Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫуртсем (тĕпĕ: ҫурт) more information about the word form can be found here.
Тӗксӗм кӑвак лапчӑк ҫуртсем шурлӑх хӗрринче пӗр ҫӗрелле кӗпӗрленнӗ те — пӗр-пӗрин ҫине хӑйсен пӗчӗк тӗксӗм куҫӗсемпе мӗскӗннӗн пӑхса лараҫҫӗ.

Серые, приплюснутые, они толпились тесной кучкой на краю болота и жалобно смотрели друг на друга маленькими тусклыми окнами.

II // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Ҫил салхуллӑн шӑхӑрса, ҫуртсем ҫинчи улӑма кӑштӑртаттарчӗ.

Ветер уныло стонал, шуршал соломой на крыше.

VI // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Ялкӑшса ҫунакан ҫуртсем тӑрринче, хура тӗтӗм мӑкӑрланса хӑпарса, таврана сарӑлать.

Черный жирный дым поднимался над горящими избами и расстилался повсюду.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Амбарсем, чиркӳсем, юр хӗвсе кайнӑ ҫуртсем кӑна курӑнаҫҫӗ.

Виднелись амбары, колокольни, занесенные снегом дома.

7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Пурте ялкӑшса ҫунать: ҫуртсем, сарайсем, блокгаузсем.

Все пылало: дома, сараи, блокгаузы.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Чугун ҫул тепӗр енче, вокзал хыҫӗнче, лутра пӗчӗк ҫуртсем, вӗтлӗхсем, чӑрӑшсем курӑнаҫҫӗ.

За путями, по другую сторону вокзала, виднелись низкие одноэтажные домишки, кусты, елки.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Атакӑна артиллери хатӗрлесе парассине кӗтсе, ҫуртсем хыҫӗнче пехота выртать.

За избами лежала пехота, дожидавшаяся артиллерийской подготовки.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Тавралӑх пурте: хӗвел те, тӳпе те, Чамовская ялӗнчи ҫуртсем те, ҫул та, куҫкӗски пек пӗр тикӗс выртакан юханшыв ҫине те ӑна халӗ кӗрен тӗслӗ курӑнса кайрӗ.

Все, что его окружало: солнце, небо, избы деревни Чамовской, дорога, неподвижный, как зеркало, речной плес, представлялось сейчас розовым.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Хӳмесем, ҫуртсем, ҫатан картасем, хурӑнсем, хуралҫӑсен кӗлеткисем хура тӗслӗн курӑнаҫҫӗ.

Чернели заборы, избы, плетни, березы, силуэты часовых.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Анлӑ юханшыв, унӑн утравӗсем, тарӑн вырӑнсемпе ӑшӑхлӑхсем, унӑн кӗрхи хумӗсем, ҫил, канонерка-буксирсен маневрӗсем, ҫынсен ушкӑнӗсем, вӗсем чупни е вут-хӗм айӗнче тӑни, снарядсем ҫурӑлни, тӗтӗм, шуҫлак е шырланлӑ ҫырансем, ялкӑшса ҫунакан ялсем, ҫунса кайнӑ вӑрман, ишӗлнӗ ҫуртсем, ҫумӑр хыҫҫӑн пур ҫӗрте те пылчӑк, атакӑна каякан пехота ури айӗнче пылчӑкпа шыв…

Широкий плес реки, ее острова, глубины, мели, ее осенние волны, ветер, маневры канонерок-буксиров, скопление людей, бегущих или стоящих под огнем, разрывы снарядов, дым, скользкие или осыпающиеся берега, пылающие деревни, сожженный лес, разбитые избы и повсюду грязь после дождя, грязь и вода под ногами идущей в атаку пехоты.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Павлин чертёж ҫине пӑхать: пемелли секторсем вырӑнне ун куҫӗ умне перекен батарейӑсем, хӗрлӗ стрелкӑсем вырӑнне — ҫар групписем, хуратнӑ тӑваткалсем вырӑнне — ялсемпе уйрӑм ҫуртсем, точкӑсемпе хӗрессем вырӑнне — армансем, чул ҫуртсем, чуркӳсем, колокольнӑсем туха-туха тӑраҫҫӗ.

Павлин смотрел на чертеж, и вместо секторов обстрела перед ним возникали действующие батареи, вместо красных стрелок — войсковые группы, вместо заштрихованных квадратиков — селения и погосты, вместо точек и крестиков — мельницы, кирпичные здания, церкви, колокольни.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Йӗркесӗр ларса тухнӑ ҫуртсем хушшинче унта ҫаврака ылтӑн тӑрӑллӑ чул чиркӳ шуррӑн курӑнать.

Среди беспорядочного скопища изб стояла белая каменная церквушка с золотыми луковками куполов.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вӑл, ҫуртсем хыҫне пытаннӑскер, юханшыва шрапнельпе илтерет.

Спрятанная где-то за домами, она осыпала плес шрапнелью.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вӑрман леш енчен чӗмсӗр сӑрӑ ҫуртсем курӑнса кайрӗҫ.

Из-за леса выглянули безмолвные серые избы.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

«Аттентив» крейсерӑн снарячӗсем вут тивертсе янӑ Исакогоркӑри ҫуртсем тахҫанах ҫунса пӗтнӗ ӗнтӗ, анчах вӗсен юлашкийӗсем халӗ те мӑкӑрланаҫҫӗ-ха.

Дома, зажженные в Исакогорке снарядами с крейсера «Аттентив», давно сгорели, но пепелища еще дымились.

7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ҫӑмӑл урапа ҫине ларса хула тӑрӑх иртсе пынӑ чух Пуль генерал хӑш-пӗр ҫуртсем ҫинче, виҫӗ тӗслӗ патша ялавӗсем хушшинче, хӗрлӗ ялавсем те ҫакӑнса тӑнине асӑрхарӗ.

Проезжая в коляске по городу, генерал Пуль заметил, что на некоторых домах среди царских трехцветных флагов виднеются и красные.

6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Шурлӑх та ҫуртсем кӑна вӗт.

Болота да избы.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Сӑртлӑх вырӑнта ҫитӗннӗ хыртан пураса лартнӑ ҫуртсем типӗ вырӑнта ҫӗршер ҫул ларма пултараҫҫӗ.

Избы, срубленные из кондовой сосны, выросшей на холмах, в бору, на сухом месте, могут стоять столетиями.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ватӑ ҫыннӑн тӑсмак сасси, салхуллӑн та шанчӑксӑррӑн чӗтресе янӑраканскер, пӗр евӗрлӗ ларса тухнӑ ҫуртсем, тусанлӑ та пушӑ вӑрӑм ҫул тата ял ҫинче мӑкӑрланса тӑракан тусан тӗтри пекех пулнӑ:

Тягучий, старческий голос дребезжал уныло и безнадежно, странно соответствуя однообразному строю домов, длинной ленте пыльной и пустынной дороги, колыхающемуся над селом мареву:

4. Фрося сӑрчӗн хӗрринче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Тӗксӗмрех чатӑр витӗр ялти сӑрӑ ҫуртсем курӑнаҫҫӗ.

За тусклой пеленой возникали серые дома деревни.

4. Фрося сӑрчӗн хӗрринче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed