Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аван the word is in our database.
аван (тĕпĕ: аван) more information about the word form can be found here.
Каҫарӑр ҫавӑн пек аван мар пулса тухнӑ-мӗн…

Простите… такое нелепое происшествие…

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пурӑнасса Митька, кайӑк хӑраххи, ытлашши шухӑшпа пуҫа ватмасӑр пурӑнчӗ: паян сывӑ — аван, ыранхине — пурнӑҫ хӑй кӑтартӗ.

Жил Митька птичьей, бездумной жизнью: жив нынче — хорошо, а назавтра — само дело укажет.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫав кунхине Григорин, ӑнсӑртран тенӗ пек, пӗр аван мар ӗҫе хутшӑнма тиврӗ.

В тот день случай втянул Григория в неприятную историю.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Юрри аван та, сасси хӑркӑлтӑк, — тӑрӑхласа кулчӗ вӑл, тӗссӗр кӑвак кукшине ал тупанӗпе ҫатлаттарса.

— Песня-то хорошая, да голос хриповат, — говорил он, насмешливо улыбаясь, шлепая себя по сизой лысине.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анчах ҫав вӑхӑтра та вӑл тек нихҫан та хӑй ӗлӗкхи пек янӑравлӑн ахӑлтатса кулма пултараяс ҫуккине, хӑйӗн куҫӗсем шалалла путса кӗнине, пит шӑммисем шӗвӗрӗлсе тухнине сиссе тӑчӗ; пӗчӗк ачана тытса чуп тунӑ чух унӑн таса куҫӗсенчен тӳррӗн те уҫҫӑн пӑхма хӑйне ытла та йывӑр килессе те туйрӗ вӑл; улача хӑю тулли хӗрессемпе хӑйне чин тӗлӗшӗнчен ӳстерсе пыни мӗн хака ларнине те аван пӗлчӗ.

Но знал, что больше не засмеяться ему, как прежде; знал, что ввалились у него глаза и остро торчат скулы; знал, что трудно ему, целуя ребенка, открыто глянуть в ясные глаза; знал Григорий, какой ценой заплатил за полный бант крестов и производства.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кунашкал чух ҫын мӗн те пулин шутласа хурать пулсан, вӑл мӗн тери хӑрушӑ пулнине Листницкий аван пӗлет ӗнтӗ.

Листницкий великолепно знал, как страшен бывает человек, когда в таком состоянии рвется к какой-либо цели.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тепӗр ирпеле чӑтма ҫук хӑраса ӳкнӗ вахмистр Листницкийсен ҫӗр пӳртне вӑркӑнса пырса кӗчӗ, пӗр хушӑ хуҫкаланса тӑнӑ хыҫҫӑн, аван мар хыпар пӗлтерчӗ:

На другой день утром смущенный вахмистр вошел в землянку Листницкого; помявшись, сообщил:

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Мӗнешкел аван ку! — ӳкерчӗк ҫинчен аранах куҫне вӗҫертсе, савӑнӑҫлӑн персе ячӗ вӑл юлашкинчен.

— Вот хорошо-то! — отрываясь от рисунка, воскликнул он.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сергей картузне ҫамки ҫине антарчӗ Ванюша хутран-ситрен: «Ну, епле? Машина аван пырать-и?..» — тенӗ пек, Сергей ҫине пӑхкаласа илет.

Сергей сильнее натянул на лоб фуражку, Ванюша изредка посматривал на своего нового начальника, как бы спрашивая: «Ну, как? Хорошо идет машина?..»

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Пит аван, — терӗ Рубцов-Емницкий, сывпуллашрӗ те тухса кайрӗ.

— Отлично, — сказал Рубцов-Емницкий, распрощался и вышел.

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Епле аван.

Вот хорошо.

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Аван ашшӗ пуласси курӑнсах тӑрать…

Сразу видно, что из тебя хороший отец получится…

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Аван пурӑнаҫҫӗ, — терӗ Сергей.

— Живут хорошо, — сказал Сергей.

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Аван пурнатӑн-и, Иринушка! — терӗ савӑнӑҫлӑн Сергей.

— Здравствуй, Иринушка! — сказал радостно Сергей.

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сентябрь вӗҫӗнче Кубань тӑрӑхӗнче ҫанталӑк аван тӑрать, темле уйӑрса илме ҫук вӑхӑт пуҫланать — ҫу та иртмен-ха, кӗркунне те ҫитсе ӗлкӗреймен.

Обычно в конце сентября на Кубани устанавливается хорошая погода: наступает период безвременья, когда и лето еще не ушло и осень не вступила в свои права.

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Аван, — кӗскен тавӑрчӗ Сергей.

— Ничего, — сдержанно ответил Сергей.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Политотдел начальникӗпе калаҫса пӑхӑпӑр, вӑл ӗлӗк хӑй облисполком председателӗ пулнӑ, ку ӗҫсене аван пӗлет…

Посоветуемся с начальником политотдела, — он сам в прошлом председатель облисполкома и в этих делах хорошо разбирается…

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Ку, ман шутпа, питӗ аван, — терӗ генерал.

— Предложение, на мой взгляд, очень лестное, — сказал генерал.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Вӑхӑтра ҫитни питӗ аван, — терӗ вӑл докуменчӗсене пӑхса.

— Ну, вот и хорошо, что вы прибыли вовремя, — сказал он, рассматривая документы.

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫапла, танксене ҫакӑнта пытарса тӑратнӑ — аван пытарнӑ!

Да, именно здесь и были спрятаны танки — искусная была засада!

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed