Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑван the word is in our database.
тӑван (тĕпĕ: тӑван) more information about the word form can be found here.
Тӑван ашшӗ те ӑна палласа илеймен пулӗччӗ…

Отец родной и тот бы его не узнал…

XXV. Ҫӑмӑл ӗҫ мар // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫав вӑхӑтра Милка ашшӗ — тӑван ашшӗ те мар, аҫа ҫури ашшӗ, — кӳршисен канашне итлесе, каҫхине Рачко пырасса хуралланӑ та, ак килчӗ иккен тесе, картишне килсе кӗнӗ ҫыннӑн кашни хусканӑвне асӑрхаса тӑнӑ.

Между тем Милкин отец — точнее, не отец, а отчим — наблюдал за всеми движениями человека, вошедшего во двор, так как в этот вечер подкарауливал Рачко, чтобы поступить с ним по совету соседей.

ХХIII. Таппа урӑххи ҫакланнӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Радӑна чунтан савса юратас ӗмӗчӗ унӑн тепӗр юратупа та — тӑван ҫӗршывне юратас кӑмӑлӗпе те — хыпӑнса илчӗ.

Любовь к Раде стала цвести и благоухать в его душе рядом с другой любовью — к родине.

XII. Бойчо Огнянов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл крепоҫран тарса тухрӗ, халь те пулин ют ятпа пурӑнать, тӑван кил-йышӗпе те тахҫан пӗлнӗ тусӗсемпе курнӑҫаймасть, ӑна хӑйне сехетсерен палласа илме пултараҫҫӗ, каллех хупса хурасран та сыхланмалла, иртен кунра вӑл хӑй валли хаваслӑх-мӗн кӗтмест, ӳлӗм чипер пурӑнӑп-ха тенӗ шанчӑк та тытмасть вӑл, — ҫакӑн пек ҫынна пӗртен пӗр аслӑ идейӑ кӑна Болгарие таврӑнмашкӑн хистеме пултарнӑ, вара вӑл, ҫакӑнта икӗ ҫын вӗлернӗ хыҫҫӑн та, тӑван ҫӗршывне пӑрахса каясшӑн пулмарӗ.

Такого человека, как он, — бежавшего из крепости, живущего под чужим именем, лишенного всяких семейных и общественных связей, ежечасно подвергающегося опасности быть узнанным и выданным, не ожидающего от жизни никаких радостей — такого человека одна лишь великая идея могла заставить приехать в Болгарию и не покинуть ее даже после того, как он совершил два убийства…

XII. Бойчо Огнянов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Анчах нимӗнле тӗрме те, чӑтса ирттернӗ асап та ӑна хӑй тытнӑ ӗмӗтӗнчен сивӗтеймен, унтан та ытларах калас пулсан, вӑл тӑван ҫӗршывне таврӑннӑ хыҫҫӑн, ӑсран каяс пек хӑюллӑн та хӑй вилме хатӗр пек тӳрӗ ҫын пулса, пусмӑрҫӑсемпе хӗрсе кӗрешме таврӑнчӗ, тӑван Болгарине вӑл фанатизмла юратать.

Но и заточение и страдания не только не охладили преданности Огнянова той идее, ради которой он столько вытерпел, а наоборот, способствовали тому, что он вернулся на родину еще более пламенным и бескорыстным борцом, смелым до безумия честным до самопожертвования, любящим Болгарию до фанатизма.

XII. Бойчо Огнянов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Унӑн хӑйӗн тӑван хулине, инҫетри Видина, Бяла Черква ҫыннисенчен Марко Ивановран урӑх никам та кайса ҫӳремест, тесе пӗлтерчӗ; ҫавӑнсӑр пуҫне тата Видинра халь Кралич пирки тахҫанах ҫынсем манма пултарнӑ.

Он уверил их, что в его родном городе, далеком Видине, не бывает почти никто из бяло-черковцев, кроме Марко Иванова.

XII. Бойчо Огнянов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫак уяв пирӗн халӑх пӗрлӗхне, вӑл Тӑван ҫӗршыва юратнине, унӑн хӑвачӗпе аталанӑвӗшӗн пӗтӗмпех тума хатӗррине сӑнарлать.

