Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗҫне ҫитиех итлесе пӗтер мана.
XXII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Нумай аякка, вокзал патне ҫитиех — унтан корпус командарӗ килессе кӗтеҫҫӗ — тӑсӑлнӑччӗ сулкалакансен вӑчӑри, ҫавскерӗн ӗнтӗ, начальство ҫитнине систерсе, паллӑсем памаллаччӗ.
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
— Ах, эсӗ, тӗктӑрмас, ӑҫта ҫитиех хӑпарнӑ! — Рафальский пуҫне ҫавӑрчӗ те тутине чуптунӑ чухнехи пеклӗн чаплаттарса илчӗ, сасси вара хӑйӗн, шӑп та лӑп шӑши чӗриклетнӗ евӗр, питех те ҫинҫен тухрӗ.
XII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ку пысӑк чӑптапа пуҫӗнчен пуҫласа урине ҫитиех витӗннӗ те виҫкӗтеслӗх евӗр туйӑнать.Этот был покрыт большой рогожей с головы до ног и имел теперь форму треугольника.
VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Егорушка, мӗн пулса иртнине курас мар тесе, вӗҫне ҫитиех куҫне хытӑ хупса лартса кӗтме шутларӗ.Егорушка решил закрыть крепко глаза, не обращать внимания и ждать, когда всё кончится.
VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Халь ӗнтӗ ҫавраҫил, ҫӗр ҫинчен тусан, типӗ курӑк, тӗк пуҫтарса, чӑнах та тӳпене ҫитиех пӗтӗрӗнсе хӑпарать пулӗ; ахӑртнех, шуйттан ураписем, ҫӗр ҫийӗн ҫаврӑнса куҫакан ҫав типӗ курӑксем, хура пӗлӗт патӗнчех вӗҫеҫҫӗ-тӗр; епле хӑрушӑ пуль вӗсене унта!
VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Егорушка аллине тӗпне ҫитиех чиксе ячӗ, пӑтратса пӑхрӗ; ҫӑрттан раксем хушшинче ҫухалчӗ, ун вырӑнне ҫиеле уланкӑпа хура карас ишсе тухрӗҫ.
V // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Сывлӑшра пӗкӗ пек ҫул туса, вӑл шыва ӳкрӗ, шала таҫта аяла ҫитиех чӑмса кӗчӗ, анчах тӗпне пурпӗрех ҫитеймерӗ; темле вӑй, сивӗ те аванскер, ӑна ярса тытрӗ те каялла ҫӳлелле ҫӗклесе хӑпартрӗ.
V // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Вӑл, ним ҫинчен те шухӑшлас мар тесе, пуҫӗ айне хӑвӑрт ҫыххине хучӗ те пальтипе витӗнчӗ, урисене вӗҫне ҫитиех тӑсрӗ, вара, сывлӑмран ҫӳҫенсе, кӑмӑллӑн кулса ячӗ.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Сылтӑмра ҫул тӑрӑх таҫта ҫитиех лавсем курӑнаҫҫӗ вӗсем тавра темле ҫынсем кускаласа ҫӳреҫҫӗ.Направо по дороге далеко вперед тянулся обоз, около которого сновали какие-то люди.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Тирек леш енче сӑртлӑх тӑрринчен тытӑнса ҫул патне ҫитиех тулӑ анисем сарнӑ кавир пек сарӑлса выртнӑ.За тополем ярко-желтым ковром, от верхушки холма до самой дороги, тянутся полосы пшеницы.
I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Сӑртлӑхӗсем йӑвӑ ретпе пӗрин хыҫҫӑн тепри туха-туха пыраҫҫӗ те пӗр пӗтӗм тӳремлӗхе куҫаҫҫӗ, ҫав анлӑ тӳремлӗх вара, ҫулӑн сылтӑм енӗпе тӗнче хӗррине ҫитиех тӑсӑлса, таҫта аякра хӑмӑр кӑвак инҫетлӗхре ҫухалать; пыратӑн-пыратӑн, ниепле те ӑнланса илейместӗн: ӑҫта пуҫланать вӑл, ӑҫта пӗтет…
I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Таса Софие ҫитиех кайӑпӑр вара!
XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫак Силистра-Йолу нумай-нумай ҫын шӑпине вӑта ҫӗртен татнӑ та, анчах унӑн чапӗ паянхи куна ҫитиех пырать-ха, вӑл халь те пулин ӗҫкӗ-ҫикӗ ирттерсе савӑнакансене илӗртет.
XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Инҫетри ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫӗнче икӗ юханшыв пур, пӗр-пӗринпе вӗсем Вера Павловна пӑхса тӑракан вырӑнта пӗрлешеҫҫӗ, кӑнтӑр енче, кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫӗнче, вӑрӑм та анлӑ залив; кӑнтӑрта таҫта ҫитиех ҫӗр тӑсӑлса выртать, вӑл ҫав заливпа хӑйӗн хӗвеланӑҫ енчи чикки пулса тӑракан тепӗр вӑрӑм та ансӑр залив хушшипе кӑнтӑралла тӑсӑлса каять, кайнӑҫемӗн анлӑланса пырать.
9 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Шалти ҫурчӗн архитектури мӗнле ҫӑмӑл, чӳрече эрешшисем мӗнле ансӑр, — чӳречисем вара ҫав тери пысӑк, анлӑ, ҫӳллӗ — аялти хутӗнчен пуҫласа ҫӳлти хучӗсене ҫитиех.
8 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӗсен шӑллӑ хысакӗсем тӳпене ҫитиех кармашаҫҫӗ, талкӑшпе вӗҫӗ-хӗррисӗр ҫутӑ йӑлкӑшать.
Йӑлтӑр ҫутӑ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67–76 стр.
Ҫулне кӗскетес тесе, Давыдов айккинелле пӑрӑнчӗ, тӳрӗрен, ҫеремпе кайрӗ, анчах ҫур ҫухрӑм пек те утаймарӗ — ӑна сасартӑк, темле курӑнман чикӗ урлӑ каҫса, урӑх тӗнчене пырса кӗнӗ пек туйӑнчӗ: атӑ кӗли ҫумне пӗрчӗллӗ кушак хӳри ҫапӑнма пӑрахрӗ, таврара чӑпар чечексем курӑнми пулчӗҫ, чечеке ларнӑ тӗрлӗ курӑксен тутлӑ шӑрши сирӗлчӗ, таҫта ҫухалчӗ, ун умне таҫта ҫитиех ҫара, сӑрӑ, тӗксӗм ҫеҫен хир сарӑлса выртрӗ.
IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫутӑличчен пӗрер сехет маларах ҫил ҫӗкленчӗ, пӗлӗтсем, пӗр ҫӗрелле пухӑнса, хӑвӑртрах шума тытӑнчӗҫ, тӳрех ӳкекен ҫумӑр чалӑшрӗ, — пӗлӗтрен пуҫласа ҫӗр патне ҫитиех хӗвелтухӑҫнелле чалӑш ӳкет вӑл, — вара мӗнле пуҫланчӗ, ҫавӑн пекех пӗр кӗтмен ҫӗртен чарӑнчӗ.
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Нумай пулмасть хӑйне пӑхма хушнӑ лашасене вӑл питӗ хӗрхеннӗ, ҫавӑнпа вӗсене бригадӑн хирти станне ҫитиех тенӗ пек йӑлӑхтарса ҫитермелле лӑпкӑ уттарса пычӗ.
V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.