Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫумӑр the word is in our database.
Ҫумӑр (тĕпĕ: ҫумӑр) more information about the word form can be found here.
Ҫумӑр ҫӑвать е ҫил тӑман вӗҫтерет — вӗсен пурпӗр ҫула тухмалла.

Help to translate

Почтальон тухать ҫула – кунсерен сумка йӑтса // Ангелина Иноходцева. http://kasalen.ru/2023/07/11/%d0%bf%d0%b ... %bc%d0%ba/

Ӑшӑ ҫумӑр ҫуса Ҫӗр питне шӑварса, Асамат кӗперӗ Ҫичӗ тӗспе ҫунни.

Help to translate

Асӑмра // Людмила Романова. https://sutasul.ru/articles/vulakan-pult ... ra-3324267

Шывшӑн ҫунакан пӗтӗм ҫутҫанталӑк тепӗр кунне сиплӗ ҫумӑр парнеленӗ.

Help to translate

Эпир юмаха пурнӑҫа кӗртме ҫуралнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ln-3325135

Вӗтӗ ҫумӑр пӗрчисем самаях йӗпетнӗ йывӑҫран ҫурӑмне сивӗ ҫапрӗ.

Help to translate

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Тӑман и, шартлама сивӗ и, е пӗр чарӑнми ҫумӑр лӳшкет — хуҫалӑх выльӑхне апатпа тивӗҫтермеллех.

Help to translate

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Хутран ситрен кантӑксем ҫине пӑрлӑ ҫумӑр сапса хӑварать.

Help to translate

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ҫумӑр ҫӑвать.

Help to translate

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

…Ҫакӑн хыҫҫӑн, паллах, Энтрейпе Унтрей Ивановсем хушшинчи туслӑх вӑйлӑ ҫумӑр айӗнчи кӑвайт пекех сӳнсе ларнӑ.

Help to translate

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Вӗсем шӗвӗр кутлӑ, ҫинҫе туналлӑ вӑрӑм черкке майлах, шала ҫурри таран ҫумӑр шывӗ тулнӑ.

Help to translate

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫумӑр тикӗс ҫуман: ял ҫумӗнче самаях нӳрӗ, кунта пӑт-пат ҫеҫ ӳккеленӗ.

Help to translate

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Укахви тутӑрне салтрӗ те, пуҫне савӑнӑҫлӑн ҫӗклесе, сисӗни-сисӗнми ҫумӑр айӗнче имлӗ-симлӗ сывлӑшпа киленсе, хуллен утрӗ.

Help to translate

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Акӑ каллех ӑшӑ-ӑшӑ ҫумӑр, ним йӗпетмесӗр, куҫа курӑнми шыв пӗрчӗкӗсемпе вӗтӗртетсе йӑслама тытӑнчӗ.

Help to translate

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫул хыттине ҫеҫ ҫумӑр витеймен.

Help to translate

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Каҫхине пӗр касӑ шалкӑм ҫумӑр юхтарса, кӑпӑкланса ҫунӑччӗ те — лупашкасенче халӗ те ӑсла пек ҫӑра шыв кӳлленсе тӑрать.

Help to translate

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫумӑр хӗвелӗ ҫунтарса пӑхать.

Help to translate

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Укахви турткаланса тӑмасть — вӑл хӑех пӗлет ӑшӑ ыйхӑпа рехетленсе выртасси кахал йӑли иккенне, тата хальхи вӑхӑтра — нимӗҫ фашисчӗсемпе хаяр вӑрҫӑ пынӑ тапхӑрта, вӑрҫӑ хирӗнчи тантӑшсем-салтаксем чӑлӑм куҫ хупмасӑр тӑхлан ҫумӑр айӗнче выртнӑ чух — ӑшӑ пӳртре ҫемҫе вырӑн ҫинче ҫывӑрни те ҫут тӗнче умӗнче тем айӑп тунӑн тупӑнтарса тӑрать.

Help to translate

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Курӑк ҫинчи ҫумӑр тумламӗсем хӗвел ҫутинче пин-пин лампочка ҫуннӑ пек йӑлтӑртатрӗҫ.

Help to translate

9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ҫумӑр тумламӗсем, кантӑк тӗлӗнче пӳрт хӗрринчен татӑлса анса, пусма вӗҫнеллех вӗҫе-вӗҫе кайса ӳкрӗҫ, стенана ҫапӑнчӗҫ, чул ҫине ӳксе саланчӗҫ.

Help to translate

9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

…Унтан вара, Саньӑшӑн мӗн пулса иртнине палӑртнӑ пекех, каҫченех сивӗ ҫумӑр ҫурӗ.

Help to translate

9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Питҫӑмартисем ҫинче — те ҫумӑр тумламӗсем, те куҫҫуль — икӗ тумлам чӗтрет…

Help to translate

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed