Шырав
Шырав ĕçĕ:
Володя — ҫакнашкал хӗрсе ҫапӑҫнӑ вӑхӑтра малти поста лекнӗскере темӗнле йытта йӑтса ҫӳреттернӗшӗн, Пират — хӑйне ним йӗркесӗр тыткаланӑшӑн.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӑл тата темӗскер каласшӑнччӗ пулас та, анчах комиссар кӗнине курсан, вӑл ӑна йӗркесӗр сӑмахланӑшӑн ятланине аса илсе, сасартӑк ҫӑварне хупрӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Бензин тултарнӑ бидонсем шартлата-шартлата ҫурӑлчӗҫ те, шӗвӗ вут ҫулӑмӗсем ҫӗр пӳртсем ҫине тӑкӑна пуҫларӗҫ; ҫӗр пӳртсенчен сехре хӑпнӑ фашистсем, йӗркесӗр, унталла-кунталла пере-пере, сиксе тухаҫҫӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Гитлеровецсем йӗркесӗр пеме тытӑннӑ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Шкул кирлине, вӑл чӑнахах та кашни кунӑн тӗреклӗхпе содержанине парса тӑраканни пулнине, кашни «пушӑ» е сиксе юлнӑ урока уяв тесе пурӑннӑ йӗркесӗр юлхавсем те, сасартӑках ӑнланса илчӗҫ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Анчах сывлӑша кӑларса ярсанах, тӳп-тӳрӗ, ярӑнса, аякка анса ларас вырӑнне, йӗркесӗр ҫаврӑнкалама пуҫланӑ, хӑш чух самантлӑха, тӳпене хӑпарма кансӗрлекен курӑнми чӑрмава пырса ҫапӑннӑ пек, аран-аран ҫӗкленкеленӗ те, тӑнкӑртатса ҫӗре тӑрӑннӑ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
— Эпир истори вӗренсе, — йӗркесӗр хулӑн баспа хӑрӑлтатрӗ Кленов, паянхи кун паллӑ ҫын пулнине кура.
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Володя нумай вулать, анчах час-часах йӗркесӗр, тӗлли-паллисӗр.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Атту пӗтӗмпех йӗркесӗр вӗт.
XXXIV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Вӑл ырӑ йӑхран тухнӑ пек курӑнасшӑн пулнӑ; анчах та килӗшӳсӗр авкаланнин, хӑйне хӑй мӑнаҫлӑн тыткаланин тата йӗркесӗр сӑмахланин йӑлтӑркка хуппи айӗнче ҫав Ерошка мучиех ларни сисӗннӗ.
XVIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Оленин — ҫамрӑк ҫын, ниҫта та вӗренсе тухман, ниҫта та службӑра пулман (вӑл темӗнле ӗҫ ҫуртӗнче хут ҫинче ҫеҫ шутланса тӑнӑ), хӑйӗн пурлӑхӗн ҫуррине унта та кунта йӗркесӗр салатса пӗтернӗ, ҫирӗм тӑватӑ ҫула ҫитсе те хӑйне валли нимӗнле ӑнӑҫлӑ вырӑн та суйласа илмен, нихҫан та нимӗн те туса курман.
II // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Пӗр-пӗр карчӑк чиркӗвелле иртсе каять, — унта ӗнтӗ йӗркесӗр лартса тухнӑ ӑвӑс ҫуртасем, турӑшсен ылтӑн хӑмисем ҫине хӑйсен ҫутине ӳкерсе, унта-кунта хӗрлӗ ҫутӑпа ҫунаҫҫӗ.
I // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Калӑн, вӗсене темле ҫиллес, ним латсӑр, тӑмпай, хаяр мӑшкӑлчаклӑ демон ҫавӑрса тытнӑ та ниҫта шӑнӑҫман лапӑркка сӑмахсем калама, йӗркесӗр, килпетсӗр хусканусем тума хистет, тейӗн.
XIX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Лбов евӗр, йӗркесӗр прапорщиксем ун патне икӗ тенкӗ кивҫен ыйтма кайнӑ чух ҫаплах калатчӗҫ: «Зоопарк курма каятӑп», — тетчӗҫ.
XII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Служба уссишӗн тесе, ӑна хӑш чухне пӗр ротӑран теприне куҫараҫҫӗ, вӑл вара ҫав чи-чи йӗркесӗр, пӑрахӑҫ командӑсенчен ҫур ҫул хушшинчех йӑрӑслӑх-чиперлӗх те итлеслӗх-пурнӑҫласлӑх тӗлӗшпе лайӑх ӗҫлекен пысӑк машина евӗрех туса хурать, — начальник умӗнче чӗтӗреслӗхпе витӗрех касӑлтарнӑ, тейӗн ҫав.
VIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ку парнесем маншӑн усӑллӑ пулчӗҫ, вӗсем ман кӑмӑла ҫӗклентерчӗҫ, анчах ҫав тумтире тӑхӑнсан, манӑн ҫи-пуҫӑм ҫав тери йӗркесӗр те кӑнттам пек курӑнчӗ, ҫӗнӗ костюм малтанлӑха хӑш ҫӗрте хӗснӗ пек, тепӗр ҫӗрте шалпар пек туйӑнса кайрӗ!
Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
— Тӗрӗс мар, асӑнӑпӑр та: Кандова асӑнсах ҫапла калаҫӑпӑр, сан ӑна шанмасӑр тӑма сӑлтаву пулман тетӗп эпӗ… вӑл хӑйне йӗркесӗр тыткаланӑ тенӗ шухӑшу та ан пултӑр санӑн…
XIV. Чун патӗнчи калаҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Йышлӑ ушкӑн сапаланса та йӗркесӗр пырать, пурте шавлаҫҫӗ, кӗрлеҫҫӗ.
XXX. Стрем айлӑмӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫав ушкӑн савӑнӑҫлӑ пыни ҫакӑн пек хуйхӑллӑ сехетре пурне те йӗркесӗр пек туйӑнчӗ, вырӑнсӑр пек пулчӗ, пурнӑҫран кулнӑ пек пулса тухрӗ.Это веселье перед лицом скорби показалось людям чем-то безобразным и святотатственным.
XX. Кандов тата ытларах тӗлӗнет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫав телейсӗр ҫын хӑйӗн йӗркесӗр хӑтланчӑшӗпе ҫывӑх ҫыннине сутасси ҫинчен пӗлмен те.Несчастный, он не понимал, что своими ужимками совершает предательство.
II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.