Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пӗри the word is in our database.
Пӗри (тĕпĕ: пӗри) more information about the word form can be found here.
Наркомани вара — шӑпах ӑна сӑлтавлакан киревсӗр пулӑмсенчен пӗри.

Help to translate

Наркотиксенчен «тасисем» — сакӑр район кӑна // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Дмитрий Ливанов палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Енри професси вӗренӗвӗн тытӑмӗ эффективлисенчен пӗри: тӑххӑрмӗш класс пӗтернисен 55 проценчӗ техникумсемпе колледжсенче малалла пӗлӳ илет, ун хыҫҫӑн чун туртӑмӗпе тата пултарулӑхӗпе пӗр килекен ӗҫ тупать.

Help to translate

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ҫакна ҫирӗплетекен тӗслӗхсенчен пӗри, импорта хамӑр таварпа улӑштарассин трендне шута илнӗскер, — электротехника кластерне аталантарни.

Help to translate

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Юлашки ҫулсенче шалти туризм — ҫӗршывӑмӑрӑн аталанса пыракан экономика тытӑмӗсенчен пӗри.

Help to translate

Тӑван ҫӗршыва юратма, аваллӑха пӗлме, халӑхпа мӑнаҫланма // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Чӑваш мифологийӗпе ҫыхӑннӑ «Уйӑхпи» балета вӑхӑт тупса вӗҫне ҫитересси — умри тӗллевсенчен пӗри.

Help to translate

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Пӗри — пӗр сӑмах, тепри тепӗр йӗрке шухӑшласа кӑларчӗ.

Help to translate

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Сӑмахран, Владимир Васильевпа Евгений Терентьев вӗрентекенӗн ҫулне суйланӑ: пӗри — Шупашкарти, тепри Мускаври аслӑ вӗренӳ заведенийӗсенче пӗлӗве тарӑнлатаҫҫӗ.

Help to translate

Ку ҫуртра чӑнах та ӑшӑ // Надежда ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

«Ӗҫ — пысӑк телейсенчен пӗри», — тени питӗ тӗрӗссине палӑртрӗ Валентина Алексеевна.

Help to translate

«Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Раҫҫейре виҫӗ ӗмӗре яхӑн ӗлӗкрех йӗркеленнӗ, «патша куҫӗ» пулма сумлӑ та яваплӑ статус илнӗ прокуратура органӗсем паян та патшалӑх органӗсен тытӑмӗнче чи пӗлтерӗшлӗ институтсенчен пӗри пулса тӑраҫҫӗ.

Органы прокуратуры, получившие почётный и ответственный статус «государева ока», зародились в России почти три столетия назад и сегодня являются одним из наиболее важных институтов в системе государственных органов.

Раҫҫей Федерацийӗн прокуратура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2014) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&ty ... id=2684664

«Паллах, Комиссаров пиртен лайӑхрах ҫырать. Вӑл Мускаври Ломоносов университетӗнченех вӗренсе тухнӑ та...» - тенӗччӗ пӗррехинче район хаҫатӗнче темиҫе ҫултанпа ӗҫлекенсенчен пӗри.

Help to translate

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Пӗри теприне ӑмсанмасть, кӳренмест.

Help to translate

Ушкӑнпа ӗҫлеме те, канма та аван // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

— Кӑҫал экзаменсене лайӑх тытасси — тӗп тӗллевсенчен пӗри.

Help to translate

Асанне пек пуласчӗ // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

— «Кӗрен парӑс» лагерьте канма тӳр килнӗрен хама телейлисенчен пӗри тесе шухӑшлатӑп.

Help to translate

Асанне пек пуласчӗ // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Ҫавӑн пек маттурсенчен пӗри — Валерия Гаврилова.

Одна из таких молодцов — Валерия Гаврилова.

Хаҫат-журнал вулакан — хастар пулакан // Лариса ПЕТРОВА. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Пӗри тепринчен тӗслӗх илет-ҫке, тантӑшӗсенчен юлса намӑс куракан ҫук.

Один с другого берет пример, не хочет чтобы было стыдно перед сверстниками.

Хаҫат-журнал вулакан — хастар пулакан // Лариса ПЕТРОВА. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

— 30 ачаран пӗри тулли мар ҫемьере ҫитӗнет.

Help to translate

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Парӑмҫӑсене укҫа тӳлеттермелли мелсенчен пӗри — Раҫҫей тулашне кайма чарни.

Help to translate

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Халӗ артист профессийӗ чи йывӑр ӗҫсенчен пӗри иккенне питӗ аван пӗлетӗп.

Help to translate

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Вӑл - ӗҫчен те тӑрӑшуллӑ ҫынсенчен пӗри.

Help to translate

Пуҫаруллӑ та маттур // Т.ГРИГОРЬЕВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Вӗсенчен пӗри - Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче пӗлӳ пухакан Аня Таборкина 11-мӗш класра вӗренекенскерӗн дневникӗнче «5» тата «4» паллӑсем ҫеҫ.

Help to translate

Олимпиада призерӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed