Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӗкӗт the word is in our database.
йӗкӗт (тĕпĕ: йӗкӗт) more information about the word form can be found here.
— Эс, Иван пичче, кам пирки ҫак териех? — пӳлӗнсе-пӳлӗнсе килнӗ сывлӑшне аран-аран ҫавӑрса ячӗ йӗкӗт.

Help to translate

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

 — «Вӑт, куршанак, вӑт, пӑшатан куҫ, вӑт, сӑмала. Ма ҫийӗнчех касса татмарӑм кӑна. Сак ҫинче сӗркеленмесӗрех патлаттармаллаччӗ те ҫав хам ҫулӑмпа килелле. Лар ӗнтӗ халь талпа ҫакланнӑ куянла», — текелесе ӑшӗнче, чӗлхи вӗҫне нимех те латти-лӑттине килтереймерӗ йӗкӗт.

Help to translate

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Мӗнпе, мӗнле сӑмахпа, мӗнле асамҫӑ кӑмӑлпа, эппин-тӗк, хӗрӗн ҫаврӑнман еккине каялла ҫавранма, хӗлхемленме пуҫланӑ кӑвайтӑ ҫӗнӗрен пал та пал чӗртсе яма хӑватпа ӑс ҫитерейӗ-ши юратупа аптӑранӑ йӗкӗт?..

Help to translate

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ме-ха, эппин, тутан, ҫара ҫерҫи, йӳҫкассен йӳҫ пашалӑвне, — хӑйне шанлаттарнӑшӑн тавӑрасла, сылтӑм чӑмӑрӗпе Никандр янаххи тӗлне яшт! сулса ячӗ те Виталий, чӑмӑрӗ ун, Никандр пӗшкӗнме ӗлкӗрнӗрен, вашт! ҫеҫ каҫса кайрӗ йӗкӗт пуҫӗ урлӑ.

Help to translate

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Урмӑш йӗкӗт сӑпайланмассине кура, Никандр та чышкисене чӑмӑртарӗ, шӑнӑрӗсене хытарчӗ.

Help to translate

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Фу-у — лаш! сывласа кӑларчӗ ӳпке тулли сывлӑшне йӗкӗт.

Help to translate

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Утса-чупса ҫӳрекен пулӗ… — хӗрӗн хапхаран кӗрес кӑмӑлне туйӑмласа «чӗлхесӗр чӗлӗхне» каллех «калаттарма» варшӑнчӗ йӗкӗт.

Help to translate

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Эп, мӗн, — каллех тем мутасларӗ Никандра, хавхаланӑвӗ те чаксах-чакса пычӗ унӑн, сӑмахлас сӑмаххи те уҫҫӑн-куҫҫӑнах ӳрӗкленчӗ — те «чӗлхесӗр чӗлӗхӗ» сырӑнчӗ ӑна паҫӑрхиллех: лап чӗмсӗрленчӗ йӗкӗт.

Help to translate

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Медицинӑна тетӗн-и? — халиччен курмӑш туса пурӑннӑ ҫыннӑн пачах та ку таранччен асӑрхаман енне, вӗр-ҫӗнӗ енне, ярр! асӑрханӑн сасартӑках, тем вӑхӑт пӑхса тӑчӗ йӗкӗт ҫине Дина.

Help to translate

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Дина, ӑҫталла каясшӑн эсӗ шкул пӗтерсен? — калас шухӑшӗ пуртан, ыйтӑва ыйтупа хупӑрларӗ йӗкӗт.

Help to translate

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кӑ-ххӑм! ӳсӗренҫи тӑвать йӗкӗт:

Help to translate

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫавӑнпа, йӗкӗт сахал сӑмахлӑ иккеннине пӗле тӑркач, путакана хавхалантарасла, «улӑм ҫӳппи те тӑсса пама» тӑрать ӑна хӗр:

Help to translate

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Пар-ха кисӗпсене! — йӗкӗт тӗревленнӗ кисӗпсеневӑр-варрӑн ҫулса илчӗ Елькка.

Help to translate

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ну, яра пар, — терӗ те йӗкӗт кисӗпсемпе хӑлӑпӗнчен витӗрнӗ ҫӗклемлӗ витрине хулпуҫҫи ҫине валт хӑпартса хучӗ.

Help to translate

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хӑть хальхи, хӑть виҫӗ ҫул каяллахиех, — ӗнтӗ Елькка кивме те пӑрахнӑ, кисӗпписене тытнӑ та — хытнӑ, йӗкӗт ҫинелле те мар, таҫталла, ял ҫинелле, кӗртсемле хӗвӗннӗ, лӑпчӑннӑ ҫуртсем еннелле тинкерет.

Help to translate

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Килне пыма… — йӗкӗт пӑхать, пӑхать Ельккана, савать, юратать куҫӗпе.

Help to translate

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Вӑл ҫапли ҫаплах та-ха… — аллине йӗкӗт аллинчен кӑларчӗ те, ҫивӗчӗсене лӑс-лӑсчӗтрентерсе, ҫичӗ-сакӑр хӑлаҫ малалла чупса кайрӗЕлькка.

Help to translate

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ай-уй, — пуҫне йӗкӗт кӑкӑрӗ ҫине пытарать хӗр.

Help to translate

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Малтанах сехӗрленсе хунӑран, ни сирӗлин-сирӗлме, ни туртӑнин-туртӑнма ӑн ҫитереймерӗ хӗр, кӑштахран тин, йӳҫ-ҫинчен ытла пылакӗ техӗмленнине сиссен, йӗкӗт вӗрилентернӗ тутипе хӑех тивӗҫлӗ салам ячӗ.

Help to translate

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хӗр тути ҫывхарчӗ, ҫывхарчӗ йӗкӗт тути патнелле, ӗнтӗ икӗ йӗрӗлче хушши те кӗҫ-вӗҫ перӗнесле ҫеҫ тӑрса юлчӗ.

Help to translate

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed