Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

турӑ the word is in our database.
турӑ (тĕпĕ: турӑ) more information about the word form can be found here.
Турӑ ячӗпе калатӑп!

— Боже мой, пресвятая богородица!

X. Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Турӑ каҫӑртӑрах та, паян ҫав ӗҫе чи малтанхи хут та чи юлашки хут турӑм.

На мой взгляд, нет поступка бесчестней, а вот сегодня, да простит меня бог, я сделал это в первый и последний раз.

IX. Ӑнлантарса пани // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

«Ах турӑ, епле усал вӗсем?» — тесе шухӑшне илчӗ вӑл.

«Боже мой, боже мой, какие они злые!» — думала она.

VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Дамянчо Григоров мӑйӑр йывӑҫне аҫа ҫапни ҫинчен каласа пачӗ, ҫав йывӑҫ айӗнче ҫул ҫӳренсем ларнӑ пулнӑ та, йывӑҫне вут хыпса илнӗ, аллӑ сурӑх пӗтнӗ ҫавӑн чух, унӑн турӑ лашин хӳрине татса кайнӑ пулнӑ, кайран ҫав лашине ним хаксӑрах сутса янӑ иккен.

И Дамянчо Григоров рассказал, как молния ударила в ореховое дерево, под которым сидели путники, зажгла его, убил пятьдесят овец и оторвала хвост у его гнедого коня, которого потом пришлось продать за бесценок.

VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ах, пулчӗ те ҫавӑн чух тӑвӑл, турӑ хӑтартарах! — сӑмах сиктересшӗн пулмарӗ Дамянчо Григоров.

И вдруг началась гроза, боже упаси, — не преминул вставить свое слово Дамянчо Григоров.

VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Турӑ сыхлатӑрах! — сӑхсӑхса илчӗ Гедеон.

— Сохрани боже! — проговорил Гедеон, крестясь.

VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫӳлти галерее турӑ шывӗ сапмалла пулать пуль.

Надо бы окропить святой водой верхнюю галерею.

VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тата тем те пӗр каласа пӗтерчӗ, турӑ каҫартӑрах!

И еще рассказывал разные разности, прости ему господи!

VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Турӑ ҫӑлса хӑвартӑрах та, енчен ман пирки халӑха пӑлхатать тесе элеклесе парсан, мӑнастире те терт кӑтартӗҫ!..

А если, упаси бог, на меня наклепают, что я, дескать, народ бунтую, тогда и монастырь пострадает!..

VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Хӑвӑрах куратӑр — тухтӑра ҫыхса ӑсатрӗҫ ав, турӑ чунӗ вилессе ҫитме те пултарать.

— Сами видите — доктора связали вервием, и, может статься, христианин дойдет до погибели.

VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ах тупата, каллех пӗр-пӗр турӑ ҫыннин чунне татрӗҫ пуль…

Пресвятая богородица, должно, опять какую-нибудь христианскую душу загубили…

IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Турӑ сӑн-пичӗ унӑн сӑн-пичӗ, унӑн чӗрӗ сӑн-пичӗ, вӑл сӑн-пит чиперлӗхрен аякра тӑрать, унтан чиперрине Вера Павловна кунсеренех темиҫе те курать; ку вӑл унӑн юратупа ҫиҫсе тӑракан, авалхи скульптурӑсемпе живопиҫӗн аслӑ ӗмӗрӗнчи аслӑ живописецсем халалласа хӑварнӑ пур идеалсенчен те чипертерех сӑн-пит, ҫапла, ку вӑл хӑех, анчах, юрату ялкӑшӑвӗпе ҫуталнӑскер, вӑл, илем енчен чухӑн Петербургра унтан чиперрисем ҫӗршер шутланаҫҫӗ пулин те, Луврти Афродитӑран та чипертерех, ку таранччен палӑрнӑ чипер хӗрарӑмсенчен пуринчен те чипертерех.

Лицо богини ее самой лицо, это ее живое лицо, черты которого так далеки от совершенства, прекраснее которого видит она каждый день не одно лицо; это ее лицо, озаренное сиянием любви, прекраснее всех идеалов, завещанных нам скульпторами древности и великими живописцами великого века живописи, да, это она сама, но озаренная сиянием любви, она, прекраснее которой есть сотни лиц в Петербурге, таком бедном красотою, она прекраснее Афродиты Луврской, прекраснее доселе известных красавиц.

5 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫапла, Вера Павловна курать: ку вӑл хӑех иккен, ку вӑл хӑех, анчах халь вӑл турӑ.

Да, Вера Павловна видела: это она сама, это она сама, но богиня.

5 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Анчах иккӗмӗш апат вара йӗркеллех пулчӗ; вӗсем хӑйсен историйӗсене йӗркеллӗн кала-кала кӑтартрӗҫ, ӗнер мӗн каланине вара пӗр турӑ кӑна пӗлет; вӗсем кулчӗҫ те, шухӑша та кайса ларчӗҫ, пӗрне-пӗри шеллерӗҫ; вӗсене кашнинех пӗринчен тепри нумайрах асапланнӑ пек туйӑнчӗ.

Но этот второй обед идет уже как следует; они теперь уже с толком рассказывают друг другу свои истории, а вчера бог знает что говорили: они и смеются, и задумываются, и жалеют друг друга; каждому из них кажется, что другой страдал еще больше…

V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Турӑ пӗлет эпир кам иккенне, чунӑмҫӑм, — е акӑ мӗн: эпир тахҫан, тахҫан венчете тӑнӑ евӗрлӗ.

— Бог знает что, мой миленький, — или вот что: будто мы давно, давно повенчаны.

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Турӑ патӑр, турӑ патӑр, — тет Павел Константиныч тепӗр хут.

— Дай бог, дай бог, — повторяет Павел Константиныч.

XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Турӑ патӑр!

Дай бог!

— Дай бог!

— Сирӗн хӗрпе Верочка каччине турӑ сывлӑх патӑр, — тет Марья Алексевна, — пире, стариксене, турӑ хӑвӑртрах Верочка туйне кӗтсе илме патӑр.

— Дай бог вашей невесте и Верочкину жениху счастья, — говорит Марья Алексевна, — а нам, старикам, дай бог поскорее Верочкиной свадьбы дождаться.

XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Ара, эсир асӑрхамарӑр та, — кӑна Лопухов питӗ салху каларӗ, унтан питӗ савӑнӑҫлӑн кулса ячӗ — Ах, турӑ, епле айван эпӗ, епле айван эпӗ!

— Да, вы и не заметили, — он сказал это так грустно и потом засмеялся так весело, — Ах, боже мой, как я глуп, как я глуп!

XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Menu

Statistics

...more detailed