Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах урасӑр ҫынӑн ҫав тери хӑюллӑ, фанатикла шухӑшӗ вӗсене пит те интереслентерчӗ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Паллах, пурте Мересьев шухӑшӗ пурнӑҫланма пултарайманнипе килӗшрӗҫ.Конечно, все сходились на том, что мересьевская затея неосуществима.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Лиза хӑйӗн шухӑшӗ пурӑнӑҫа ҫакӑн пек ӑнӑҫлӑ кӗнипе тем пекех савӑннӑ.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Чӑркӑш англичанкӑн вара пачах та кулӑ шухӑшӗ пулман.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Эпӗр халӗ хуҫан вӑйӑ шухӑшӗ маррине сисрӗмӗр те, пӗрин хыҫҫӑн тепри выляма пӑрахса, туха-туха кайрӑмӑр; ҫитес кунсенчех ваканци пуласси ҫинчен ҫул ҫинче калаҫкаласа, хваттерсене салантӑмӑр.
I // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Вунпӗр сехет ҫитрӗ, ҫапах никамӑн та ыйхӑ шухӑшӗ ҫук.
XII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Мересьевӑн пӗтӗм шухӑшӗ те урасем ҫинчен кӑна пулчӗҫ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Анчах та унӑн шухӑшӗ часах урӑх майлӑ ҫавӑрӑнса кайнӑ.
I сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Пурте вара мӑнкӑмӑллӑ Троекуровпа унӑн чухӑн кӳрши хушшинчи татуллӑ пурӑнӑҫа ӑмсаннӑ, лешӗ Кирила Петрович сӗтелӗ хушшинче ларнӑ чухне те, хӑй шухӑшӗ кил хуҫи кӑмӑлне килни-килменнине уямасӑрах, тӳррӗн каласа пама хӑйнинчен тӗлӗннӗ.
I сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫывратса ямалла пӗрпек кӗрлекен моторсен шавӗнче мӗнпур шухӑшсем арпашӑнса кайрӗҫ, тӗлӗрме тытӑннӑ Алексейӑн юлашки шухӑшӗ ҫакӑ пулчӗ: ҫӗр ҫинче вӑрҫӑ та, бомбӑсем ҫурӑлни те ҫук; урасем те пӗр лӑпланмасӑр асаплӑн сурса ыратмаҫҫӗ пек, Мускавалла вӗҫекен самолёт та ҫук; ҫаксем пурте Алексее, хӑй тахҫан катари Камышин хулинче, ача чухне тӗлӗнмелле кӗнекере вуласа курнӑ пек ҫеҫ туйӑнчӗҫ.
19 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пӗтӗм шухӑшӗ те унӑн пӗр япала ҫинче ҫеҫ пулнӑ: мӗн пулсан та шумалла, малаллах шумалла.
12 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл ун ҫине хӑйӗн шухӑшӗ тӗрӗссине ҫирӗплеттересшӗн пулнӑ пек пӑхрӗ, анчах хӑйӗн шухӑшне хӑй те ӗненмерӗ.Он как бы искал у него подтверждения догадки, которой сам не верил.
13 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Тӗрӗслевӗн тӗп шухӑшӗ те ҫавӑччӗ: кам хӑйне чӑн-чӑн хуҫа пек тытма пултарать, кам чӑн-чӑн арҫын.
Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Ҫак йӗркесен тӗп шухӑшӗ шкул лапамӗнче малалла тӑсӑлнӑ уявра та пайӑррӑн палӑрса тӑчӗ.
«Яла кӗрсен мӗн сас лайӑх?» // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2019/06/19/%d1%8f%d0%b ... b9a%d1%85/
Глухов тӳрре тухма тӑнӑ, нимӗнле апла-капла шухӑшӗ ҫуккине пӗлтернӗ, мӗнле калас — ӑна юратнипе кунта килнӗ иккен вӑл (Глухов хӗренкӗ пулнӑ).
Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.
Чи малтанхи шухӑшӗ Томӑн ҫакӑн пек пулчӗ: турра тав тӑвас та часрах йӗркене кӗрес, унтан вӑл кӑштах тӑхтама шут тытрӗ: аслатиллӗ ҫумӑр тепӗр хут тӑкма пуҫласси пӗртте сисӗнмест-ха.
22-мӗш сыпӑк. Гек Финн Библи вӗренет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Унӑн пӗр тапхӑрта Альфред Темпль мӗн хӑтланни ҫинчен каласа кӑтартас шухӑшӗ пулнӑ пулсан та, Том хытӑ тӗртсе илнӗ хыҫҫӑн ҫав шухӑш йӑлтах пӗтсе ларчӗ.
20-мӗш сыпӑк. Том паттӑрла хӑтланни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Том хӑйӗн урокне тӗтреллӗн ҫеҫ пӗлкелет-ха, мӗншӗн тесен унӑн ӑспуҫӗ ҫав вӑхӑтра этем шухӑшӗ ҫитме пултарнӑ вырӑнсене пур ҫӗре те ҫитсе ҫӳрерӗ, унӑн алли те кирлӗ мар япаласемпе аппаланса ларчӗ.
4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Унӑн пиншакӗпе йӗмӗ мӗн тӗслӗ пулса кайнине курсан, мӑнаккӑшӗн Тома уявра ӗҫлеттерес тесе шухӑшланӑ шухӑшӗ алмаз пекех ҫирӗпленчӗ.
1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ҫыравҫӑшӑн вулакан шухӑшӗ питӗ пӗлтерӗшлӗ.
«Чӑваш кӗнеки. Пултаруллӑ ҫамрӑксем» конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ // О. Иванова. «Ял пурнӑҫӗ», 2015.11.17