Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мӗнпур the word is in our database.
мӗнпур (тĕпĕ: мӗнпур) more information about the word form can be found here.
2022 ҫулта наци проекчӗсемпе ӗҫлеме мӗнпур ҫӑлкуҫсенчен пӗтӗмпе 20 млрд тенкӗ тӑкакланӑ.

Help to translate

Чӑваш Енре наци проекчӗсене пурнӑҫлама укҫа-тенкӗ калӑпӑшне тата ҫур миллиард тенкӗлӗх ӳстернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/15/chav ... -ukca-tenk

«Ку тӗлӗшпе мӗнпур вӑя пӗрлештерни аван.

Help to translate

Чӑваш Енре граждансен ҫӑхавӗсенчен 50 проценчӗ рекламӑпа ҫыхӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/17/chav ... -procenche

Харӑсах пӗр самантрах мӗнпур хыпарсене хӑйсем пирки пӗлтерни те ҫакнах ҫирӗплетет пулӗ.

Help to translate

Чӑваш Енре граждансен ҫӑхавӗсенчен 50 проценчӗ рекламӑпа ҫыхӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/17/chav ... -procenche

Мӗнпур йӗркесӗрлӗхрен вӗсен пайӗ 50 процент йышӑнать.

Help to translate

Чӑваш Енре граждансен ҫӑхавӗсенчен 50 проценчӗ рекламӑпа ҫыхӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/17/chav ... -procenche

Мӗнпур ҫӑлкуҫсенчен кӗнӗ укҫа-тенкӗпе пурӗ 267,7 пин тӑваткал метр чухлӗ лаптӑк ҫинче ҫурт-йӗр хута янӑ.

Help to translate

Чӑваш Ен инвестицисене ӳстерес енӗпе Раҫҫейри ТОП-10 регион йышне кӗнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/20/chav ... accejri-to

Мӗнпур программӑсене тимлӗх уйӑрмалла, вӗсемпе тӗллевлӗн ӗҫлесе пыма тӑрӑшмалла.

Help to translate

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗпе «Раҫҫей Ача-пӑча фончӗн» председателӗ «Ачалӑхшӑн, ачалӑх ячӗпе» марафона старт панӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/21/acha ... publikra-s

«Пухмача пуҫтарӑннӑ мӗнпур укҫа-тенкӗ пӗтӗмпех ачасене валли тӑкакланать.

Help to translate

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗпе «Раҫҫей Ача-пӑча фончӗн» председателӗ «Ачалӑхшӑн, ачалӑх ячӗпе» марафона старт панӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/21/acha ... publikra-s

«Эпир мӗнпур сферӑпа тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме тӑрӑшӑпӑр.

Help to translate

Кашни ача тӗрӗс ҫул-йӗрпе пыни питех те пӗлтерӗшлӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/21/kash ... ni-piteh-t

Ача-пӑчасене аталантарма, вӗсене кӑсӑклантаракан мероприятисене шута илсе, мӗнпур проекта пурнӑҫа кӗртме палӑртнӑ.

Help to translate

Кашни ача тӗрӗс ҫул-йӗрпе пыни питех те пӗлтерӗшлӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/21/kash ... ni-piteh-t

«Пӗрремӗшсен юхӑмӗ» представителӗсем, ача-пӑча, ҫамрӑк яш-кӗрӗм, шыравҫӑсен юхӑмӗнче тӑрӑшакансем, пӗр сӑмахпа каласан регионти мӗнпур ҫамрӑк, вӗренӳре пысӑк ҫитӗнӳсемпе палӑрнисем – форума килсе ҫитнӗ.

Help to translate

Кашни ача тӗрӗс ҫул-йӗрпе пыни питех те пӗлтерӗшлӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/21/kash ... ni-piteh-t

Чӑваш Республикинчи мӗнпур районсемпе хуласенчен пиллӗк пине яхӑн ача хутшӑннӑ.

Help to translate

Кашни ача тӗрӗс ҫул-йӗрпе пыни питех те пӗлтерӗшлӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/21/kash ... ni-piteh-t

Кра-а-анк? — пӗтӗм кӑкӑрне валт! сиктерсе, ҫӑварне мӗнпур таран карса, кранклатрӗ, ӑшри кӳренӗвне пушатрӗ «кайӑксен патши».

Help to translate

Ҫӑткӑн // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 214–216 с.

Унтан тулли кӑмӑлпа, ҫаврӑнӑҫуллӑн, шӳтлӗн-мӗнлӗн калаҫкаласа, мӑшлатса та ухлатса, лӑшлатса та кехлетсе, мӗнпур ӑсталӑхне тан таптарса, ҫурӑмра ҫулӑм хыптара-хыптара, алӑра ҫиҫӗм ҫиҫтере-ҫиҫтере, чикан тарӗпе ҫӑвӑна-ҫӑвӑна, вӑл-ку ҫӗрӗшсе чалӑшнине, хӑйпӑнса тухнине улӑштарса тӳрлетрӗҫ, ҫирӗплетрӗҫ, пӳрт пӗренисен хушӑкӗсене мӑк ҫапса тухрӗҫ, тӗкме юсарӗҫ, карта тытса пачӗҫ, вутӑ татса, ҫурса шаршанларӗҫ.

Help to translate

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Пуҫлӑх та, мӗнпур чун хавалне пухкаласа, ӗрӗхсе кайнӑ ахӑлтатӑвне чаракласа «читлӗхе» хӑваласа кӗртсе хупрӗ те, хашка-хашка сывласа, Полбутылкин-ҫур кӗленче ҫине куҫне тӗпчевлӗн ывӑтса илчӗ, вара, крафинран ярса, виҫӗ стакан та ҫурӑ шыв ӗҫрӗ.

Help to translate

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Эпир Кӗркури пӑсӑлнӑ ҫимӗҫе ҫӑвартан сурса пӑрахасса кӗтрӗмӗр, вӑл вара ӑна, куҫне пирӗн тавра ансухла, таракан пек чуптаркаласа, шалти мӗнпур вӑйне пухса, пырне хыртара-хыртара, йӗклене-йӗклене, куҫҫуль тумлата-тумлата, лӑнкӑрт! ҫӑтрӗ те ячӗ.

Help to translate

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Мӗнпур тарӑхни-кулянни, хуйхи-суйхи, киленӗҫ, савӑнӑҫ пылакӗпе йӑшса-йӑвашланса, самантрах тем мурӗ шӑтӑкне ҫӑтӑнать.

Help to translate

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Лерен ҫав ҫулпа хирӗҫле «КамАЗ» виркӗнсе, ҫӗмӗрттерсе килнине курсан, пӗрне-пӗри «ҫамкасемпех» тӑрӑслаттарас юнава сирсе ярас тесе-ши, сасартӑк темӗскерле-масарлӑ хиврен сулахаялла вӑнн! пӑрӑнчӗ те, бордюра вӑлтӑрт-валтӑрт йӑвантарса, хӑйӗн мӗнпур сулмакӗпе кӗпер карлӑкне пырса тӑрслаттарчӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Альберт ҫакна урӑхла пулма та пултарайман япала вырӑнне йышӑнса, йӑпанусемпе йӗпхӗрсе ӳснӗ, вӑл мӗн те пулин ыйтнине тивӗҫтермесен, ун еккине ямасан, акӑш-макӑш ҫуйӑхашса, ӑшӗнчи мӗнпур чӑкӑртӑшне шӑртлантарса, суя куҫҫульпе чыхланнӑ, мӗн алла лекнӗ, ҫавна ватнӑ, ҫӗмӗрнӗ, ҫӗтнӗ…

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Эпӗ тата ҫакна ӑнлантӑм: ҫын хӑйӗн ӗҫне чунтан-вартан юратсан, унра вӑл хӑйне тупсан ҫеҫ активлӑ, творчествӑлла, хӑйӗн мӗнпур вӑйне-халне, ӑс-тӑн пуянлӑхне карӑнтарса ӗҫлеме пултарать.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Вӑл - виҫӗмҫул мӗнпур организацисене пӗр тӗвве пухнӑ «Вӑрнар районӗн патриочӗсем» пӗрлӗхӗн хастарӗсенчен пӗри.

Help to translate

Кашни ӗҫ чунран тухмалла... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12362-ka ... -tukhmalla

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed