчӗ.

Лезвие вошло в глину на четверть аршина, и Веткин с трудом вывязил его оттуда!

I // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Эпӗ Эрнепе капитан помощникне чӗнсе илтӗм те вӗсене пӗчӗк бухта патне кайма хушрӑм (ҫынҫиенсем Эрнене хӑваланӑ чухне вӑл ҫав бухта урлӑ ишсе каҫнӑччӗ); ун хӗррипе пӗр миля ҫурӑ чухлӗ хӗвеланӑҫнелле каймалла та вӗсен сӑрт ҫине хӑпармалла; сӑрт ҫине ҫитсен, пӗтӗм вӑйпа кӑшкӑрмалла.

Подозвав к себе Пятницу и помощника капитана, я приказал им спуститься к бухточке (той самой, через которую когда-то Пятница переправился вплавь, когда за ним бежали людоеды), затем, обогнув ее, свернуть за полмили к западу, подняться на пригорок и кричать что есть силы, пока не услышат возвращающиеся к лодке матросы.

Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Малтанхи вӑхӑтра ман куҫа темӗн чухлӗ хӑрушлӑхсем курӑнатчӗҫ.

Вообще нет таких ужасов, которые не мерещились бы мне в первое время.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Эпӗ ӑна хистесех ҫапла каларӑм: тупа тутармасӑр пӗр ҫынна та илсе ан кил, кашнинех мана ним чухлӗ те усал тумастӑп, пӑшалпа тапӑнмастӑп, ӑна пур тӑшмансенчен те хӳтӗлӗп, тесе сӑмах патӑр, терӗм.

Я строго наказал ему не привозить ни одного человека, не взяв с него клятвенного обещания, что он не только не сделает мне никакого зла, не нападет на меня с оружием в руках, но, напротив, будет защищать меня от всех неприятностей.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Кун чухлӗ тырӑ-пулӑ пирӗн ушкӑна ҫӗнӗ тырӑччен пурӑнма ҫеҫ мар тата тинӗсе хӑюллӑнах тухса кайма, Кӑнтӑр Америкӑн кирек хӑш ҫыранӗ таран ишме те ҫитмелле.

Этого количества должно было с избытком хватить не только на прокормление всей нашей общины до следующего урожая — с таким запасом провианта мы могли смело пуститься в плавание и добраться до любого берега Южной Америки.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫав ӗҫре эпир мӗн чухлӗ вӑй хунине пурте пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ.

Всякому ясно, сколько тяжелого труда было вложено в эту работу.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

— Ку ӗҫе тума пире виҫсӗмӗре хушӑр, эпир халех чавма тытӑнӑпӑр, мӗн чухлӗ вӑрлӑх парӑр, ӑна пӗтӗмпех акса хӑварӑпӑр.

Поручите это нам троим, мы сейчас же возьмемся за работу и высеем все зерно, какое вы можете уделить для посева.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Эпӗ ӑна ҫапла каларӑм: — Ҫак ҫынна: эсӗ халӗ ирӗкре, эпир сана нимӗн чухлӗ те усал тӑвасшӑн мар, санӑн тӑшманусене пӗтертӗмӗр тесе кала, — терӗм.

— Скажи этому человеку, — обратился я к Пятнице, — что он свободен, что мы не сделаем ему никакого зла и что его враги уничтожены.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Пире ҫул ҫинче мӗн чухлӗ апат-ҫимӗҫ кирлӗ пулассине эпӗ малтанах шутласа кӑлартӑм; хамӑра кирлӗ пулас ҫимӗҫсене пурне те хатӗрлерӗм.

Я заранее рассчитал, сколько провизии нам может понадобиться, и стал откладывать необходимые запасы.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Анчах эпӗ хамӑн малтанхи йӑнӑша лайӑхах астӑватӑп: вӑрманта пысӑк кимӗ тума тытӑннӑ чухне эпӗ ҫак вырӑнтан тинӗс мӗн чухлӗ инҫе пулнине шута илмерӗм, кимме тинӗс хӗррине туртса ҫитереймерӗм.

Но я хорошо помнил, какую сделал ошибку, когда строил свою большую пирогу в лесу, далеко от моря, и потом не мог протащить к берегу.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Вӑхӑта нимӗн чухлӗ сая ямасӑр, пусма тӑрӑх анса, паҫӑр хурса хӑварнӑ пӑшалсене илтӗм те каллех пусма тӑрӑх хӑвӑрт улӑхрӑм, унтан, чупса пыракан тискер этемсен ҫулне пӳлес тесе, сӑртӑн тепӗр еннелле, тинӗс патнелле, чупма пуҫларӑм.

Не теряя времени, я сбежал по лестнице к подножию горы, схватил оставленные там ружья, затем с такой же быстротой взобрался опять на гору, спустился с другой стороны и побежал наискосок прямо к морю, чтобы остановить дикарей.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫыран хӗрринче темӗн чухлӗ этем шӑмми выртать: унта ҫын пуҫ шӑммисем, ал-ура шӑммисем купаласа хунӑ.

Весь берег был усеян человеческими скелетами, черепами, костями рук и ног.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫавӑнтан хӑтӑлас тесе ӗнтӗ эпӗ темӗн чухлӗ йывӑр ӗҫсем турӑм.

Поэтому, чтобы защититься, столько тяжелой работы взвалил я себе на плечи.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫапах та ҫав сӑмахсене тӳрӗ кӑмӑллӑ Попка каланӑ пирки нимӗн чухлӗ те иккӗленмерӗм, урӑх шухӑшласа пуҫа ҫӗмӗрмерӗм.

Но так как у меня не было ни малейшего сомнения, что это он, мой верный Попка, то, я не стал ломать головы над вопросами.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Манӑн тинӗс ҫинче ишсе ҫӳрес кӑмӑл ҫав тери пысӑкчӗ, ҫавӑнпа та эпӗ хамӑн вӑйӑма нимӗн чухлӗ те шеллемерӗм.

Мне так страстно хотелось получить наконец возможность плавать по морю, что я не жалел никакого труда.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Эпӗ пӗтӗм чун-чӗререн кулянтӑм, тинех тавҫӑрса илтӗм: пӗр-пӗр ӗҫе тытӑнас пулсан, ӑна тума мӗн чухлӗ вӑхӑт, мӗн чухлӗ вӑй кирлине, ӑна вӗҫне ҫитерме май пуррипе ҫуккине шутласа пӑхас пулать, ун пек тумасан — ху айваннине ҫеҫ кӑтартатӑн.

Я был огорчен до глубины души и тут только сообразил, как глупо приниматься за работу, не рассчитав предварительно, сколько она потребует времени и труда и хватит ли сил довести ее до конца.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Анчах каллех ӗҫ тухмарӗ: тем чухлӗ тӑрмашсан та, эпӗ кимме вырӑнтан тапратаймарӑм, карап шлюпки пекех йывӑр пулчӗ вӑл.

Но это ни к чему не привело: сколько я ни бился, я не мог сдвинуть с места мою пирогу, как раньше не мог сдвинуть корабельную шлюпку.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed