Шырав
Шырав ĕçĕ:
Картишӗнче салтаксем кӗшӗлтетеҫҫӗ, пӳртсенче — вӗткеленӳ: кил хуҫисем тухса тарма хатӗрленеҫҫӗ.Во дворах кишат солдаты; в хатах — суетня: хозяева собираются выезжать.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Картишӗнче казаксем хусканма тытӑнчӗҫ.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫынсемсӗр юлнӑ картишӗнче хӳрине татса янӑ чӑпар чӑхӑ ҫӳрет, хӑйне пусса повар ыран управляющи валли яшка пӗҫерсе пама шутлани ҫинчен пӗлмесӗр, ӑҫта ҫӑмарта тӑвам-ши тесе, тислӗке чавала-чавала какалать.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Имени картишӗнче ҫав-ҫавах куҫӗсем тавралла хӗрлӗ-хӗрлӗ кӑшӑллӑ куҫлӑхсем пек ҫаврашкаллӑ пӑшӑлти хура кӑвакалсем ҫӳреҫҫӗ, шӑрҫа пек вӗтӗ ҫумӑр тумламӗсем евӗр вак-тӗвек чӑх-чӗпсем кӗшӗлтетеҫҫӗ, вите тӑрринче тӗкленсе ҫитнӗ павлинсем кушак пек меуклатса кӑшкӑраҫҫӗ.
21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Картишӗнче хусканчӑклӑ тӗксӗм кӑвак ӗнтрӗк витӗр сарайӑн ҫурма уҫӑ алӑкӗ хуп-хура курӑнать.В сиреневой кочующей над двором темноте чернела приоткрытая дверь сарая.
18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Сашка тӑтӑшах эрех ӗҫнӗ, хӗрӗнкӗ чухне имени картишӗнче урисемпе шаплаттарса утса ҫӳренӗ.Сашка часто баловался водкой, в такие минуты бродил по двору имения, шпаклюя ногами.
14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вӑкӑрӗ, ним татти-сыпписӗр мӗкӗрсе, картишӗнче ҫаврӑнать.Красный, на талой белени снежища, колесил тот по двору, изрыгая прорвавшийся безостановочный рев.
13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Митька, картишӗнче ҫаврӑнса ҫӳрекен бугай ҫине пӑхкаласа, ашшӗ патне пырса тӑчӗ.Митька подошел к отцу, оглядываясь на кружившего по двору бугая.
13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Картишӗнче ытти ҫурт-йӗрсем йӗркесӗррӗн сапаланса лараҫҫӗ: черепицӑпа витнӗ флигель, шӑп варрине черепицӑпах 1910 ҫул тесе ҫырнӑскер, тарҫӑсен пӳрчӗ, мунча, чӑх-чӗп картипе ӗне карти, вӑрӑм амбар, хуралта.
11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Картишӗнче пуҫтарса лартман ҫунасем тӑраҫҫӗ; ҫатан ҫумне йӑвантарнӑ ҫапӑ купи ҫинче ҫерҫисем чӗвӗлтетеҫҫӗ.Во дворе стояли брошенные сани; в куче хвороста, наваленного возле плетня, чулюкали воробьи.
10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Григорий кӗске кӗрӗк тӑхӑннӑ чухне картишӗнче ашшӗ кӑшкӑрашнине илтрӗ:Григорий, надевая полушубок, слышал, как отец кричал во дворе:
8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Куҫне кӑна хӗсрӗ кунта Сергей Платонович картишӗнче тӗрмешсе тӑракан Емельян кучера.Тут-то Сергей Платонович только глазом мигнул торчавшему во дворе Емельяну-кучеру.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Наталья, аслашшӗ алли ҫинчи юн тымарӗсен эрмешки ҫине пӑхса, ҫакна аса илчӗ: картишӗнче пусӑ (ҫӑл) алтатчӗҫ те Наталья — вӑл ун чухне ача кӑначчӗ — патьепе нӳрӗ тӑм ӑсса кӑларса, ҫав тӑмран йывӑр пуканесем, хуҫӑлса ӳкекен мӑйракаллӑ ӗне кӗлеткисем тӑватчӗ.
19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Картишӗнче — каҫхи сарӑ сӗм.
12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Астаховсен кинӗ (Астаховсем хутор вӗҫӗнче Прокофипе юнашар пурӑннӑ) Троицӑн иккӗмӗш кунӗнче, тул ҫутӑлас умӗн, Прокофийӗн арӑмӗ картишӗнче, ҫӳҫне-пуҫне салатса ярса, ҫара уранах ӗне суса ларнине куртӑм тесе, турра-хӗвеле асӑннӑ, ҫавӑнтан вара ӗне ҫилли чышкӑ пек кӑна типсе юлнӑ пулать, ӗни сӗт пами пулнӑ имӗш те унтан часах вилсе выртнӑ пулать.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Калаҫу вара паха та ырӑ-хисеплӗ япаласем ҫинчен пулсан, Иван Иванович, кашни сӑмах хыҫҫӑнах пуҫне кӑшт сулса, ассӑн сывласа илчӗ; хуҫалӑх ӗҫӗсем ҫинчен пулсан вара пуҫне хӑйӗн пит-куҫне темле пӗркелесе чалӑштаркаласа илет, унӑн пичӗ-куҫӗ ҫине пӑхнипех вара дыньӑсем мӗн тери пысӑк пулнине те, хӑйӗн картишӗнче чупакан кӑрккасем мӗнле мӑнтӑр пулнине те лайӑхах пӗлнӗ пек туйӑнать.
IV. Апат // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ӗненетӗр-и, государӗм, картишӗнче утса ҫӳренине пӑхма та йӗрӗнмелле, ҫав тери мӑнтӑр!..»Верите ли, государь мой, что даже противно смотреть, когда ходят они у меня по двору, так жирны!..
IV. Апат // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
«А, Иван, Федорович!» кӑшкӑрчӗ картишӗнче сюртукпа, галстуксӑр, жилетсӑр тата подтяжкӑпа ҫӳрекен самӑр Григорий Григорьевич.
IV. Апат // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Пӗр вӑхӑтрах вӑл вӑрҫнӑ, катан пир пӗветнӗ, кухньӑна чупкаланӑ, квас тунӑ, пылпа варени пӗҫернӗ тата кунӗпех картишӗнче хӗвӗшсе ирттернӗ, пур ҫӗре те ӗлкӗрнӗ.
III. Аппӑшӗ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Картишӗнче ӗҫлекенсем, повариха, пӗр хӗрарӑм тата тӑла платье тӑхӑннӑ икӗ хӗр чупса ҫитрӗҫ.Сбежавшаяся дворня, состоявшая из поварихи, одной бабы и двух девок в шерстяных исподницах.
II. Ҫул // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.