Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шыва (тĕпĕ: шыв) more information about the word form can be found here.
Сергей кӗсйинчен темӗнле шӑвӑҫ коробка кӑларчӗ, тӳме пекки ҫине пусрӗ те, шыва кӗлте пек ҫутӑ ӳкрӗ.

Help to translate

«Эс мана пурнӑҫа ӑнланма вӗрент» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Малтан шыва пӑтратмалла.

Help to translate

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗлип мучи, аллине ҫӗклесе, тем каларӗ те пӗр-пӗчченех кӳлӗ хӗррине пырса тӑчӗ, кукленсе ларса, аллине шыва чиксе пӑхрӗ.

Help to translate

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Акӑ, вӑл мӗнле ӗрӗхтерсе ҫитрӗ, ҫаплах шыва чавкӑнса кӗрсе кайрӗ.

Help to translate

Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӑр, ҫынсемпе сывпуллашнӑ пек, майӗпен хӑй тавра ҫаврӑнса илчӗ те шыва май юхма пуҫларӗ.

Help to translate

Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Пӗри пур та-ха кунта, — пуҫӗпе сулса кӑтартрӗ вӑл Мӑҫтук ҫинелле, — шыва кӗртместпӗр эпир ӑна.

Help to translate

Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унччен те пулмарӗ, Антун сасартӑк шартах сикрӗ: чавса тӑршшӗ пулӑ вӗсен умнех ярӑнса килчӗ, хӳрипе ҫурӑмне кӑтартса илчӗ те шыва ҫурса каялла кӗрсе кайрӗ.

Help to translate

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Энтрей хапха патне пырса хӑман пӗр вӗҫне шыва чикрӗ, ӑна хапха юпин карчӗ хушшине хӗстерсе майлаштарчӗ, унтан тепӗр вӗҫне те ҫаплах вырнаҫтарчӗ.

Help to translate

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унтан, паҫӑр хапха айӗнчен илсе тӑратнӑ хӑмана хул хушшине хӗстерсе, шыва шапӑртаттарса кӗрсе кайрӗ.

Help to translate

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шыва май йывӑҫ кӗреҫесемпе ишме те кирлӗ мар, киммине ҫеҫ чипер тытса пымалла.

Help to translate

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Урама, шыва хирӗҫ кимӗпе ишсе тухнине курсан, пурте чӗлхисене ҫыртрӗҫ, малалла мӗн пуласса кӗтрӗҫ.

Help to translate

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ачисем пӗри те пӗри шыва ҫӳп-ҫап ывӑтма пуҫларӗҫ.

Help to translate

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӳрт тӑрринче аран-аран тытӑнса тӑракан ырханкка ашшӗ шыва сирпӗнсе каясран ӑна вун ҫичӗ ҫулхи хӗрӗ Хрестук тӗкӗлесе тытнӑ.

Help to translate

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫак самантра крыльца картлашки ҫинче ларнӑ кушак ялт! ҫеҫ тӑрса малти сылтӑм урипе шыва шап! тутарчӗ те вӑрӑм чӗрнисене ҫакланнӑ шит тӑршшӗ уланкӑ пулла туртса та кӑларчӗ.

Help to translate

Пулӑ сӗрни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ун патне таҫтан хӗр ачасем чупса пычӗҫ, ун витрисенчи шыва ӑмӑртмалла сукмак айккине чашлаттарчӗҫ.

Help to translate

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Виллине вӑрмана чавса чикмен ӗнтӗ, шыва пӑрахнӑ.

Help to translate

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫынсем Мамич-Бердей ӑна вӗлерсе шыва ывӑтнӑ пуль теҫҫӗ.

Help to translate

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Арӑмӗ шыва ярса хунӑ кӑмпана ҫуса тасатма киле юлнӑччӗ.

Help to translate

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тепӗр тесен ҫакӑнта йӗтре айне пулни шыва сиксе вилнинчен лайӑхрах та.

Help to translate

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тукай тӑрна куҫӗ пек тӑрӑ шыва ытараймасӑр салтӑнчӗ, ӗхлетсе пӗве хыҫне сикрӗ, чылайччен ишсе ҫӳресен тин тумланса яла кайма хатӗрленчӗ.

Help to translate

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed