Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чухлӗ the word is in our database.
чухлӗ (тĕпĕ: чухлӗ) more information about the word form can be found here.
Ҫаплах, ҫаплах ҫав, вӑл хӑйне темӗн чухлӗ улталасан та, йӑпатсан та, пуриншӗн те пӗр Мажаров анчах айӑплӑ…

Да, да, только один Мажаров виноват во всем, как бы она ни обманывала, ни утешала себя!

26 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Кутекленсе йӑтса пыриччен ӑна чакарсарах хаклани луччӑ, — ӑнлантарчӗ Анохин, Ксени ҫапла шутланӑшӑн нимӗн чухлӗ те кӳренмесӗр.

Лучше их немного недооценивать, чем брать ношу не по плечам, — нисколько не обидевшись на подозрение Ксении, пояснил Анохин.

25 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл Иннокентий ҫакӑн пек хӗрсе-пӑлханса кайнине, ҫав вӑхӑтрах мӗскӗннӗн курӑннине нихҫан та курманччӗ-ха, ун пит-куҫне юн тулса килчӗ, куҫӗсем Ксени ҫине ачашшӑн тархасласа пӑхрӗҫ, Ксени, хӑйне мар, кама та пулин урӑххине чуп тунӑ пек, вӑл айккинчен ҫеҫ «пурпӗрех» тесе пӑхса тӑнӑ пек, Иннокентин васкакан тутисен ӑшшине туйса, нимӗн чухлӗ те хумханмарӗ.

Ей никогда не приходилось видеть Иннокентия таким возбужденным и одновременно жалким, лицо его налилось кровью, глаза смотрели на нее с просящей нежностью, и, ощущая тепло его торопливых губ, она не испытывала никакого волнения, словно целовали не ее, а кого-то другого, а она только равнодушно наблюдала со стороны.

25 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл, ытлашши ырӑ кӑмӑллӑ пулса, мӗн чухлӗ те пулин хӑйне пӑхӑнса тӑракан ҫынсемпе хӑйне ҫемҫен тыткалама пуҫласан, кирек мӗнле пулсан та, ҫав ҫынсем хӑйсене ытлашши ирӗккӗн, унпа тан тыткалама пуҫланӑ пулӗччӗҫ.

Ведь стоило проявить излишнюю чуткость и стать простым в обращении с теми, кто его окружал и в какой-то мере зависел от него, как непременно возникли бы фамильярность и панибратство.

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ксени кирек мӗн чухлӗ те Анохинпа пӗрле пулма пултарнӑ, ку лайӑх мар-ҫке текен шухӑш пуҫӗнче пачах пулман.

С Анохиным Ксения могла сколько угодно пробыть наедине, и ей даже в голову не приходило, что это может показаться предосудительным.

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Инструктор, пай заведующийӗ хӑйсен ӗҫне мӗнле ӑнланнине, пурне те хӑйсем тӗллӗн мӗн чухлӗ лайӑх тума пултарнине эпир пӗлместпӗр, юлашкинчен, ӳсеҫҫӗ-и вӗсем теорипе ӑс-хакӑл енчен е вӗсем кулленхи тӑрмашу ӑшне путса ларнӑ та хӑйсем ертсе пымалли ҫынсем хӑйсенчен тахҫанах иртсе кайнине те курмаҫҫӗ, — ҫакна тӗрӗслеместпӗр.

И мы мало интересуемся тем, как инструктор, заведующий отделом понимают свои обязанности, умеют ли самостоятельно во всем разобраться, не проверяем, наконец, растут ли они теоретически, духовно или только барахтаются в ежедневной толчее и не замечают, что те, кем они призваны руководить, давно уже обогнали их!..

23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Интереслӗ, апатпа мӗн чухлӗ укҫа пӗтеретӗр эсир?

— Интересно, а сколько вы тратите на питание?

23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Миҫе хут ҫыпӑҫрӗ вӑл ман ҫума, мӗн чухлӗ тулаштарчӗ!..

— Сколь разов он ко мне приставал, кровь портил!..

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Темӗн чухлӗ ӳкӗтлесен те, вӑл института кайма килӗшмен.

Ехать в институт она отказалась, сколько ее ни уговаривали.

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Е укҫа мӗн чухлӗ илни?

Или сколько получает денег?

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Мӗн чухлӗ кирлӗ, ҫавӑн чухлӗ!.. — тенӗ ватник тӑхӑннӑ ҫын, унтан, темскере сиссе пулас, унӑн куҫӗсем халӑх ҫине шиклӗн пӑха-пӑха илнӗ.

— А сколько душе угодно!.. — выдохнул ватник и спохватился, глаза его тоскливо зашарили по толпе.

19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Мӗн чухлӗ ыйтатӑр?

— А сколько просите?

19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пирӗн ҫемьере вӑл чи лайӑххиччӗ, мӗн чухлӗ ырӑ тунӑ вӑл ҫынсене!..

В нашей семье он был лучше всех, сколько он хорошего сумел сделать людям!..

18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Эпӗ ҫакна ҫеҫ ӑнланмастӑп: мӗнле вӑл вӑрҫӑ пыни ҫинчен мансах ҫапла каҫсерен темиҫешер сехет хушши путуша якӑштаттармалла, ҫак минутра та ҫынсем темӗн чухлӗ вилеҫҫӗ пулӗ.

Я только не понимаю, как можно каждый вечер по нескольку часов на все лады шаркать подошвами и забывать о том, что идет война и в эту минуту, может быть, умирают люди…

18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Аллинчи кӑшт чӗтрекен пӗчӗк кӗленчине таса стакан хӗрри тӗлне тытса, вӑл кирлӗ чухлӗ тумлам пӑшӑлтатса шутласа ячӗ, унта графинран пӑртак шыв хушрӗ те Алексей Макарович еннелле ҫаврӑнчӗ.

Держа над краем чистого стакана чуть вздрагивающий в руках пузырек, он отшептал положенное число капель, долил из графина немного воды и обернулся к Алексею Макаровичу.

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Пурнӑҫра кашниех сан чухлӗ тума пултарсан! —

— Если бы каждый сумел сделать в жизни то, что Ты!.. —

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Алексей Макарович сире ахаль мар хӑй ҫумӗнче ҫавӑн чухлӗ тытать ӗнтӗ?

Наверное, не случайно Алексей Макарович вас столько лет держит около себя?

14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Бахолдин ҫапла иртсе кайнӑ япалана кӑмӑлланине Коробин айванла хӑтланни тесе шутланӑ, ун ҫинчен вӑл Бахолдина темиҫе хут уҫҫӑнах каланӑ, анчах лешӗ, ассӑн сывласа, яланах: «Эх, васькӑ, ку флигеле эпӗ хам тунӑ-ҫке, хам алӑсемпе, ӑнланатӑн-и? — тенӗ. — Миҫе ача чунӗ ӑшӑннӑ кунта, мӗн чухлӗ ҫын аслӑ пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тухнӑ кунтан».

Такую привязанность к прошлому Коробин считал чудачеством, не раз откровенно высказывал это Бахолдину, но тот, вздыхая, обычно отвечал: «Я же, батенька мой, этот флигелек сам строил, своими руками, понимаете? Сколько тут детских душ отогрелось, сколько людей отсюда в большую жизнь ушло!»

14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Темӗн чухлӗ те тӑсма пулать-и ӑна, э?

На сколь хочешь растянешь ее, а?

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӗсен улӑхӗсем кӑна темӗн чухлӗ усӑ парӗҫ, эсир тӗлленмен те ун пекки ҫинчен, — выльӑх йышне тӑватӑ хут ӳстерме пултаратӑр.

Одни их луга дадут такое, что вам и не снилось, — стадо раза в четыре сможете увеличить, а если станете еще травы подсевать, зальете молоком всю область.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed