Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыткӑнчӗ (тĕпĕ: ыткӑн) more information about the word form can be found here.
Вӑл Ксени патнелле ыткӑнчӗ, анчах ун сассине ытти сасӑсем хупларӗҫ.

Он бросился было к столу, за которым сидела Ксения, но голос его потонул в общем гуле.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Константин хӑвӑрт алӑк патнелле ыткӑнчӗ, ӑна яри уҫса ячӗ.

Константин поспешно бросился к двери, распахнул ее.

1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Коридор вӗҫне ҫитсен, Анохин аллипе сулчӗ те, Ксени ун патнелле ыткӑнчӗ.

Дойдя до конца коридора, Анохин помахал ей рукой, и Ксения рванулась к нему.

25 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл, йӑлтӑртатса тӑракан карлӑк ҫийӗн аллине шуҫтарса, пусмапа аялалла ыткӑнчӗ, Синевӑн йышӑну пӳлӗмӗ умӗнче ҫынсем кӗпӗрленсе тӑнине курса, каялла ҫаврӑнчӗ те, икшер картлашка урлах пусса, каялла хӑвӑрт хӑпарма пуҫларӗ.

Она кинулась вниз по лестнице, скользя рукой по отшлифованным до лоска перилам, увидела перед собой каких-то людей, толпившихся перед приемной Синева, повернула назад и снова начала быстро подниматься по лестнице, перешагивая сразу через две ступеньки.

25 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Аникей ун хыҫҫӑн ыткӑнчӗ, анчах чарӑнса тӑчӗ.

Аникей кинулся было за нею, но остановился.

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ай, епле илемлӗ, тур ҫырлах! — сасартӑк вӑрӑммӑн тӑстарса, тӗлӗнсе кайрӗ те Прасковья Васильевна, хывӑнмасӑрах пурҫӑн патнелле ыткӑнчӗ.

— Экая красотища, батюшки! — протяжно ахнула вдруг Прасковья Васильевна и бросилась, не раздеваясь, к шелку.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Йӑмӑкӗ, ухватне ӳкерсе, алӑк патнелле ыткӑнчӗ.

Сестра выронила ухват и кинулась к порогу.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Аксинья Прохортан ним вӑтанмасӑр Григорий патне ыткӑнчӗ, ӑна йывӑҫ тӑрӑх явӑнса ӳсекен вӑрман хӑмли пек мӑйран ыталаса илчӗ те, савнӑ тусне шӑртлӑ питӗнчен, сӑмсинчен, ҫамкинчен, тутинчен йӗре-йӗре чуптуса, уҫӑмсӑррӑн пӑшӑлтатрӗ, пыр тӗпӗпе ӗсӗклесе калаҫрӗ:

Не совестясь Прохора, Аксинья бросилась к Григорию, обвилась диким хмелем и, плача, целуя лоб, глаза, губы, невнятно шептала, всхлипывая:

LXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗрарӑм, вӑрӑм шалчапа пӗр еланец ҫине хӑмсарма тӑнӑскер, сасартӑках шари кӑшкӑрса ярса, шалчине аяккалла ывӑтрӗ те, ачине йӑтса, пӗтӗм вӑйпа тӑкӑрлӑк еннелле ыткӑнчӗ.

Баба, замахнувшаяся колом на одного из еланцев, вдруг вскрикнула, бросила кол, — схватив мальчонка на руки, опрометью кинулась в проулок.

LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫавӑнтах вара тӑкӑрлӑкра кӗпӗрленсе тӑнӑ ҫынсен эшкерӗ тӗрлӗ еннелле сапаланса ыткӑнчӗ.

И собравшаяся на проулке толпа брызнула врассыпную.

LIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Штокман ҫав самантрах унта ыткӑнчӗ.

Тотчас же Штокман ринулся туда.

XLIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗрлӗармеецсен чаҫӗсем ҫӗнтерсе килме пуҫласан, Григорий, вӗсем ҫапӑҫнине ҫӳллех мар сӑрт тӗми ҫинчен сӑнанӑскер, хӑйӗн учӗпе патрон урапи патӗнче тӑракан Прохор Зыкова перчеткипе сулса чӗнчӗ, утнӑ ҫӗртех йӗнер ҫине утланса ларчӗ те, тип ҫырма патӗнчен тӗпӗртеттерсе иртсе, васкавлӑ юртӑпа Гусынка хӗрринчи тӑвайкки еннелле ыткӑнчӗ.

Когда перевес начал склоняться на сторону красноармейских частей, Григорий, наблюдавший за боем с пригорка, махнул перчаткой Прохору Зыкову, стоявшему с его конем возле патронной двуколки, на ходу прыгнул в седло; обскакивая буерак, шибкой рысью направился к спуску к Гусынку.

XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Федот, шӑлӗсене шӑкӑртаттарса илсе, ҫырма тӗпӗпе анаталла, Дон аннелле ыткӑнчӗ.

Федот заклацал зубами, кинулся вниз по теклине, к Дону.

XXXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий тӑкӑрлӑк тӑрӑх, карта ҫумӗсемпе пӗшкӗнсе, Дон еннелле ыткӑнчӗ.

По проулку, пригибаясь под плетнем, Григорий кинулся к Дону.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӗр хӗрлӗармеецӗ, ҫурӑмӗ тӑмпа шуралнӑскер, тайкаланса илсе, ҫамрӑк хӗрарӑма — Христоньӑсен кӳршине — ташлама чӗнчӗ, анчах лешӗ килӗшмерӗ, пӗрмечеллӗ кӗпе аркине аллипе пуҫтарса тытса, Григорий патне ыткӑнчӗ.

Один из красноармейцев, с обеленной спиной, качнувшись, пригласил молоденькую бабенку — соседку Христони, но та отказалась и, захватив в руку сборчатый подол, перебежала к Григорию:

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ильинична, ахлатса илсе, чӳрече патне ыткӑнчӗ.

Ильинична ахнула, кинулась к окну.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл, аллапписене кӑкӑрӗ ҫумне шиклӗн те илемлӗн чӑмӑртаса тытса, самантлӑха чарӑнса тӑчӗ, кӑшкӑрса ячӗ, унтан, аллисене малалла кӑнтарса, вӗсем патне ыткӑнчӗ.

На секунду она стала, испуганным прекрасным жестом прижав к груди ладони, а потом, с криком вытянув руки, помчалась к ним.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Бунчук, ҫӗр ҫумне пӗр лӑпчӑнмасӑр тенӗ пек, кукӑр-макӑр ретсен хушшипе ыткӑнчӗ.

Бунчук, почти не прикрываясь, бегом скользил вдоль изломисто легшей цепи.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бунчук вӗсем патне ыткӑнчӗ.

Бунчук бежал к ним.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бунчук, тутисене чӗтрентерсе, ун патне ыткӑнчӗ.

Дрожа губами, Бунчук рванулся ей навстречу.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed