Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мӑнаҫлӑн, тутӑ хур аҫи пек, Китай ҫынни пек усиллӗ жандарм офицерӗ Нестеренко утнӑ, унӑн чирлӗ арӑмӗ хӑйӗн шӑллӗпе — Житейкинпа, хула старости тата тир-сӑран завочӗн хуҫи пулнӑ, халь вилнӗ ҫыннӑн ывӑлӗпе, алла-аллӑн тытӑҫса пынӑ; Житейкин ҫинчен ҫынсем: вӑл хӗрарӑм-манахсемпе ашкӑнса пурӑнать пулсан та, ҫичҫӗр кӗнеке вуласа тухнӑ тата пӗчӗк параппана ҫав тери ӑста ҫапма пӗлет, ҫав ӑсталӑха салтаксене вӑрттӑн вӗрентет, тесе калаҫнӑ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ӗҫсӗр супса пурӑнакан Горицветов та йӗрӗнмелле ҫын пулнӑ; вӑл вӗршӗн пек вӗлтлетсе ҫӳренӗ, кӗтмен ҫӗртен пырса тухнӑ, куҫран ҫухалнӑ, унтан каллех пырса тухнӑ та, пурин ҫине те хаяррӑн, пӗчӗк йытӑ пек сиксе ӳкнӗ, хӑйӗннех кӑшкӑрнӑ:
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Больница хыҫӗнче вара, йӗри-тавра решетке карта тытнӑ ҫара ҫӗр тӑваткӑлӗнче, сарӑ халатсемпе шурӑ калпаксем тӑхӑннӑ пӗчӗк ҫынсем ҫӳренӗ, — вӗсем ухмаха ернисем тӗслӗ пулнӑ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Унӑн сӑмахӗсене итлеме Артамонова ик енчен те кӑмӑллӑ пулнӑ; вӗсем чӑнахах та култарса йӑпатнӑ, анчах та ҫав вӑхӑтрах Артамонова ҫак пӗчӗк старик выляни, суйни, кӑмӑлӗ хушнипе мар, ҫынсене йӑпатакан этемӗн ремеслине пула калани паллӑ пулнӑ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Санӑн ӗҫӳ — пӗчӗк мар, пит ҫинчи шӗпӗн мар!
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Анчах вӗсенчен нихӑшӗ те Серафим-платник, вилӗмсӗр пӗчӗк старик пек йӑпатуллӑн та кулӑшла тӑрӑхлама пултарайман.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Пӗчӗк кӑна ҫын, студент сюртукӗ айӗнчен хура кӗпе тӑхӑннӑ, тумтирне тирпейсӗр йӳле янӑ, арпашса пӗтнӗ ҫӳҫлӗ, темиҫе талӑк ҫывӑрман пекех шыҫса ларнӑ куҫлӑ, шатрасем тухса тулнӑ тӗксӗм, шӗвӗр питлӗскер, вӑл, никама итлемесӗрех, аллисемпе хыттӑн сулкаласа кӑшкӑрашнӑ, Мирон ҫинелле сиксе пынӑ:
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Тепӗр кунне, каҫалапа, Алексей юртӑпах чупса пычӗ, пиччӗшне тӑрӑшса, тухтӑр чирлӗ ҫынна е ямшӑк лашана пӑхнӑ пек сӑнавлӑн пӑхрӗ те, мӑйӑхӗсене темле пӗчӗк щеткӑпа туракаласа, калаҫма тытӑнчӗ:
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Унтан аслӑ Артамонов ҫаврака сӗтел хушшинче ларчӗ, ун умӗнче пӗчӗк сӑмавар шӑхӑркаласа тӑчӗ, ӑна такамӑн курӑнман алли тӗртӗнсе тӑнӑ пек пуҫ тӗлӗнче лампа кӗленчи янӑракаларӗ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
«Пӗчӗк ачана вӗрентнӗ пек вӗрентет мана», — кӳренсе шухӑшларӗ Петр, ӑна ӑсатса ярсан.«Как мальчишку, он меня учит»,— обиженно подумал Пётр, проводив его.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Кӗҫех цыгансен ушкӑнӗ пырса кӗчӗ, вӗсем тарӑхтармалла юрларӗҫ, ташларӗҫ, вӗсене хӑярсемпе, салфеткӑсемпе пеме тытӑнчӗҫ, вара вӗсем куҫран ҫухалчӗҫ; вӗсем вырӑнне Степа хӗрарӑмсен шавлӑ эшкерне хӑваласа пычӗ; вӗсенчен пӗри, пӗчӗк, самӑр хӗрарӑм, хӗрлӗ платье тӑхӑннӑскер, Петр чӗркуҫҫийӗ ҫине ларса, унӑн тути патне шампански тултарнӑ бокал илсе пычӗ те хӑйӗн бокалӗпе янӑравлӑн шаклатса: — Митя сывлӑхӗшӗн ӗҫер, хӗрлӗ пуҫ! — терӗ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Чаруса тени — шурлӑхлӑ вӑрманти пӗчӗк уҫланкӑ пулнине Артамонов пӗлнӗ; ун пек уҫланкӑра курӑк уйрӑммӑнах хитре, пурҫӑн евӗр ҫемҫе те симӗс анчах ун ҫине пуссан — тӗпсӗр лачакана путса анса каятӑн.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ӑна вӑл ҫара стенасемлӗ пысӑк та пушӑ пӳлӗмре курнӑччӗ; пӳлӗмӗн виҫӗ пайӗнчен пӗрине бутылкӑсем, тӗрлӗ тӗслӗ черккесем, чечексемпе улма-ҫырла вазисем, вӑлча хунӑ кӗмӗл пӗчӗк витресем тата шампански эрех лартса тултарнӑ сӗтел йышӑнса тӑнӑ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Кунта пӗр тухтӑр пур, уҫӑ кӑмӑллӑ ҫын, хаваслӑскер, вӑл вара урӑхла шухӑшлать: ӑс-тӑн — пӗчӗк ача, тет, уншӑн пур япала та — вылямалли тетте, пӗтӗмпех кулӑшла; вӑл ӑна та, кӑна та мӗнле тунине тата шалта мӗн пуррине те курса пӗлесшӗн.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Кашта пек тӳрӗ те вӑрӑм, ачанни пек пӗчӗк те нӗрсӗр пуҫлӑ, хӗвелпе ҫунса сӑнсӑрланнӑ тата лӳчӗркенсе пӗтнӗ скуфейка тӑхӑннӑ привратник хапхана уҫрӗ те, тытӑна-тытӑна, антӑхса кайса мӑкӑртатрӗ:
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Анчах пӗр ҫакӑ кӑна мар асӑрхамасӑр иртнӗ — ҫавӑн пекех, Наталья хӑй хӗрне, Еленӑна, сисмен ҫӗртенех кӗпӗрнене пӗчӗк хура мӑйӑхлӑ йӗкӗте, пуян ювелир ывӑлне качча пачӗ; ҫавӑн пекех июнь уйӑхӗнчи шӑрӑх кун кӑнтӑрла, тӑвӑл умӗн, хунямӑшӗ, юлашкинчен, сывлайми пулса ҫитсе, вилсе кайрӗ; ӑна кравать ҫине хума та ӗлкӗрейменччӗ — таҫта, ҫывӑхрах, аҫа ҫапса пурне те хӑратса пӑрахрӗ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
— Ытла чӑрсӑррӑн калаҫатӑн эсӗ манпа: пӗчӗк ача-им эпӗ?
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
— Такмаксем нумай пӗлетӗн эсӗ, — тӗлӗнет хуҫа, пӗчӗк старик ӑна хирӗҫ мухтанса пакӑлтатать:— Много прибауток знаешь ты, — удивлялся хозяин, а старичок хвастливо балагурил:
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Артамонов фабрикӑри служащисем Серафимӑн вите ҫумне таянса ларнӑ пӗчӗк пӳртне «Капкӑн» тенине, Зинаидӑна «Насус» ят панине пӗлнӗ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Шурӑ абажур айӗнчи пысӑк лампа сӗтел ҫинчи чашӑк-тирӗксемпе кӗмӗл япаласене, ҫамки ҫине симӗс козырек тӑхӑннӑ пӗчӗк хӗрачан яп-яка тураса якатнӑ хурарах пуҫне сӗт тӗслӗ ҫутӑпа ҫутатса тӑрать; хӗрача умӗнче тетрадь выртать, вӑл ҫинҫе кӑранташпа ӳкерчӗксем тӑвать, хӑй амӑшӗн тикӗс те лӑпкӑн юхакан сӑмахӗсене итлеме кансӗрлемесӗр, хуллен мӑкӑртатса юрлать.