Шырав
Шырав ĕçĕ:
Питҫӑмартисем пӗҫереҫҫӗ, ҫӑвар ӑшчикки типсе ларнӑ.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Мӗнле-ха вара, сан шутпа, вӗсем хӑйсем типсе татӑлса ӳкнӗ-и?
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Те эпӗ нумай шухӑшласа выртнӑран, те эпӗ селедкӑпа колбаса нумай ҫинӗрен, манӑн пуҫ ыратма пуҫларӗ тата тутасем типсе ларчӗҫ.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Куҫҫуле тахҫанах йӗрсе пӗтернӗ ӗнтӗ, кӑшкӑрнипе тата ау! тесе чӗннипе пыр типсе ларчӗ, ҫамка тарларӗ, картуза ҫухатрӑм, шӑйӑрса янӑ пит юнланчӗ.
Вӑрманти тӗтӗм // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 77–104 с.
Санӑн хӗҫӗ те ҫук вӗт, — терӗ те Димка, йӗнӗ хыҫҫӑн куҫҫулӗ типсе ҫитеймен пулсан та кулса ячӗ.У тебя и сабли-то нету, ответил Димка и смеялся сквозь не высохшие еще слезы.
3 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.
Вӑл ӑна хулпуҫҫинчен тӗртсе илчӗ, леше, куҫне уҫса хӑй умӗнче ача тӑнине курсанах, типсе ларнӑ тутисемпе йӑл кулнӑ пек пулчӗ.
3 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.
Тул ҫутӑлчӗ, хӗвел те тухрӗ, йӗри-тавра юр йӑлтӑртата пуҫларӗ, анчӑк пур ҫавах аякран вӗрсе тӑрать, кашкӑр ҫурисем амӑшӗн хыткан хырӑмӗнчен тяписемпе тапкалашса чӗчӗ ӗмеҫҫӗ, хӑй вӑл лаша шӑммине — типсе шурӑхса кайнӑскере кӑшласа выртать.
Хушка ҫамка // Мирун Еник. Антон Чехов. Хушка ҫамка: калав. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 16 с.
Ҫапла кашни ҫын, сукмакпа пырса, мӑк шывне хӗссе кӑларнӑ, ҫавӑнпа та типсе пыракан сукмакӑн икӗ енӗпе, сукмак варрине пусса ҫӳренипе пулнӑ ҫӑлпа юнашар аллея пек ҫӳллӗ курӑк ӳснӗ.
VIII // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
Ҫӳлерех те ҫӳлерех ҫӗкленсе, хулӑнланса, вӗсем хӑйсен типсе хӑрнӑ турачӗсемпе пӗр-пӗрне витӗрех чиксе шӑтарнӑ.
IV // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
Пӗлтӗрхи типсе кайнӑ хӑмӑшлӑхран, тем пысӑкӑш ҫуначӗсене сарса, чарлан вӗҫсе тухрӗ.
Хӑнасем // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 84–85 с.
Вӑл пуҫӗ ҫине яланхи пек шурӑ тутӑр уртса тенкел ҫинче ларать; ун патӗнче сылтӑмран типсе ҫитмен хӗрлӗ те шурӑ роза ҫыххи выртать.
XXIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Анна мӑнаппӑшӗн пӗтӗм мӑшкӑлне чӑтса пурӑннӑ, майӗпен те хуллен йӑмӑкне воспитани парас тӗлӗшпе ӗҫленӗ, ҫак тӗттӗм кӗтесрех типсе ларас шухӑшпа та килӗшнӗ…
XV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ҫак типсе хӑрнӑ ҫын — Лукерья, пирӗн тарҫӑсем хушшинче пӗрремӗш чипер хӗр пулнӑскер, — йӑрӑс та тулли, шурӑ ӳтлӗ те хӗрлӗ питлӗ пулнӑскер, — кулма, ташлама, юрлама юратаканскер!
Чӗрӗ вилӗ // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 143–155 с.
Пуҫӗ йӑлт типсе хӑрнӑ, бронза тӗслӗ, каснӑ-лартнӑ авалхи турӑш темелле; сӑмси ҫӗҫӗ пек ҫӳхелсе юлнӑ; тути пачах палӑрмасть, — шӑлӗсем те куҫӗсем кӑна шуррӑн курӑнаҫҫӗ тата тутӑр айӗнчен сайра сарӑ ҫӳҫ пайӑркисем сапаланса тухнӑ.
Чӗрӗ вилӗ // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 143–155 с.
Ҫӗрле 12 сехетре каҫхи апат лартса пачӗҫ — типсе хытнӑ чӑкӑт татӑкӗ те темӗнле пӗчӗк аш куклисем, вӗсем мана тӗрлӗ паштетсенчен те тутлӑрах пек туйӑнчӗҫ; эрех пӗр кӗленче кӑначчӗ, кӗленчи те тӗксӗмччӗ, сарлака туталлӑччӗ, эрехӗнчен те хӗрлӗ сӑрӑ шӑрши кӗретчӗ; тепӗр тесен, ӑна никам та ӗҫмерӗ.
VII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Куҫа йӑмӑхтарса ярать; тин ҫеҫ биржӑран илнӗскерсем, сӑрланӑ лакӗсем те типсе ҫитеймен-ха.Просто глаз прошибет; только-что получены с биржи; еще лак не высох.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Вӑл вӑхӑтра Невски проспект пушӑ; магазинсен самӑр хуҫисемпе вӗсен приказчикӗсем хӑйсен Голланди кӗписене тӑхӑнса ҫывӑраҫҫӗ е хырӑнма тесе ырӑ пичӗсене супӑнь кӑпӑкӗ сӗреҫҫӗ, кофий ӗҫеҫҫӗ; кондитерски лавккасем умне ыйткалакансем пуҫтарӑнаҫҫӗ; ӗнер шоколад йӑтса шӑна вӗҫнӗ пекех чупса ҫӳренӗ ҫамрӑк тарҫӑ галстуксӑрах, ыйхӑллӑн, аллине шӑпӑр тытса тухать те вӗсене типсе кайнӑ кукӑльсемпе ҫисе ярайман татӑксем ывӑтса ларать.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Катя ҫӳлти нар ҫинче, ӗнер ҫеҫ тунӑ кӑмака ҫине пӑхса выртать, кӑмака типсе ҫитеймен пирки тӗтӗм йӑсӑрланать.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Хӑй тарласа чӑм шыва ӳкрӗ, ҫӑварӗ типсе ҫитрӗ, куҫ-пуҫӗ хуралса килчӗ… урисем шӑваҫҫӗ.Все тело, как холодным дождем, облило, а во рту стало сухо, жарко, в голове — звон… ноги скользили…
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Куҫӗсем хупӑнчӗҫ унӑн, пырӗ типсе кайрӗ.
Ҫул ҫӳресси пӗтни // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.