Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑйне (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Кӗске вӑхӑтра эсир йӗркеленес тапхӑрне чыслӑн утса тухрӑр, тӑван ҫӗршыв спецназӗн хӑйне евӗрлӗ йӑли — йӗркисене аталантарассине тивӗҫтертӗр, ҫапӑҫӑва тивӗҫлӗ йышӑнтӑр тата пирӗн ҫарӑн хӑватлӑ вӑйӗ пулса тӑтӑр», — палӑртнӑ патшалӑх Пуҫлӑхӗ.

За короткий срок вы с честью прошли период становления, обеспечили преемственность и развитие уникальных традиций отечественного спецназа, достойно приняли боевое крещение и стали мощной ударной силой нашей армии», — отметил президент.

Путин ҫар служащийӗсемпе ветеранӗсене Ятарлӑ операци вӑйӗсен кунӗ ячӗпе саламланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... an-3660401

«Хӑйне уйрӑм тытни Ятарлӑ операцисен вӑйӗсен боецӗсемпе командирӗсене яланах уйӑрса тӑрать.

«Особая закалка всегда отличала бойцов и командиров Сил специальных операций.

Путин ҫар служащийӗсемпе ветеранӗсене Ятарлӑ операци вӑйӗсен кунӗ ячӗпе саламланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... an-3660401

1776 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Мартин кӗпӗрнаттӑр Британи ҫарӗ Ҫурҫӗр Каролинӑна куҫма хатӗрленни пирки ҫӳрекен сас-хурана пӗлнӗ, ҫапла вара вӑл хӑйне майлисене британсемпе пӗрлешес тӗллевпе хирӗҫ тухма хушнӑ.

В январе 1776 года до губернатора Мартина дошли слухи о том, что британская армия готовится к переброске в Северную Каролину, и он велел своим сторонникам идти на соединение с британцами.

Мурскрик-Бридж патӗнчи ҫапӑҫу // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D1%83%D ... 2%AB%D1%83

Халӑх умӗнче тухса калаҫнӑ чухне вӑл хӑйне шиклӗ туйнӑ, тытӑнчӑклӑ калаҫнӑ.

Он чувствовал себя очень неуверенно во время публичных выступлений и заикался.

VI Георг // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/VI_%D0%93%D0%B ... 1%80%D0%B3

Зоя та хускалман, вӑл та хӑйне илемлӗ те ырӑ тӗлӗкри пек туйнӑ.

Help to translate

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

«Иртнӗ ҫулсенчи ҫухатусем ватлӑхра ҫапла чуна ыраттарассине шутламанччӗ эпӗ», — шухӑшланӑ вӑл, хӑйне чӑннипех ватӑ ҫын вырӑнне шутласа.

Help to translate

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Поликлиникӑран тухсан вӑл хӑйне тӑван ҫемьерен уйрӑлнӑ пекех туйнӑ.

Help to translate

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Хӑрах ураллӑ та хӑрах куҫлӑскер, вӑл хӑйне мӗнле те пулин хӗрарӑм юратма пултарасси ҫинчен шутлама та хӑяйман, ҫынсемпе те калаҫман.

Help to translate

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Аллӑран та иртнӗскер, хӑйне йӑлтах ватӑлса кайнӑ пек туйнӑ.

Help to translate

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Вӑл хӑйне фронта яма ыйтнӑ, анчах ӑна, сывлӑхӗ тӗреклӗ маррине пула, Мускаври пӗр госпитале хӑварнӑ.

Help to translate

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Лида ӑна хӑйне майӑн ӑнланнӑ.

Help to translate

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Петр Петровичӑн пурнӑҫӗ хӑйне майӑн иртсе пынӑ.

Help to translate

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Ҫапах та вӑл хӑйне хитре те пурне те пӗлекен ҫын пек шутланӑ.

Help to translate

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Нина Ивановна вара хӑй, ултӑ ҫул кӑна вӗреннӗскер, е магазинра, е столовӑйра уборщица пулнӑ, кайран, пӗр йӑваш ҫынна качча тухнӑ хыҫҫӑн, унӑн ӗнси ҫинех хӑпарса ларнӑ, ӗҫкелеме пуҫланӑ, ӗҫкӗсенче вара хӑйне «эпӗ министр арӑмӗ» тесе ташланӑ.

Help to translate

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Вара вӑл тӗкӗр еннелле ҫаврӑнса тӑна та хӑйне курнӑ.

Help to translate

1 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Кун ҫинчен эпӗ Ульянова хӑйне те систересшӗнччӗ, анчах ман княҫ, ӳсӗрпе шыва кӗнӗ чухне, путса вилчӗ.

Help to translate

Скульптор // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 189–193 с.

Акӑ паян эпӗ ӑна хӑйне тӗл пултӑм.

Help to translate

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Эпӗ ӑна вуникӗ ҫул хушши инҫетри ҫӗршывсенче хам чӗрере илсе ҫӳрерӗм, анчах халь, хӑйне куҫпа курма тӳр килсен, ӑна ӗмӗрлӗхех ҫухатрӑм…

Help to translate

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Институтран вӗренсе тухсан, Сергей хӑйне аспирантурӑна хӑварасшӑн пулнине пӑхмасӑрах яла таврӑнчӗ.

Help to translate

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Хӑйне туркменсем ҫӑлса хӑварнӑ, вӗсем ӑна темле майпа вархансем хушшинче тупнӑ та шалаша илсе кайса сыватнӑ.

Help to translate

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed