Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗлкӗрчӗ (тĕпĕ: ӗлкӗр) more information about the word form can be found here.
Ҫав япала темиҫе ҫеккундран шӑпах Маргарита пуҫӗ тӗлне лекессе тавҫӑрса илнӗ Женя хӗр ачана аяккарах тӗртсе ӗлкӗрчӗ, анчах хӑй пӑрӑнаймарӗ.

За долю секунды на глаз определив траекторию полета Женя вдруг поняла, что этот предмет через секунду упадет прямо на голову Маргарите. Все что она успела сделать, так это оттолкнуть девочку, тем самым заняв ее место.

Иккӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Ан пӑх терӗм вӗт сана аялалла, — ӑна ҫухавинчен ярса тытма ӗлкӗрчӗ Федор.

— Говорю же, не смотри вниз, — проворчал Федор, хватая ее за шиворот.

Иккӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Туссем ҫӗрлечченех пирӗн патӑрта ларчӗҫ, Кира Сивцев-Вражека кайса кӗҫӗннине ӗмӗртсе килме те ӗлкӗрчӗ, аслӑ хӗрӗпе пирӗн пата килчӗ — хӗрӗ малашне чаплӑ артистка пулма ӗмӗтлентерет.

До ночи сидели у нас друзья, и Кира уже успела съездить на Сивцев-Вражек покормить младшего и вернулась со старшей — той самой, которая в будущем подавала надежды стать знаменитой артисткой.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Юнашар дачӑна Петя йӗри-таврах сӑнаса тухма ӗлкӗрчӗ: унта симӗс газонсем, сукмаксем ҫинче вӗтӗ чул, йывӑҫсем, илемлӗ пысӑк чашкӑ ҫинчи чечек, улаланнӑ статуя, вӑрӑм усӑннӑ ҫулҫӑсем тата картина ҫыракан художник пулнӑ.

Петя уже давно успел рассмотреть во всех подробностях соседнюю дачу: ярко-зеленые газоны, гравий на дорожках, туи, статую, испещренную лиловыми кляксами тени, вазу, из которой ниспадали длинные, острые листья алоэ, и художника, пишущего пейзаж.

XLV. Ҫиле май // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Петя пӗшкӗнме аран ӗлкӗрчӗ.

Петя едва успел присесть на корточки и нагнуться.

XLV. Ҫиле май // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Шӑплӑх нумайччен тӑсӑлчӗ, ҫав вӑхӑтра ашшӗ: — Эпӗ пӗлместӗп, ӑҫта-ши полици? Мӗншӗн штабран салтаксем ямаҫҫӗ? — тесе калама та ӗлкӗрчӗ.

Тишина тянулась так долго, что отец успел проговорить: — Я не понимаю, где же, наконец, полиция? Почему из штаба не посылают солдат?

XXXIX. Аркату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Унсӑрӑн эпир нумай тытӑнса тӑраймастпӑр, — тесе хӑварма ҫеҫ ӗлкӗрчӗ вӑл.

А то не продержимся, — только успел крикнуть.

XXXVII. Бомба // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Анчах учитель те аллипе сулма ӗлкӗрчӗ.

Но преподаватель успел замахать руками.

XXVIII. Кутӑн аппа // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Старик, питне хупласа, стена патнелле пӑрӑнма ӗлкӗрчӗ.

Старик успел закрыть лицо руками и отвернуться к стенке.

XXVII. Асатте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Анчах Федя шӑлнӗ Вася, кӗске ҫанӑллӑ, йӑрӑм-йӑрӑм тӗрӗллӗ кӗпе тӑхӑннӑскер, Гаврика курсан, вӑлта хӗлӗхне сӳтме чарӑнса, хӗвеле аллисемпе хупларӗ те: — Эй, Гаврюха, нимӗн те ан хӑра, шывран лайӑхрах ярса тыт — путмӑн! — тесе кӑшкӑрма ӗлкӗрчӗ.

Но Федин брат, Вася, в полосатом тельнике с короткими рукавами, увидев Гаврика, перестал раскручивать лесу самодура и, приложив к глазам против солнца руку, успел крикнуть: — Эй, Гаврюха, ничего, не дрейфь, держись за воду — не потонешь!

XI. Гаврик // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Анчах пӗр утӑм ҫеҫ тума ӗлкӗрчӗ, кӗл чечексен пуххине ҫатӑрласа тытнӑ алли йӗппе чикнӗ чухнехи пек ыратса кайнӑран тӑпах чарӑнчӗ, ҫеҫкесем ҫул ҫине сапаланса ӳкрӗҫ.

Но не успела делать и шага, как рука, державшая букет роз, почувствовала колющую боль, как от острой иглы, и цветы рассыпались по дороге.

Кӗл чечексем // Валентина Элиме. Килти архив

Леш хура мӑйӑхлӑ пассажир ҫав ҫывӑракан ҫын ҫине тинкерсе пӑхнине Петя та курса ӗлкӗрчӗ.

Петя заметил, что усатый пассажир тоже обратил внимание на спящего.

VII. Фотографи карточки // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Такам шӗлепкине ҫил тинӗсе вӗҫтерсе кайма ӗлкӗрчӗ, вӑл пароход хыҫӗнчи хум кӑпӑкӗ ҫинче аяккалла ишсе каять.

Ветер уже успел сорвать чью-то соломенную шляпу, и она уплывала за кормой, качаясь на широкой полосе пены.

VII. Фотографи карточки // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Палламан, ҫын дилижанс пусми ҫине сикме ӗлкӗрчӗ.

Но неизвестный успел уже вскочить на подножку.

V. Таркӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑл ӗнтӗ мана ВСП-ра тӗл пулнӑшӑн савӑнчӗ те, хӑй те ман пекех аманнӑ тесе мухтанма ӗлкӗрчӗ — тем те пӗр каларӗ.

Он уже, кажется, гордился тем, что встретил меня в ВСП, что он ранен так же, как и я, и так далее.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах вӑл пӑрӑнса ӗлкӗрчӗ, мӑлатукӑм шуса унӑн пит шӑммине ҫурчӗ.

Но он отшатнулся, молоток скользнул и рассёк скулу.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах кӗрхи кӗске кун иртме те ӗлкӗрчӗ, поезда ҫитме — пайтах.

Но короткий осенний день уже кончался, а нам надо было как-нибудь добираться до поезда.

24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Эпӗ юри тӗртсе яман-ҫке ӑна… — ҫавна ҫеҫ калама ӗлкӗрчӗ Игорь.

— А я ж нечаянно упустил совсем… — успел вставить словечко Игорь.

17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ чӳречерен пӑхса тӑнине курсан, — вӑл часрах вагона васкарӗ, тепӗр самантран, бидонӗсене вырнаҫтарнӑ хыҫҫӑн, ман ҫумма пырса ларма та ӗлкӗрчӗ.

Увидев меня в окне вагона, он сейчас же побежал садиться, через минуту, разместив бидоны на полке, он уже пристроился возле меня на вагонной скамье.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Анчах Игорь ун патне Жмыревран маларах ӗлкӗрчӗ.

Однако Игорек поспел туда раньше, чем Жмырев.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed