Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӳхе the word is in our database.
ҫӳхе (тĕпĕ: ҫӳхе) more information about the word form can be found here.
Салтаксене стройпа шыв хӗррине хӑваласа пычӗҫ, вӗсем, акӑлчансен ҫӳхе шинелӗсене тӑхӑннӑскерсем, ҫыран хӗрринче сивӗпе хытӑркаса салхуллӑн тӑраҫҫӗ.

Солдат строем пригнали на берег, и они с унылым видом стояли на набережной, замерзая в своих подбитых ветром английских шинелях.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Иккӗшӗ те вӗсем сӑрӑ ҫӳхе пуставран ҫӗлетнӗ вӗр-ҫӗнӗ, ҫаннисене ҫӳлелле тавӑрнӑ шинельсем тӑхӑннӑ.

Оба они были в новеньких серых тонких суконных шинелях, с поднятыми вверх рукавами.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ҫанталӑк сивӗ пулин те, вӑл ҫуллахи ҫӳхе шинель кӑна тӑхӑннӑ.

Несмотря на мороз, он был в тонкой летней шинели.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Пӗррехинче, упӑшкишӗн ҫав тери тунсӑхласа ҫитнӗ вӑхӑтра, Шура ун патне ҫӳхе пирус хучӗ ҫине ҫыру ҫырчӗ.

Однажды, смертельно стосковавшись по мужу, Шура написала ему письмо на тонкой папиросной бумаге.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Секретарӗн ҫӳхе тутисем, кашни сӑмаха каламассеренех, хыттӑн пӑчӑртанчӗҫ, пӗр сӑмахпа тепӗр сӑмах хушшинче самантлӑха шӑпланни сӑмахсенчен те хӑрушӑрах пулса тӑчӗ.

Узкие губы секретаря плотно сжимались после каждой фразы, и мгновенное молчание, отделявшее одну фразу от другой, было страшней слое.

4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ҫакӑ кӑштах палӑракан сиккеленӳсем юлашки хут пулнине, темиҫе сехет иртсенех — вара ҫак ҫӳхе те типӗ тутасене, ҫакӑ хура куҫ тӗкӗсене нимӗн те, нимӗн те сиктерме пултарас ҫуккине пӗлнӗ Василий.

Василий знал, что эти несколько заметных движений были в последний раз, а через несколько часов — эти тонкие, сухие губы, эти черные брови не смогут больше пошевелиться.

1. «Кивви ҫӗнӗлле» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Кӑвакарса кайнӑ сӑн-пичӗ ҫинче унӑн пӑчӑртаса тытнӑ ҫӳхе тутисем тата хӗрелсе кайнӑ куҫӗсем уйрӑмах палӑраҫҫӗ.

На посеревшем лице выделялись тонкие, упрямо сжатые губы и воспаленные глаза.

10 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Семенковскин ҫӳхе тутисем тӑрӑхласа кулма хӑйсемех сарӑлса кайрӗҫ.

Тонкие губы Семенковского сами собой сложились в ироническую усмешку.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Асамлӑ та савӑнӑҫлӑ кулӑ ҫӳхе тутасем ҫинчен ҫухалма пӗлмест.

Жадная и радостная полуулыбка не сходила с узких губ.

7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Стена ҫумӗнче ансӑр кровать ларать, пӗчӗк сӗтел ҫине кӗнекесене тирпейлӗн купаласа хунӑ, чӳречене ҫӳхе ҫитса чаршавпа карнӑ — ҫаксем унӑн кӑмӑлне ҫемҫетрӗҫ.

Узкая кровать у стены, столик с аккуратными стопками книг, кисейная занавеска на окне — все умиляло его.

6. Иртен те ир пулаканни // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Унӑн ҫӳхе тутисем яланах тачӑ хупӑнса тӑраҫҫӗ, вӗсене уҫма ӑна чылаях вӑй кирлӗ пек туйӑнать.

Узкие губы его всегда были плотно стиснуты, и, казалось, чтобы раскрыть их, ему надо сделать над собой усилие.

2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Кӑштах вӑл пуҫне усса, тавраналла пӑхмасӑр ларчӗ, унтан ура ҫине тӑчӗ те хура клеенкӑран тунӑ хуплашкаллӑ ҫӳхе тетрадь илсе кӗчӗ.

Несколько мгновений просидела, наклонив голову, опустив глаза, потом поднялась, принесла тоненькую тетрадку в черном клеенчатом переплете.

1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Вӗсем ҫӳхе, кӑвак, пӗр тетрачӗн хуплашкине хура клеенкӑран тунӑ.

Они были тоненькие, синие, а одна тетрадь была в черном клеенчатом переплете.

11. «Путарман хум» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Пӗри хытканскер, вӑрӑмскер, сӑмсийӗ унӑн ӑмӑрткайӑкӑнни евӗрлӗ, шыҫмак та хура куҫне ҫӳхе куҫхупаххийӗсем витсе тӑраҫҫӗ, пуҫӗ тӗлӗрсе ларакан пысӑк кайӑкӑнни пек.

Одни был худой, высокий, голова его с орлиным носом и очень выпуклыми темными глазами, прикрытыми тонкими веками, напоминала голову большой дремлющей птицы.

11. «Путарман хум» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Вӑл ҫӳхе кӗҫҫерен тунӑ шлепкине ӗнси ҫине антарса лартрӗ, аллисене кӗсйине чикрӗ.

Он сдвинул фетровую шляпу на затылок, засунул руки в карман.

10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Пӗренене ҫиелтен пурҫӑн пек ҫӳхе сий хупласа илнӗ, аллипе хыпашласа пӑхсан, вӑл Василие ӑшӑ пек туйӑнчӗ.

Поверхность была покрыта тонкой шелковистой пленочкой и показалась Василию теплой на ощупь.

7. Пинтен те хаклӑрах // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Пуҫ тӑрринчех, кантӑк евӗр таса тӳпере, хӗвеланӑҫ ҫутипе сарӑхнӑ ҫӳхе пӗлӗт курӑнать.

Прямо над головой, на чистом, как стекло, небе лежало легкое облако, желтоватое от закатного света.

3. Вӗрен-кантра // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ку пурне те, паллӑ вӗт-ха!.. — хӑй каланине хирӗҫлеме ҫуккине туйса, вӑл ҫӳхе тутисене тӑп тытрӗ.

Это ж всякому ясно! — он поджал узкие губы с полным сознанием своей неопровержимой правоты.

2. Ирхине // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Тӑнлав шӑмми, ванса илемсӗрленнипе, черчен те ҫӳхе, мӑкӑрӑлса тӑнӑ пек туйӑнать.

Височная кость была изуродована и казалась хрупкой, тонкой, бугристой.

1. Виҫҫӗн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Сергейпе Саня амбарта сӑлӑп лартнӑ та, «Искра» хаҫатӑн ҫӳхе те ҫутӑ листисене хӑйсем умне сарса хурса, хӗрлӗ кӑранташпа туртнӑ статьине ҫырса илме тытӑннӑ.

Закрыв дверь амбара на засов, Сергей и Саня разложили перед собой тонкие, прозрачные листы «Искры» и начали переписывать статью, подчеркнутую красным карандашом.

Вӑтӑр пиллӗкмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed