Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хурлӑхлӑн the word is in our database.
хурлӑхлӑн (тĕпĕ: хурлӑхлӑн) more information about the word form can be found here.
Ниловна хурланса пуҫне сулкаларӗ, ҫавӑн пекех хурлӑхлӑн ывӑлӗ ҫине пӑхрӗ.

Ниловна только сокрушенно покачала головой и с той же грустью в глазах смотрела на сына.

VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Ӑнлантӑм, — хурлӑхлӑн каларӗ Савва, — анчах эпӗ килӗшместӗп, пӑхӑнатӑп, анчах килӗшместӗп.

— Мне понятно, — грустно проговорил Савва, — но я не согласен, подчиняюсь, но не согласен.

VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Юратнӑ… — хурлӑхлӑн, никам ҫине пӑхмасӑр каларӗ Соня, икӗ юлташӗ ун куҫӗнче куҫҫуль йӑлтӑртатнине курчӗҫ.

— Любили… — грустно и ни на кого не глядя сказала Соня, и подруги заметили в ее глазах слезы.

V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Упӑшка ҫеҫ кӑмӑла кайтӑр, — хурлӑхлӑн кулса каларӗ Соня.

— Был бы муж по сердцу, — отозвалась Соня, грустно улыбаясь.

V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Нумай кӗтмелле, — ҫаплах шӑппӑн та хурлӑхлӑн каларӗ Ирина.

— Долго ждать, — все так же тихо и грустно проговорила Ирина.

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ӗлӗк, кӗркунне, кунта ҫумӑрсем ҫапса хытарнӑ кӗл тӗслӗ хӑйӑрпа ҫара йывӑҫ тӗмӗсем ҫеҫ курӑннӑ, — йӗри-тавра ирӗк те шӑп пулнӑ, чулсем хушшипе шыв хурлӑхлӑн шӑнкӑртатса юхни ҫеҫ илтӗннӗ.

Бывало, поздней осенью здесь только и был виден серый, прибитый дождями песок да маячили голые кусты, — кругом просторно и тихо, лишь слышалось грустное журчание воды на перекате.

III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Сӗтел хуҫисем ҫирӗп лараҫҫӗ апла? — Сергей хурлӑхлӑн кулса илчӗ.

— Значит, столоначальники крепко сидят?

II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Рубцов-Емницкий хурлӑхлӑн кулса илчӗ.

— Рубцов-Емницкий горестно улыбнулся.

II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Романовский хӗрарӑмӑн хуйхӑллӑ сӑн-пичӗ ҫине пӑхса илет, куҫӗсене хурлӑхлӑн мӑчлаттарса тата сӑнран ӑмӑрланса, каялла ҫаврӑнса утать.

Романовский бегло взглянул на ее расстроенное лицо и отошел, взволнованно помаргивая, чернея верхушками щек.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унтан вӑл ура ҫине тӑчӗ, кӗлеткипе хутланса, Бунчук чавси ҫумне пуҫӗпе лӑпчӑнчӗ те пӗчӗкҫӗ ача пек вӑйсӑррӑн та хурлӑхлӑн макӑрса ячӗ.

И встала, совсем по-детски беспомощно и горько заплакала, сгорбясь, прижимаясь головой к локтю Бунчука.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тен, ӳт-тирӗм ҫеҫ ман ак ҫак сысна аҫи пек самӑр этемӗнчен ҫӳхе пулӗ: ҫавӑнпа та эпӗ пуриншӗн те чӑтма ҫук хыпса сунатӑп, «оборонӑшӑн ӗҫлесе» мар, вӑрҫӑ хирӗсем тӑрӑх тӳрӗ чунпа сӗтӗрӗнсе ҫӳретӗп пулӗ; ҫавӑнпах ун чухне те эпӗ, хӗлле, Могилев хулинче, вырӑнтан кӑларнӑ император автомобиль ҫине ларса ставкӑран кайнине, унӑн хурлӑхлӑн чӗтрекен тутисене тата чӗркуҫҫийӗ ҫинче асаплӑн, шӑнса кайнӑ ҫеҫке пек хевтесӗррӗн выртакан аллине курсан, юр ҫине тӗшӗрӗлсе ӳксе, ача пек ӳлесе ятӑм…

Может быть, у меня немного тоньше кожа, чем у этого вот упитанного боровка, может быть, поэтому я болезненней реагирую на все, и наверняка поэтому я — честно на войне, а не «работаю на оборону», и именно поэтому тогда зимой, в Могилеве, когда я увидел в автомобиле свергнутого императора, уезжавшего из ставки, и его скорбные губы и потрясающее, непередаваемое положение руки, беспомощно лежавшей на колене, я упал на снег и рыдал, как мальчишка…

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Мохов питне-куҫне мӗскӗннӗн пӗркелентерсе хурлӑхлӑн алӑ сулчӗ.

 — Мохов жалко сморщился и махнул безнадежно рукой.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл асаплӑн пӑчӑртанса тухакан куҫҫулӗсене тумлатса, ҫӑнӑх авӑртма пынӑ казаксене хӑй хутне кӗме тилмӗрсе, хурлӑхлӑн тӑрӑлтатса йӗме тытӑнчӗ:

Насильно выдавливая слезы, ища сочувствия у завозчиков, голосила:

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ӑна хӑйне те, чӗрине темӗнле ҫивӗч япала ыраттарса тӑнӑ пек, хурлӑхлӑн хумханса аса илчӗ вӑл.

С режущей болью вспомнил и ее.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Поручикӑн карттусӗ аяккалла шуса аннӑ; пуҫӗ, сарӑ кӑтра ҫӳҫлӗскер, тӑван амӑшӗ ҫумӗнче ачашланса йӑпаннӑ пек, ҫӗр ҫумне усӑннӑ, хӗрлӗрех сарӑ, кӑшт кӑвакарса тухнӑ тути хурлӑхлӑн та тавҫӑрусӑррӑн айӑкалла чалӑшнӑ.

Белокурая курчавая голова, со сбитой фуражкой, словно ласкаясь, никла щекой к земле, а оранжевые, тронутые синевой губы скорбно, недоуменно кривились.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унӑн вилес умӗн темскер кӑшкӑрнипе карса пӑрахнӑ тути-ҫӑварӗ тӗлӗнче йӑм хура мӑйӑхӗ хурлӑхлӑн усӑнса аннӑ; вилӗм кӑвакартса янӑ пичӗ ҫинче сарлака куҫ харшисем чӑрсӑррӑн шӑртланса тӑраҫҫӗ.

Над его широко раскрытым ртом, таившим немые отзвуки последнего крика, понуро висели густые черные усы, на выбеленном смертью лице хмурились в смелом размете широкие брови.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл, шурӑ пӗсехеллӗ хир чӑххи ҫунаттисене чӗтрентерсе вӗҫнӗ пек чӗтренсе, малалла васкать, хӑй хыҫҫӑн вӗҫме йыхӑрать, хурлӑхлӑн каласа парать:

И звуки, трепеща, как крылья белогрудого стрепета в полете, торопясь, звали за собой, рассказывали:

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ниловна, вӑл мӗншӗн савӑннине ӑнланмасӑр, ун ҫине хурлӑхлӑн пӑхса тӑрать.

Ниловна с тоской смотрела на сына.

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

«Ку Артистран ниҫта кайсан та хӑтӑлма ҫук», — хурлӑхлӑн шухӑшларӗ вӑл, кӗсменӗсене тарӑн илсе.

«От этого Артиста никуда не уедешь», — горестно подумал он, широко взмахивая веслами.

XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Варя ун ҫине хурлӑхлӑн пӑхрӗ.

Варя печально смотрела на него.

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed