Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тӑватӑ суккӑр, кӑвак куҫлӑх тӑхӑннӑ еврейсем пӗр-пӗрин хыҫҫӑн пусма тӑрӑх, шӗлепкисене аллисемпе тытса, ҫӳлелле хӑпараҫҫӗ.Четыре слепых еврея в синих очках гуськом поднимались по трапу, придерживая котелки.
VII. Фотографи карточки // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
— Апла пулсан, эсӗ суккӑр иккен.
V. Таркӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
— Ну, ҫитӗ сана суккӑр паттӑрла выляма! — чӗрре кӗчӗ Жмырев.— Ну, будет тебе в жмурки-пряточки играть! — окрысился Жмырев.
26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Эпӗ хам тӑхӑрвун икӗ процента ҫити суккӑр, ҫапах вӗсенчен витӗртерех куратӑп.
14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Йӗри-тавра нимӗн те курӑнмарӗ, эпӗ вара темчуль вӑхӑт хушши самолета ниҫталла пӑхмасӑр, суккӑр куҫпа тенӗ пекех, стенасене хыпашласа майӗпен илсе пытӑм.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ан тив, эп суккӑр пулам та, ҫапах сиртен инҫерех куратӑп.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Степа майӗпен ҫеҫ ура ҫине тӑчӗ те, чӗркуҫҫине тасаткаланӑ хыҫҫӑн, Валькӑна питӗнчен ҫупса ячӗ, куҫӗнченех тивертрӗ пулмалла, Валька суккӑр пек аллисене сулкаларӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Лешсем вӗсем шурӑ та суккӑр куҫлӑ, пӗр шухӑшсӑр тӑраҫҫӗ, кусем вара — хамӑр ҫынсем пекех.Те — равнодушные, с белыми, слепыми глазами. А эти — как мы, такие же люди.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Карчӑкпа суккӑр ачана мӗн пулни ҫинчен нимӗн те пӗлместӗп.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Суккӑр ача ҫаратни ҫинчен, вун сакӑр ҫулхи хӗр хама кӗҫ-вӗҫ шыва путарма тӑни ҫинчен пуҫлӑхсене каласа панӑ пулсан, ытла та кулӑшла пулмӗччӗ-ши вара?
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Тинех вара эпӗ хайхи ылханлӑ суккӑр мӗнле япаласем йӑтса пынине туйса илтӗм.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Суккӑр ача чӑнах та ҫапла нумайччен йӗрсе ларчӗ…
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Суккӑр ача ҫаплах ҫыран хӗрринче ларать-ха.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Суккӑр ача ӑна илмерӗ.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
«Ҫак анчах-и?» — терӗ суккӑр.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫак вӑхӑтрах манӑн тинӗс хумӗсен хӗрӗ кимӗ ҫине сиксе кӗчӗ те юлташне аллипе сулчӗ; лешӗ суккӑр алли ҫине темӗн хучӗ те: «Ме, ху валли премӗксем илӗн, — терӗ. —
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— Эпӗ вара ӑҫта? — терӗ суккӑр салху сасӑпа.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
«Итле-ха, суккӑр! — терӗ Янко. — Эсӗ леш вырӑна сыхласа усра-ха.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Тепӗр темиҫе минутран ҫурӑмӗ ҫине михӗ хунӑ суккӑр ача килсе те ҫитрӗ.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
«Ӑҫта-ха пирӗн суккӑр?» — терӗ юлашкинчен Янко, сассине ҫӗклентерсе.