Этот праздник олицетворяет сплоченность нашего народа, его любовь к своей Родине, готовность к самопожертвованию во имя её могущества и процветания.

Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ ячӗпе саламлани // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/news/2019/11/02/glava- ... yaet-s-dne

Куҫҫулӗм тухса кайрӗ, ҫул ҫинчех ӑна эп ҫывӑх тӑван пек ыталаса илтӗм.

Я не удержался от слез и посреди дороги обнял его, как родного брата.

IX. Ӑнлантарса пани // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫаксемпе пӗрлех вӑл тӑван ҫӗршыва та чунтан юратать, кирек хӑҫан та усӑллӑ канаш пама пултарать.

При всем том Дамянчо был один из самых видных в городе торговцев и хороший патриот.

VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Чорбаджисем ӑна куҫ хӗррипе кӑна пӑхаҫҫӗ, вӗсем Янели лекӗре ытларах уҫӑ кӑмӑлӗшӗн, хӑйне пысӑка хуманшӑн, тӑван ҫӗршывне хӗрсе кайса юратнӑшӑн хисеплеҫҫӗ.

Чорбаджии смотрели на него косо, больше доверяя лекарю Янелии, но молодежь горячо любила доктора Соколова за веселость, общительность и пламенный патриотизм.

IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Марко, тӑван еткер йӑлине пӑхӑнса, хӑй валли туртмашкӑн пӗртен пӗр «чӑпӑкнӗ» кӑна хӑварнӑ.

Марко в угоду традициям оставил себе для курения лишь один «чубук».

IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Халь ӗнтӗ эсир маншӑн ҫывӑх тӑван вырӑнӗнче, чи хаклӑ хӑна пулатӑр.

Теперь вы стали для меня еще более дорогим гостем и братом.

III. Мӑнастир // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тӑван вӑл манӑн, сан пеккисемшӗн пайтах ырӑ ӗҫ тунӑ ҫын…

Он мне родня и сделал много добра таким, как ты…

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ман патӑмра тӑван килӗнти пек пул.

У меня ты все равно что у себя дома.

I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Мӗн тӑван эс унта?

Что ты здесь делаешь?

I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ун пӗртен пӗр юп курас ӗмӗчӗ те — тӑван Бяла Черква хулинче шкулшӑн тӑрӑшакана суйланасси кӑна.

Им владело лишь одно честолюбивое стремление — быть бессменным школьным попечителем в родном городишке Бяла-Черкве.

I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Н. Г. Чернышевский тӑван ҫӗршыв телейӗшӗн кӗрешнӗ, ҫав кӗрешӗве хӑйӗн ӑслӑ шухӑшӗсене, чаплӑ ӗҫӗсене, хаклӑ пурнӑҫне панӑ Аслӑ революционер-демократ хӑйӗн ӗҫӗсене халӑх мӗнле пысӑк хака хурасса та лайӑх пӗлнӗ.

Help to translate

«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.

Эпир, иртнисене аса илсе, кӑмӑлӑмӑрсене ҫӗклентерсе, халӗ ҫапла калатпӑр: тӑван ҫӗр-шывӑмӑр социализмран коммунизма куҫса пынӑ тапхӑрта, хамӑрӑн пӗтӗм пурнӑҫа ҫак задачӑна пӑхӑнтарнӑ вӑхӑтра, Чернышевскин ҫав паха ӗмӗчӗсенчен нумайӑшӗ ӗнтӗ пурнӑҫа кӗрсе пыраҫҫӗ.

Help to translate

«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.

Тӑван ҫӗршыв кун-ҫулӗшӗн, халӑх интересӗшӗн кӗрешни ӑна революцилле демократин чи витӗмлӗ, чи ӑслӑ ҫулпуҫӗсенчен пӗри туса хунӑ.

Help to translate

«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.

Чернышевский, пурнӑҫӗ малтан пуҫласа вӗҫне ҫитичченех вӑл тӑван халӑхшӑн чун-чӗререн тӑрӑшнине, ӑна ирӗке кӑларассишӗн пӗтӗм вӑйпа кӗрешнине кӑтартса парать.

Help to translate

«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed