Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илем the word is in our database.
илем (тĕпĕ: илем) more information about the word form can be found here.
Илем кӳрсе лар!

Красуйся!

40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Лере, аслӑ тӳпере, сӑнӑ пек ҫинҫескерсем вӗсем, ҫӗр ҫумнелле ҫывхарнӑҫем ҫутӑ юхӑмӑн юхса сарӑлаҫҫӗ, хӑмӑр тӗслӗн курӑнса выртакан ҫеҫенхирӗн тавракурӑм хӗрринчен ҫӳлерех ҫӗкленсе, йӗркипе тӑсӑлса кайнӑ инҫетри сӑртлӑхсем ҫине выртаҫҫӗ, ҫеҫенхире илем кӳреҫҫӗ, ӑна тӗлӗнмелле хитрелетсе, ҫамрӑклатса яраҫҫӗ…

Тонкие, копьеносные там, в просторном небе, они потоками расходились, приближаясь к земле, и, ложась на дальние, простертые над горизонтом грядины бурой степи, красили ее, диковинно и радостно молодили…

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Сарайне илсе кайса хуп та мана, милиционер киличчен питӗрсе хур, эпӗ кӑштах ҫывӑрса илем.

Отведи меня в сарай да примкни, покеда милиционер явится, а я сосну.

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кӳр-ха эпӗ сана пӗрре те пулин ҫапса илем, э?

Дай я тебя хоть разок ударю, а?

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анчах хӑйӗн йӑшма пуҫланӑ ӳт-пӗвне, вӑрттӑн, асамлӑ мелсемпе, йӑрӑс та пиҫӗ тума пӗлнӗ вӑл, ҫавӑнпа хӗр пекех курӑннӑ, пичӗ ҫинче те унӑн хӑраса каймалла, этемле мар илем палли палӑрнӑ.

Но тайными, волшебными средствами она достигала того, что ее рыхлеющее тело казалось стройным и гибким, как у девушки, и лицо ее носило печать страшной, нечеловеческой красоты.

IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Хӗвел те, хӑвӑртрах пурне те ҫутатса илем кӳртес тесе васканӑ пек ҫӗкленчӗ.

Солнце как будто торопилось как можно скорее сделать всё сияющим, великолепным.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Урамра эп тухнӑ чух ҫутахчӗ-ха; хӗвел аннӑ вӑхӑтчӗ, унӑн йӑлтӑр-йӑлтӑр ярӑмӗсем Садовой енчи хирӗҫле кантӑксем ҫине ӳксе ытарма ҫук илем кӳретчӗҫ.

Было ещё совсем светло, когда я вышел на улицу; солнце ещё заходило, отражаясь в окнах на другой стороне Садовой.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Яла илем кӳме вӗсем те халӑхран пуҫтарнӑ укҫа-тенкӗпе усӑ курнӑ.

Help to translate

Пӗрле тунӑ ӗҫ сумне ҫухатмасть // А. ЕГОРОВА. «Авангард», 2019.06.07

Аслӑ ӑру ҫыннисем уяв колоннисене илем кӳни те пархатарлӑ.

Help to translate

Вӗл вӗҫрӗҫ ялавсем, шӑранчӗҫ юрӑсем // А. ЕГОРОВА. «Авангард», 2019.05.07

Ялавсемпе тӗрлӗ тӗслӗ шарсем, чечексем уяв колоннисене тата ытларах илем кӳчӗҫ.

Help to translate

Вӗл вӗҫрӗҫ ялавсем, шӑранчӗҫ юрӑсем // А. ЕГОРОВА. «Авангард», 2019.05.07

Ансаттинчен тытӑнмалла – пирӗншӗн йӑлана кӗнӗ ырӑ ниме мелӗпе уса курса хамӑр подъездра, картишӗнче, урамра йӗрке тумалла, ҫурт умӗнчи пахчара чечек лартса ӳстермелле, чалӑшса кайнӑ хӳмене тӳрлетсе лартмалла, ҫуртӑн мал енне сӑрласа илем кӳмелле.

Начинать нужно с простого – используя наш традиционный добрый метод «ниме», навести порядок в своем подъезде, дворе, на своей улице, разбить цветник в палисаднике, исправить покосившийся забор, покрасить фасад.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed