Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫак каҫ Дубровка взвочӗнчи салтаксем пурте ӗлӗк пахча ҫимӗҫ усранӑ нӳхрепре тутлӑ та канлӗ ыйхӑпа ҫывӑрчӗҫ.Все солдаты из взвода Дубровки в эту ночь крепко и спокойно спали в бывшем овощехранилище.
XXII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Матвей Юргин ҫак секундсенче питӗ нумай ӗҫ тӑвасшӑн пулчӗ: пахча ҫимӗҫ усракан нӳхрепе вырнаҫнӑ Дубровка взводӗнче ҫӗр каҫнӑ Гончаров политрук халь ӑҫтине пӗлмелле, парк варринелле тӗллесе лартнӑ пулемет мӗншӗн пеменнине пӗлмелле, танксем пулӑшма тухнипе-тухманнине итлемелле…
XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Пахча ҫимӗҫ усрамалли нӳхреп патӗнче Юргин лейтенант Андрей Лопухова тӗл пулчӗ.У погреба для хранения овощей лейтенант Юргин встретил Андрея Лопухова.
XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Андрей Лопухов пахча ҫимӗҫ усрамалли нӳхрепрен пурӑнмалли хуралт йӗркелесе унта кӑмака тунӑ ҫӗрте тата вут-шанкӑ хатӗрлес енӗпе ертсе пычӗ: салтаксене ҫӑкӑртан ытларах ӑшӑ кирлӗ.
XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Унӑн карчӑкӗ Фаддеевна, типшӗм, пӗкӗрӗлсе кӗнӗ пулсан та ҫав тери тӑрӑшаканскер, шӑпах леш, Макариха патӗнче сивӗ хӗл пуласси ҫинчен каласа панӑскер, партизансем валли пӗр пысӑк чугун шуратман ҫӗрулми пӗҫерсе пачӗ тата ыра кӑмӑлпа пахча ҫимӗҫ кӑларса лартрӗ.
IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
— Ҫурхи уй-хир ӗҫӗсем, хӑвах курса ӗнентӗн, начар мар, пыраҫҫӗ, иртерех акмалли пучахлӑ тырӑсем тӗлӗшпе марьяновецсене хӑваласа иртрӗмӗр, пӑрҫа-ясмӑк, пахча ҫимӗҫ тӗлӗшпе те хӑваласа иртессине шанатпӑр…
XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Садсем шап-шурӑ пурҫӑн тӗспе витӗнчӗҫ, шыв илекен улӑхсенче, пахча ҫимӗҫсем лартакан вырӑнсенче шыв юххисем ҫуталса выртаҫҫӗ, сӑрт-тусемпе вӑрмансем хуралчӗҫ.
XXV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Малтан ҫилленнӗ тата шӑнса кайнӑ хӑна валли сӗтел ҫине пӗр черкке эрехпе пӗрле пахча ҫимӗҫӗнчен хатӗрленӗ тӗрлӗрен апат: чӗрӗ тата тӑварланӑ хӑяр — укроп шӑршиллӗскер; чышкӑ пекех пысӑк, касса вакламан, ҫиеле симӗс сухан хунӑ помидорсем тин анчах тӑварланӑ, «панулми пекех» помидорсем, ҫӳхе те ҫутӑ тирлӗскерсем; тата чӗрӗ помидорсем, вӗсене турилкке ҫине суханпа тата ҫӑмартапа касса хутӑштарнӑ, хӗвелҫаврӑнӑш ҫӑвӗпе сапнӑ.
II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Сывлӑх суннӑ чухне Савва кунта бригадирсене те фермӑсен заведующисене те, пахча ҫимӗҫ ӑстаҫисене те курчӗ, вара ҫавӑ ӑна сахал мар тӗлӗнтерчӗ.
XXI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Манӑн пурте пур — хӑйма та, ҫу та, тӗрлӗрен пахча ҫимӗҫӗсем те.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Инҫех мар йывӑҫ ҫатӑртатать — такам ашкӑнса юнашар пахча картишӗнчен вӗрлӗк хуҫса илет пулас.Недалеко потрескивало дерево — кто-то видимо выламывал жердь из огородного забора.
XVI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ун хыҫҫӑн Марийка тантӑшӗсем: пахча ҫимӗҫ бригадинче ӗҫлекен Тоня Петрова — танкист арӑмӗ, Катюша Зиминӑпа Вера Дроздова килчӗҫ, — кусем те салтак арӑмӗсем.
I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Уй-хир бригадирӗсем те хӑйсен маршрутне улӑштарнӑ; утсене йӗнерлесе, вӗсем хальччен пахча ҫимӗҫ лартнӑ уйсене каятчӗҫ те, унта кунӗпех ҫум ҫумлакансем патӗнче пулатчӗҫ; халӗ Кондратьев пӗр юланутҫӑна ҫеҫ мар курчӗ, пурте вӗсем ҫавӑнтах, тулӑ патнех каяҫҫӗ.
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӗсем мӗнпур кӗлетсемпе кладовойсенче ухтарса ҫӳрерӗҫ, колхозниксен тыррисене йӑлтах шӑлса кӑларчӗҫ, выльӑхне, чӑх-чӗпсене, хӗлле валли хатӗрлесе хунӑ пахча ҫимӗҫ таврашне туртса илчӗҫ.
XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Юлашки ҫулсенче колхозра ӗҫсем лайӑхланчӗҫ: тӗреклӗ те аслӑ хуралтӑсем туса лартрӗҫ, тӗрлӗрен машина туянчӗҫ, выльӑх-чӗрлӗх те самай ӗрчетрӗҫ, пысӑк сад тата пахча турӗҫ, пысӑк тухӑҫлӑ тырпул туса илме вӗренчӗҫ, пуринчен ытла тата — ӗҫленӗ ҫӗрте харпӑр хӑй ӑсталӑхӗпе усӑ курса, пӗр-пӗрне кансӗрлемесӗр, пӗрле ӗҫлеме вӗренсе ҫитрӗҫ.
X // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Унтан вара пахча хыҫнелле! — Костя кулса илчӗ.
VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
— Начар-им? — ыйтрӗ Марийка, пахча карти ҫинелле хӑпарса.
I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Пахча карти ҫумӗнчен уйрӑлмасӑр, Ерофей Кузьмич тата тепӗр минут хушши пек Макарихӑна сӑнаса пӑхса тӑчӗ.Не отходя от прясла, Ерофей Кузьмич еще с минуту наблюдал за Макарихой.
I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Макариха пахча карти еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ те, хӑтине сывлӑх сунса, тата тепӗр хут ыйтрӗ:Макариха обернулась к изгороди, поздоровалась со сватом, переспросила:
I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Хура йыттине ачашларӗ те Андрей, сивӗ тӑпра ҫине ҫемҫен кӑна пусса, карташӗпе утса кайрӗ, тӑм ӳкнипе нӳрелнӗ пахча алӑкне уҫрӗ.
VII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.