Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ушкӑн вӗркет, халӑх хушшипе ялав патнелле унӑн пӗлтерӗшне ӑнланнӑ ҫынсем хирӗнсе кӗчӗҫ.Толпа кипела, сквозь нее пробивались к знамени те, кто понял его значение.
XXVII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Вӑл каллех халӑх хушшипе утса кайрӗ, анчах халӗ ун хыҫӗнче кӑмӑлсӑр мӑкӑртатни ҫӗкленсе пычӗ, унӑн кӗлетки аяккалла кайнӑҫемӗн кӑшкӑрнӑ сасӑсем вӑйланса пычӗҫ.
XII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Вӗсем лаша урисем хушшипе те чупса тухнӑ, электричество вӑйӗпе чупакан вагонсем ҫине те пынӑ ҫӗртех сике-сике ларнӑ, тепӗр ҫур сехетрен вара ҫӗр айӗпе хывнӑ ҫул вӗҫне те, Бруклин таврашне те ҫитнӗ, — пур ҫӗрте те вӗсен янӑравлӑ сассисем илтӗне пуҫланӑ:
XXIV // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Матвей вӗсенчен тепӗр еннелле, йывӑҫсем хушшипе йӑлтӑртатса курӑнакан шыв еннелле кайнӑ…Матвей пошел от них в другую сторону, где сквозь зелень блеснула вода…
XIX // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Матвей хӑвӑрттӑн унталла ыткӑннӑ, ҫул ҫинчен, йывӑҫсем хушшипе, унталла пӑхма пуҫланӑ…Матвей быстро кинулся туда и стал смотреть с дороги из-за деревьев…
XIX // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Юлашкинчен, туратсем хушшипе, сухаласа пӑрахнӑ ана татӑкӗ бархат пек хуран курӑнса кайнӑ.Наконец, в стороне мелькнул меж ветвей кусок червой, как бархат, пашни.
XIX // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Тинӗс авӑрӗнче шыв нӑррисем пек ун-кун чупса ҫӳрекен ытти пӑрахутсем хушшипе карап вӑраххӑн малаллах шунӑ.Пароход шел тихо, среди других пароходов, сновавших, точно водяные жуки, по заливу.
V // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Кайран карапӗ хӑй те, хура тӗтӗм кӑларса, ӗне кӗтӗвӗнчи пысӑк вӑкӑр пек, вӑрӑммӑн та янӑравлӑ сасӑпа кӑшкӑртса янӑ та ҫырман икӗ енӗпе тӑракан тата хӑвӑрт ҫул парса ишсе ҫӳрекен вӗтӗ кимӗсем хушшипе вӑраххӑн шума пуҫланӑ.
II // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Унта та кунта, уйрӑмах каҫхи хӗвел ҫутинче, сарлака кӳлӗсем ҫуталса выртаҫҫӗ, вӗсен хушшипе ҫуллахи вӑхӑтра типсе ларакан пӗчӗк кӑна юханшывсем ҫӗлен пек авкаланчӑк курӑнаҫҫӗ.
I // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Икӗ ҫын хушшинчи кӗрешӳ вара ҫапла вӗҫленет: йӗркене пӑсакан хӑй пуртипе пӑчкине, вӗсем унӑн хӑй ҫумӗнче пулсан, ҫӗре пӑрахать, вӑрман сыхлавҫи хушшипе чылай каялла чакать.
Вӑрман сыхлавҫи // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Марья Николаевна лашине тӗмӗсем хушшипе уттарчӗ, унтан сиксе анчӗ те, сасартӑк пӳрт алӑкӗ патне ҫитсе тӑчӗ, Санин еннелле ҫаврӑнса: — Эней? — тесе пӑшӑлтатрӗ.
XLII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Леноре фрау ҫавӑн пекех тӗлӗрсе выртрӗ, кӑштах харлаттаркаласа та илчӗ, тата кантӑк витӗр хӗвел пайӑркисем кӗрсе, урай тӑрӑх, тенкел-пукансем ҫийӗн, Джемма платьи ҫийӗн, чечексен ҫеҫкисемпе ҫулҫисем хушшипе сисӗмсӗр, анчах пӗр вӗҫӗмрен шуса ҫӳрерӗҫ.
XI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Юханшыв кӑна тӗксӗм тусем хушшипе тухӑҫалла юхать те юхать.Только родная река их одна убегала все дальше к восходу, струилась меж темных гор.
XXII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Вӑл хӗрачана ҫурӑмӗнчен хул калакӗсем хушшипе хуллен ҫеҫ тӗкрӗ.
XVIII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Вӑл аялалла пӑр ҫине сикрӗ, баржӑсем хушшипе сукмак тӑрӑх юр ашса утрӗ.Она прыгнула вниз на лед и пошла меж барж по тропинке, где ноги тонули в снегу.
XV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Коля умӗнчен хӑвӑрт пӑрӑнса, Таня ачасен кӗрӗкӗсем хушшипе, хускалмасӑр пӑхса юлакан «свидетельсем» хушшипе, малалла вӗҫтерчӗ.
XIII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Ҫав сасӑ, турачӗсене хускатмасӑр ларакан ватӑ пихтӑсен хушшипе килсе, тӳрех хӗрачан хӑлхине пырса кӗчӗ те васкамалли ҫинчен пӗлтерчӗ.
I // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Чул речӗсем хушшипе шарласа юхакан шыв сасси хыҫа юлсан, хӗрачана вӑрман шӑплӑхӗ ыталаса илчӗ.Шум воды, бегущей меж рядами камней, остался за ее спиной, и перед ней открылась тишина.
I // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Анчах йыттисем хамӑрӑннисем иккен; эпир, чарӑнса, вӗсене кӗтсе тӑтӑмӑр; пире курсан, хӑйсем валли кунта кӑсӑкки нимӗн те ҫук терӗҫ пулас та, — хӳрисене выляткаласа малалла, шӑв-шавпа ура сассисем илтӗнекен ҫӗрелле, чупрӗҫ; эпир каллех вӗсем хыҫҫӑнах васкарӑмӑр, хӑма ҫуракан завод патне ҫитичченех ҫапла чупрӑмӑр, унтан кара пӑрӑнтӑмӑр та тӗмсем хушшипе манӑн кимӗ ларакан вырӑна тухрӑмӑр, ун ҫине ларса, пӗтӗм вӑйран юханшыв варнелле ишме тытӑнтӑмӑр, шавламасӑр ишме тӑрӑшрӑмӑр.
Хӗрӗхмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Пӗр ирхине, шурӑмпуҫ килес умӗн, эпӗ пӗчӗкҫеҫ пушӑ кимӗ тупрӑм та шарлак урлӑ ишсе ҫырана тухрӑм — ҫыранӗ пирӗн утравран икҫӗр ярдра кӑна — унтан кипарис вӑрманӗ хушшипе юхакан пӗчӗк ҫырма тӑрӑх пӗр миля ытларах тӑвалла улӑхрӑм — кӑшт ҫырла пухма ҫук-ши кунта тетӗп.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.