Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пымалла (тĕпĕ: пыр) more information about the word form can be found here.
Извеҫлессине йӗркипе, тӗрӗслевсем ирттерсе, туса пымалла.

Help to translate

Тӑпрана мӗншӗн извеҫлемелле? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.06.02, 21№

Унччен сусӑр пепкепе ларса курманскер малтанах шикленнӗ те: мӗнле тыткаламалла ӑна, хӑш енчен пымалла?

Раньше за больным ребенком не ухаживала, поэтому испугалась: как обращаться с ней, с какой стороны подходить.

Ашшӗ сусӑр ачине интерната паман // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Сасӑлава, паллах, паспортпа пымалла (сентябрӗн 18-мӗшӗ тӗлне 18 ҫул тултаракан ҫамрӑксем малтанхи сасӑлава хутшӑнма пултараҫҫӗ).

Help to translate

Н.Малов: «Кашни сасӑ пӗлтерӗшлӗ, ҫакӑ тӗрӗс ҫул-йӗр суйлама пулӑшать» // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Хам хыҫҫӑн ыттисене ертсе пымалла! Ҫак принципсем паян та Юрий Зорин пурнӑҫӗнче, ӗҫӗ-хӗлӗнче тӗпре.

Help to translate

Юрий Зорин: Шӑл ыратни мӗн таран тертлине лайӑх пӗлетӗп // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Хамӑр туса кӑларакан ял хуҫалӑх продукцийӗн производствине малалла та ӳстерсе пымалла.

Необходимо продолжать наращивать собственное производство сельхозпродукции.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Пирӗн пысӑк тухӑҫлӑ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелемелле, экономикӑн малашлӑхлӑ енӗсене аталантармалла, ӗҫ тухӑҫлӑхне тӗллевлӗн ӳстерсе пымалла тата ӑна кура – ӗҫ укҫи шайне те.

Нам необходимо создавать высокоэффективные рабочие места, развивать перспективные направления экономики, планомерно увеличивать производительность труда и, как следствие, – заработную плату.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Пирӗн критика паянхи пурнӑҫпа таччӑн ҫыхӑнса, хӑйӗн ӗҫне социализм строительствин куллен кунхи ыйтӑвӗсене пӑхӑнтарса пымалла.

Help to translate

Вулакансем лайӑх кӗнеке кӗтеҫҫӗ // Я. ПАВЛОВ. «Чӑваш коммуни», 1941, кӑрлач, 22, 18(5733) №

Критиксен вулакансене аслӑ ҫул ҫинчен пӑрӑнса каясран сыхласа пымалла, вӗсен художествӑллӑ пултарулӑхне тата ҫӳлерехри пусӑма хӑпартассишӗн тӑрӑшмалла, произведенисен содержанине, идейине уҫса парса, вӗсене большевикла хак памалла.

Help to translate

Вулакансем лайӑх кӗнеке кӗтеҫҫӗ // Я. ПАВЛОВ. «Чӑваш коммуни», 1941, кӑрлач, 22, 18(5733) №

Кӗнекесем ҫинчен тӑтӑшах тӗплӗ рецензисем, критикӑллӑ статьясем пичетлесе пымалла.

Help to translate

Вулакансем лайӑх кӗнеке кӗтеҫҫӗ // Я. ПАВЛОВ. «Чӑваш коммуни», 1941, кӑрлач, 22, 18(5733) №

Паллах, ку ӗҫре сумлӑ сасӑ кӑна ҫителӗксӗр, кашни кунах вӗренсе, пултарулӑха туптаса пымалла.

Ясно, что в этом деле недостаточен приятный голос, каждый день нужно учиться, ковать мастерство.

Шупашкар калаҫать // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

«Ҫак командӑна сыхласа хӑварассишӗн тӑрӑшмалла, - ӗҫтешӗн шухӑшне малалла тӑсса пӗлтернӗ Николай Малов. _Чи пӗлтерӗшлӗ тапхӑр - умра: ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче тӗп суйлав умӗнхи малтанхи сасӑлав иртет. Ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗ хыҫҫӑн 23-мӗшӗ, 24-мӗшӗ... пулать. Пирӗн чи малтанах малашлӑх пирки шухӑшламалла, пӗр-пӗрне ӑнланса пулӑшса пымалла».

Help to translate

Хӑйӗн сӑмахӗшӗн яваплӑ // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

«Ҫак командӑна сыхласа хӑварассишӗн тӑрӑшмалла, - ӗҫтешӗн шухӑшне малалла тӑсса пӗлтерчӗ Николай Малов. - Ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗ хыҫҫӑн 23-мӗшӗ, 24-мӗшӗ... пулать. Пирӗн чи малтанах малашлӑх пирки шухӑшламалла, пӗр-пӗрне ӑнланса пулӑшса пымалла».

Help to translate

Депутат хӑйӗн сӑмахӗшӗн яваплӑ // В.БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№

15-16. Хӑй вӑхӑчӗ ҫитсессӗн эпир Ӑна Турӑ ирӗкӗпе курӑпӑр — патшасенӗн пӗртенпӗр хӑватлӑ, мухтавлӑ Патши, хуҫасенӗн Ҫӳлхуҫи, пӗртен-пӗр Вилӗмсӗрри кӑтартнине курӑпӑр; Вӑл патне те пымалла мар ҫутӑра пурӑнать; Ӑна ҫынсем никам та курман, курма та пултараймаҫҫӗ.

15. которое в свое время откроет блаженный и единый сильный Царь царствующих и Господь господствующих, 16. единый имеющий бессмертие, Который обитает в неприступном свете, Которого никто из человеков не видел и видеть не может.

1 Тим 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Чуна кирлӗ пур ӑслӑлӑха та ӑнласа илсе, сирӗн Турӑ ирӗкне пӗлсе ҫитмелле пултӑр, 10. пур тӗлӗшрен те Турра юраса, тӗрлӗ ырӑ ӗҫпе усӑ кӳрсе Турӑ ҫыннисем пек пурӑнӑр, Турра сирӗн пӗлнӗҫемӗн пӗлсе пымалла пултӑр; 11. мухтавлӑ, хӑватлӑ Турӑ пулӑшнипе тӗреклӗленсе, чӑтӑмлӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ пулса, сирӗн пурне те савӑнса чӑтса ирттермелле пултӑрччӗ тетпӗр.

чтобы вы исполнялись познанием воли Его, во всякой премудрости и разумении духовном, 10. чтобы поступали достойно Бога, во всем угождая Ему, принося плод во всяком деле благом и возрастая в познании Бога, 11. укрепляясь всякою силою по могуществу славы Его, во всяком терпении и великодушии с радостью,

Кол 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Пасхӑн иккӗмӗш кунӗ хыҫҫӑнхи малтанхи шӑматкун Иисусӑн тырӑ пуссипе иртсе пымалла пулнӑ; Унӑн вӗренекенӗсем пучах тата-тата илсе шӗкӗлчесе ҫинӗ.

1. В субботу, первую по втором дне Пасхи, случилось Ему проходить засеянными полями, и ученики Его срывали колосья и ели, растирая руками.

Лк 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Пӗррехинче шӑматкун Иисусӑн тырӑ пуссипе иртсе пымалла пулнӑ; ҫула май Унӑн вӗренекенӗсем пучах тата-тата илнӗ.

23. И случилось Ему в субботу проходить засеянными полями, и ученики Его дорогою начали срывать колосья.

Мк 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Хӑвӑр ҫулӑрсене, хӑвӑр ӗҫӗрсене тӳрлетмеллипех тӳрлетсессӗн, кирек камшӑн та сута тӳрӗ туса пырсассӑн, 6. ют ҫӗр ҫыннисене, тӑлӑх ачасене, тӑлӑх арӑмсене хӗсӗрлемесессӗн, ҫак вырӑнта айӑпсӑр юн тӑкмасассӑн, хӑвӑра инкек туса урӑх турӑсем хыҫҫӑн каймасассӑн, 7. Эпӗ сире ҫак вырӑнтах, хӑвӑр аҫӑрсене сыпӑкран сыпӑка пымалла панӑ ҫак ҫӗр ҫинчех, хӑварӑп.

5. Но если совсем исправите пути ваши и деяния ваши, если будете верно производить суд между человеком и соперником его, 6. не будете притеснять иноземца, сироты и вдовы, и проливать невинной крови на месте сем, и не пойдете во след иных богов на беду себе, - 7. то Я оставлю вас жить на месте сем, на этой земле, которую дал отцам вашим в роды родов.

Иер 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Патша майри Эсфирь, Абихаил хӗрӗ, тата иудей ҫынни Мардохей тӗплӗ те хытарса ҫырса янӑ — ҫак ҫӗнӗ ҫырура Пурим ҫинчен ҫырнине ҫирӗп тытса пымалла; 30. тӑнӑҫлӑхпа ырӑлӑх сунса Артаксеркс патшалӑхӗнчи ҫӗр ҫирӗм ҫичӗ ҫӗре ҫырусем янӑ, вӗсене пӗтӗм иудей патне ҫитернӗ: 31. ҫав Пурим кунӗсене пурте яланах пӗр вӑхӑтра — иудей ҫынни Мардохей тата патша майри Эсфирь кӑтартнӑ вӑхӑтра — ҫирӗп тытса пыччӑр; тата иудейсем хӑйсем те ҫак уяв умӗн типӗ тытасси, хӳхлесси пирки хыпар янӑ.

29. Написала также царица Есфирь, дочь Абихаила, и Мардохей Иудеянин, со всею настойчивостью, чтобы исполняли это новое письмо о Пуриме; 30. и послали письма ко всем Иудеям в сто двадцать семь областей царства Артаксерксова со словами мира и правды, 31. чтобы они твердо наблюдали эти дни Пурим в свое время, какое уставил о них Мардохей Иудеянин и царица Есфирь, и как они сами назначали их для себя и для детей своих в дни пощения и воплей.

Эсф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

49. Хӑй патшалӑхӗнчен Иудейӑна тухса каякан иудейсен ирӗклӗхӗ ҫинчен ҫырнӑ: йӗрке тытса тӑракансенчен никам та — ҫӗр пуҫлӑхӗ те, пысӑк ирӗклӗ пуҫлӑх та, пӑхса тӑраканӗ те — вӗсен алӑкӗ патне пымалла мар, 50. вӗсем тытса тӑракан пӗтӗм ҫӗршыва хырҫӑран хӑтармалла, иудейсен ялӗсене йышӑннӑ идумейсен унтан тухса каймалла; 51. ҫавӑн пекех Турӑ Ҫуртне тума, ӑна туса пӗтеричченех, ҫулсерен ҫирӗм талант парса тӑмалла; 52. парне вырӑнӗ ҫинче кунсерен пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳмешкӗн малтан уйӑрнӑ вунҫичӗ талант ҫумне ҫулсерен вуншар талант хушса памалла; 53. Вавилонран каякансен пурин те — вӗсен хӑйсен те, вӗсен ачисен те — вӗсемпе пӗрле каякан священниксен те хула тума ирӗклӗх пулмалла.

49. Писал о свободе и для всех Иудеев, отправляющихся из царства в Иудею, чтобы никто из имеющих власть, областной начальник и сатрап и правитель, не приходил к дверям их, 50. но чтобы вся страна, которою они владеют, изъята была от даней, и чтоб Идумеи оставили селения Иудеев, которыми они владеют; 51. также, чтобы даваемо было на построение храма каждогодно по двадцати талантов, доколе не будет построен; 52. и для приношения на жертвенник каждодневных всесожжений, сверх семнадцати предписанных, даваемо было еще по десяти талантов в год; 53. и чтобы всем, отправляющимся из Вавилона, была свобода строить город, как самим, так и потомкам их и всем священникам, которые пойдут.

2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

тесе юрласа пымалла пулнӑ.

Нужно было воспевать.

2 Ҫулс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed