Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Каярахпа the word is in our database.
Каярахпа (тĕпĕ: каярахпа) more information about the word form can be found here.
Малтанласа вӑл хӗрарӑмсен пӗр ушкӑнӗнче активлӑ хутшӑнса ӗҫленӗ, анчах каярахпа тӗрлӗрен хыпарсем ӑна веҫех ӑнтан янӑ.

Вначале она активно участвовала в одной из женских групп, но затем всевозможные слухи совсем сбили ее с толку.

XII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Хӑш чухне вӑл ӳсӗр таврӑннӑ, — Фома, ун пек чух, малтанхи вӑхӑтра тарса пытаннӑ, каярахпа — хӑнӑхнӑ, пыра-киле ӑна — ӳсӗр ашшӗ урӑ чухнехинчен аванрах та, ачашрах та, пӑртакҫӑ кулӑшларах та туйӑна пуҫланӑ.

Иногда он являлся домой пьяный, — сначала Фома в таких случаях бегал от него и прятался, потом привык, находя, что пьяный отец даже лучше, чем трезвый: и ласковее, и проще, и немножко смешной.

II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Каярахпа Хань Лао-лю хӑй кӑмӑллакан ҫынсене шыв илме ирӗк панӑ, юратман ҫынсене ҫӑл ҫывӑхне те яман.

Впоследствии тем, кто был ему угоден, Хань Лао-лю милостиво разрешал пользоваться водой, а тех, кто ему не нравился, просто гнал в шею.

IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

1924 ҫулта ӑна Бекир Вальтере, каярахпа фашист активисчӗ пулса тӑнӑскер, персе вӗлересшӗн пулнӑ, коммунистсен Ятарлӑ сучӗн приговорӗ тӑрӑх 1945 ҫулта ӑна хӑйне вӗлернӗ.

В 1924 году его пытался застрелить Бекир Вальтери, впоследствии фашистский активист, казнённый в 1945 году по приговору коммунистического Специального суда.

Ахмет Зогу // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%90%D1% ... 0%B3%D1%83

1991 ҫулта Бериша сылтӑмла Албанин демократиллӗ партине, каярахпа Албанин икӗ тӗп партинчен пӗри пулса тӑнӑскерне, ертсе пынӑ.

В 1991 Бериша возглавил правую Демократическую партию Албании, которая впоследствии стала одной из двух основных партий Албании.

Сали Бериша // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A1%D0% ... 1%88%D0%B0

Каярахпа, хамӑн тӑвансен ҫырӑвӗсенчен атте чылайччен чирлесе выртни ҫинчен пӗлтӗм.

Позже из писем родственников я узнал, что отец долго болел.

2. Ҫапӑҫу тӗрӗслевӗнче пулнӑ тусӑмсем патӗнче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Каярахпа ҫеҫ тавҫӑрса илтӗмӗр: тӑшман салтакӗсен куҫӗсене йӑмӑхтарса ярса ҫӗршер прожекторсем ҫутатса ячӗҫ, вӗсем хамӑрӑн пехота валли Берлин ҫине каймалли ҫула ҫутатса пачӗҫ.

И только потом! сообразили: сотни прожекторов, ослепив врага, осветили путь нашей пехоте на Берлин.

17. Тӑван ҫӗршывшӑн, Сталиншӑн — малалла! // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Каярахпа, командирпа ҫывӑхрах паллашсан, эпӗ вӑл калама ҫук лайӑх организатор пулнине пӗлтӗм.

Позже, поближе познакомившись с командиром, я узнал, что он прекрасный организатор.

3. Ҫӗнӗ туссем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Ҫакӑн ҫинчен эпир каярахпа пӗлтӗмӗр.

Об этом мы узнали лишь после.

11. «Курски пӗкӗре» ҫапӑҫас умӗн // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Инкек сиксе тухрӗ пулин те, хама тӗлӗнмелле лӑпкӑ тытатӑп; каярахпа йывӑр килнӗ самантсенче, эпӗ ҫапла пулма вӗренсе ҫитрӗм.

Мною овладело удивительное спокойствие — потом оно всегда появлялось у меня в трудную минуту.

7. Тӑшманпа пуҫласа тӗл пултӑм // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Каярахпа вӑл калама ҫук пысӑк ҫитӗнӳ тунӑ: пур йышши орудирен перес тӗлӗшпе те вӑл пӗрремӗш вырӑна тухнӑ.

И каких замечательных результатов достиг: вышел на первое место по всем видам стрельбы.

4. Вӗренӳре // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Анчах каярахпа вара аванах, утма хӑнӑхса ҫитрӗм.

Но постепенно привык и уже ступал уверенно.

11. Вӑйӑсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Анчах каярахпа часах хӑнӑхса ҫитрӗм, хама ҫитӗннисем те итленине кура, ҫав тери савӑнаттӑм.

Но потом привык и даже гордился тем, что меня слушают взрослые.

7. Пирӗн пионеротряд // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Каярахпа ҫунат пӗтӗмӗшпех курӑнса кайрӗ.

Потом в этом сумраке выросло целиком все крыло.

Эпир килелле вӗҫетпӗр // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Каярахпа тин тонга тапранчӗ те халӑхсем сӑрса илнипех малалла кайрӗ.

Наконец тонга двинулась и пошла, окруженная народом.

Карачири ӑсату каҫӗ // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Акӑ Зафар пуҫне ҫакӑн пек шухӑш пырса кӗрет, вӑл хӑй шухӑшӗнчен хӑй те хӑрать, ӑна ҫийӗнчех манасшӑн вӑл, каярахпа каллех ҫавӑн ҫинчен шухӑшлать, ҫак шухӑш унӑн ӑс-тӑнӗнче ҫирӗпленсех ларать.

И вот в голове Зафара рождается мысль, которой он сначала боится и гонит ее прочь, но потом снова возвращается к ней, и она начинает укрепляться в его сознании.

Этемпе машина // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Каярахпа, американец чӑтайми пулнӑ ҫӗре тин Махбуб ҫитсе тӑчӗ, анчах ҫак мӗскӗн сӑнлӑ ҫапкаланчӑка никам та паҫӑрхи шукӑль, лайӑх тумланнӑ Махбуб тесе калас ҫук.

Наконец, когда терпение американца истощилось, вошел Махбуб, но в этом мрачном бродяге с трудом можно было узнать франтоватого, подтянутого Махбуба.

Америка консулӗ // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Маневрсем тума ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе, эпир мӗнпур повозкӑсене двухколкӑсем тунӑччӗ, анчах каярахпа вӗсене пӑрахӑҫ тума тиврӗ.

Чтобы свободнее маневрировать, все повозки были переделаны на двуколки, потом пришлось отказаться и от них.

Тусем хушшинчен тухни // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Ӑна пире каярахпа Мускавран самолетпа ярса пачӗҫ.

Она была выслана из Москвы на самолете вдогонку нам.

Припять ҫинчи ҫапӑҫу // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Каярахпа отряд пирӗн куҫ умӗнчех икҫӗр ҫынна ҫитиччен ӳсрӗ.

На наших глазах отряд вырос до 200 человек.

Полесье сӗм вӑрманӗнче // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed