Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кайнипе (тĕпĕ: кай) more information about the word form can be found here.
Шухӑша кайнипе ним пӑхас килмесӗрех урамӑн хӗвеллӗ айккине куҫ илмесӗр пӑхса пынӑ.

Задумавшись, бесцельно смотрела на солнечную сторону улицы.

I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫул ҫинче тӗл пулакан хула ҫыннисем, тӗлӗнсе кайнипе, вӗсем ҫине чарӑна-чарӑна пӑхаҫҫӗ, хӑйсем хушшинче тем пӑшӑлтатса сӑмахлаҫҫӗ.

Встречавшиеся жители смотрели изумленно, останавливались, шептались.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Атарщиков, чӑтма ҫук хӗпӗртесе кайнипе, Долгова хулпуҫҫийӗнчен лӑпкаса илчӗ те кулакан куҫӗсемпе Листницкий ҫине пӑхрӗ.

Атарщиков с восхищением хлопнул Долгова по плечу и смеющимися глазами уставился на Листницкого.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӑвӑрт кайнипе тата сивӗ хыпашланипе ӗнтӗркесе ҫитнӗскер, Сергей Платонович ҫул тӑршшӗпех тӗлӗрсе пычӗ, енчен-енне тайкаланса, ҫурӑмне кавир витнӗ ҫуна хыҫӗ ҫумне сӗркелерӗ.

Сергей Платонович, умиротворенный быстрой ездой и холодом, подремывал, качался, терся спиной о коверчатый задок саней.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

«Нивушлӗ тӗрӗс тӑвать вара вӑл? Тен, ҫылӑха кӗрсе пӑхмалла марччӗ-ши ман унпа?» — тин кӑна пулса иртнӗ ӗҫе пула ӑнтан кайнипе шухӑшларӗ ҫак самантра старик.

«Неужели на ее стороне правда? Может, мне надо бы было с нею грех принять?» — оглушенный происшедшим, растерянно думал он в этот миг.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тепӗр чух тата пӗр-пӗр имшеркке кӗсре, шӗвӗр айӑк пӗрчиллӗ, туртӑнса кӗнӗ хырӑмне сывлӑш тултарма хӑтланса, ырханланса кайнипе пысӑк пек курӑнакан пуҫне чиксе тӑрать.

Иногда какая-нибудь кобылка останавливалась, немощно раздувая ввалившиеся остроребрые бока, понуря большую от худобы голову.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл шухӑша кайнипе хӑй патне хӗр ушкӑнӗ пырса тӑнине те сисмен.

Он задумался и не заметил, как к нему подошли девушки.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Лашасем тапса сикрӗҫ, ҫемҫе рессорӑллӑ тачанка хытӑран хытӑ кайнипе ҫӑмӑл кӑна сиктерсе пыма пуҫларӗ, станицӑран тухрӗҫ.

Кони рванули, тачанка закачалась и, набирая скорость, выкатилась за станицу.

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Шухӑша кайнипе вӑл ерипен йӑпшӑнса пынӑ пек, Грицько пырса тӑнине те сисмерӗ.

Он погрузился в размышления и не слышал, как к нему осторожно, точно крадучись, снова подошел Грицько.

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергей пӗрене ҫинче ларса юлчӗ, вӑл тарӑн шухӑша кайнипе хӑй патне Грицько пырса тӑнине те сисмен.

Сергей остался сидеть на бревне и так задумался, что не услышал, как к нему подошел Грицько.

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Шухӑша кайнипе вӑл хӑй патне леш пӗрле ларса килнӗ ҫын пырса тӑнине те сисмерӗ.

Неслышно к нему подошел его спутник.

XV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хӗр ҫакна хирӗҫ нимӗн те калама пӗлмерӗ, урӑх сӑмах ҫине куҫрӗ, Сергейрен ӗнер каҫ хула театрне оперетта курма кайнипе кайманнине ыйтса пӗлчӗ.

У девушки не нашлось ответа, и она быстро переменила тему разговора, спросив у Сергея, смотрел ли он вчера спектакль местной оперетты.

XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑл хытӑ шухӑша кайнипе Рубцов-Емницкий мӗн тухса каланине те асӑрхамарӗ, юлашки сӑмахӗсене анчах илтсе юлчӗ: «Эпир, кӑмӑл тумашкӑн, Сергей Тимофеевича хытӑ шанатпӑр, вӑл пулӑшнипе хамӑр ҫул ҫинчи кирек мӗнле йывӑрлӑха та сирсе ярӑпӑр».

Он так задумался, что пропустил выступление Рубцова-Емницкого и услышал лишь последнюю фразу: «Мы возлагаем, для ясности, большие надежды на Сергея Тимофеевича и с его помощью преодолеем любые трудности, стоящие на нашем пути».

XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Усть-Невински — авалхи линейнӑй станица, черкессен аулӗсемпе юнашар лараканскер, тата шывӑн леш енче пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса тӑракан симӗс тусем хӑна кӑмӑлне кайнипе кайманнине те ҫакӑнтах ыйтса пӗлес терӗ.

Тут же он решил выяснить и такой, казалось бы, на первый взгляд, пустяковый вопрос: нравится ли гостю Усть-Невинская — старинная линейная станица, стоявшая по соседству с черкесскими аулами, а также — хороши ли горы, лежащие зеленой грядой по ту сторону реки.

VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергей алӑк питӗркӗчне аран-аран хыпашласа тупрӗ те пӳрт алӑкӗн тӗлне манса кайнипе кулса ячӗ.

Сергей ощупью отыскал дверную щеколду и рассмеялся оттого, что уже забыл, где находится вход в хату.

III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑл шухӑша кайнипе хӑй ҫумне Рубцов-Емницкий пырса ларнине те сисмен.

Он размечтался и не слышал, как к нему подсел Рубцов-Емницкий и спросил:

II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑл шухӑша кайнипе тӗмӗ ҫине такӑнса кӑштах ӳкмерӗ, Ҫемен ҫине пӑхса илчӗ те ирӗксӗрех кулса ячӗ.

Он так размечтался, что споткнулся о куст и чуть не упал, посмотрел на Семена и невольно улыбнулся.

I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑл пӗр самантлӑха хӑй шухӑшӗнчен хӑй хӑраса чӗтресе ӳкрӗ, анчах та каллех атакӑн хӑрушӑ картинӗсем, хӑй вилнӗ лаши ҫинчен тӑрсан, каллех пульӑсем касса кайнипе ҫӗре персе анни куҫ умне тухса тӑчӗҫ.

Он на минуту ужаснулся своим мыслям, но воображение вновь вылепило страшную картину атаки и того момента, когда он поднялся с убитого коня и упал, срезанный пулями.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Юн нумай кайнипе ӑш пӑтранать.

От потери крови мутила тошнота.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӗсем хыҫӗнче сарӑрах тӗслӗ лутра чӑрӑшсем куҫа шартараҫҫӗ, австриецсен обозӗсем каҫса кайнипе таптанса юлнӑ сайра тӗмӗсем кӑтрашкаллӑ курӑнаҫҫӗ.

За ними томила глаза нерадостная прожелтень низкорослой сосны, курчавилось редкое мелколесье, кустарник, помятый скакавшими через него австрийскими обозами.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed