Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Фронтран мӗнле майпа эсӗ? — ыйтӑва илтмӗш пулса ыйтрӗ те Григорий хаваспах Христоньӑн кӑшт пӗкӗрӗлчӗкрех тӑсланкӑ кӗлетки ҫине сӑнаса пӑхрӗ.
XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хушӑран ҫеҫ унӑн хулпуҫҫийӗсем хутлана-хутлана илчӗҫ, тата кӗлетки вӗттӗн сӑрӑлтатса чӗтрерӗ.Лишь изредка поднимались ее плечи да по телу пробегала мелкая дрожь.
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Сассинче ытти командирсенни пек пӑхӑнтарасла сивлек хӑр-харлӑх ҫук, калаҫнӑ чухне сӑмахӗсем ҫар ҫыннисен пек яланхилле кӗске те типӗ тухмаҫҫӗ, кӗлетки ҫинче офицер тумӗ лӑпӑш-лапӑш килӗшӳсӗр тӑрать.
IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Спирт ӑна та пусса ҫитерчӗ: пуҫӗ ҫаврӑнчӗ, кӗлетки йывӑррӑн тайкаланчӗ.Спирт подействовал и на него: кружилась голова, движения обретали неуверенную тяжеловесность.
VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Эсир вӗсене пытару маршӗ калаттарӑр! — ларсах ҫитмен ҫинҫе сасӑпа кӑшкӑрчӗ ҫур кӗлетки таран чӳречерен уртӑннӑ яп-яшӑ сотник.
VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Тултан чӳречене тахӑшӗн кӗлетки картларӗ.
IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Унӑн курпунтарах кӗлетки ӑна ытла та палланӑ пек туйӑнчӗ, анчах камне-мӗнне тавҫӑрса тӑма вӑхӑт пулмарӗ те, Григорий инҫетренех хаяррӑн кӑшкӑрса пӑрахрӗ:
II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Таҫта, ял хыҫӗнче, лаша тулхӑрса ячӗ — ӑшӑ витене ҫитсе апат ҫиме те канма васкать пулас, ҫырмара ача-пӑча ҫуйӑхать — вӗсем пӗр чарӑнмасӑр ахӑлтатса кулаҫҫӗ, чӑнкӑ сӑрт ҫинчен вӗҫсе ана-ана умлӑн-хыҫлӑн юр ӑшне пашлатса ӳкеҫҫӗ пулмалла; ҫырма хӗрринче темӗнле хӗрарӑмӑн кӗлетки хуран курӑнать, вӑл сассине хӑпартса тата хытарса ывӑлне киле чӗнет:
22 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Пӑхатӑн та — ав еплескер, ачалла алӑллӑ, урлӑ хӑлхаллӑ, тӗрекленсе ҫитеймен ҫинҫешке мӑйӗ ҫинче анчахрах кӑна карланки мӑкӑрӑлма пуҫланӑ пысӑк арҫын ача кӗлетки выртать.
XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Петро кӗлетки хуллен ирӗлсе пырать, ун айӗнче шупка хӗрлӗ шыв кӳлленет.Петро медленно оттаивал, под ним стояла лужица розоватой воды.
XXXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ыттисенчен ҫур лаша чухлӗ малта кӗрнек пӳ-силлӗ, ӑшӑ тумланнӑ ҫын кӗлетки палӑрать.На пол-лошади впереди выделялась осанистая, тепло одетая фигура.
XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Тарҫӑсен пӳртӗнче, чӳречерен сӑрхӑнакан сарӑ ҫутӑра, Аксинйӑн яштака кӗлетки курӑнать: вӑл, аллисене хыҫалалла тытса, ҫӳҫне майлать, хӑйҫути ҫинелле кулкаласа пӑхать…
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑл васкасах Подтелков ури айӗнчи тӑпра муклашкисене аяккалла ывӑтрӗ, вара кашни чавмассеренех Подтелков кӗлетки тӳрленнӗҫем тӳрленсе, мӑйӗ тӑсӑлса тата кӑшт кӑтрарах пуҫӗ ҫурӑмӗ еннелле каҫӑрӑлса пычӗ.
XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Подтелковӑн пысӑк та йывӑр кӗлетки, чалӑшса илсе, аялалла туртӑнса анчӗ, урисем ҫӗре ҫитсе перӗнчӗҫ.Все большое грузное тело Подтелкова, вихнувшись, рванулось вниз, и ноги достали земли.
XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Йытӑ кӗлетки!..
XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ӑмри ун чӗркуҫҫи патне ҫитиех усӑнса аннӑ, кӗлетки вӑрӑм, тӗреклӗ; хӑй хӗлӗх пек тӳррӗн туртӑнса тӑрать.Подгрудок его свисал до колен, длинный корпус, могучий и плотный, был вытянут, как струна.
XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Малта унӑн патвар кӗлетки курӑнса пырать; чӑпӑркки пӗр вӗҫӗм ут купарчи ҫине ана-ана ӳкет.Впереди виднелась его коренастая фигура; плеть нетерпеливо падала на конский круп.
XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫӗпӗр коронине ҫурҫӗрелле кӑнтарса тытнӑ Ермакӑн бронза кӗлетки ҫумӗнче ӗнерхи ҫумӑрӑн шӑрҫисем сыхланса юлнӑ.Сырость вчерашнего дождя хранил на себе бронзовый Ермак, протянувший на север сибирскую корону.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Кашни вагон патӗнчех пичкесем выртаҫҫӗ, вӗсен айккине чулсем е ҫӗр муклашкисем купаланӑ; ҫурри таран салатнӑ трактор, пӑхма хӑй пысӑк тискер кайӑк кӗлетки пекех, ун тавра машинистсем пек вараланса пӗтнӗ трактористсем чупкалаҫҫӗ; тӗкӗр пек ҫута касӑллӑ плугсем тӑраҫҫӗ; айккинче тӑмпа сӗрсе лартнӑ кӑмака, мӑрйи вырӑнне — тӗпсӗр витре, трактор бригади кунта нумай вӑхӑта вырнаҫни таҫтан та курӑнать.
XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Ҫӗрӗ вӑрӑм-ха вӑл, — терӗ Лукерья Ильинишна, Сергей унӑн ҫирӗп кӗлетки ҫине пӑхса шухӑшларӗ:
XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.