Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах вӗл чӑнкӑ ҫӗрте шуса ӳкрӗ те, кусса кайса шапа пӑттиллӗ симӗс кӳлӗне питех хытӑ шаплатса, шыва чӑмпӑрах сирпӗнтерчӗ.Но на крутом месте сорвался, покатился и с ужасным шумом и плеском шлёпнулся в пруд.
Буратино Карло ашшӗпе, Мальвинӑпа, Пьеропа тата Артемонпа пӗрле килне тавӑрӑнать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Юлашки ҫӗр утӑмне вӗсем хырӑмӗсем ҫинче шуса пычӗҫ те, самантрах иккӗшӗ те Буратино ҫине хӑпарса ларчӗҫ, ӑна хул айӗнчен ярса илсе полици уйрӑмне сӗтӗрсе кайрӗҫ.
Полицейскисем Буратинона ярса илеҫҫӗ те, ӑна тӳрре тухас майпа сӑмах та уҫтармаҫҫӗ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Шапа тӗпсакайӗнчен шуса тухрӗ те, уйӑх ҫутти ҫинче лачакасем тӑрӑх хырӑмӗпе шаплаттарса ҫӳреме пуҫларӗ.Жаба выползла из подполья, чтобы шлёпать животом по отражениям луны в лужах.
Буратино Ухмахсен Ҫӗршывне пырса лекет // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Эпӗ унпала пӗрре ирхине, Ярмаркӑналла уттарнӑ чух паллашрӑм: вӑл килхушши хапхи умӗнче сӗм пӗлми ӳсӗр хӗре извозчикӑн пролетки ҫинчен туртса антаратчӗ; ӑна ансарах ларнӑ чӑлха тӑхӑннӑ урисенчен тытса, пилӗк таран ҫарамаслантарса, вӑл ухлатса та кулкаласа, ним намӑса пӗлмесӗр турткалатчӗ, ун ӳчӗ ҫине суратчӗ; хӗрӗ, лучӑрканса пӗтнӗскер, суккӑрскер, ҫӑварне карса пӑрахса, хӑйӗн ҫемҫе те сикнӗ пек пулнӑ аллисене пуҫӗ урлӑ пӑрахса, пролетка ҫинчен шуса аннӑ чух ҫурӑмӗпе, ӗнсипе тата кӑвакарнӑ пичӗпе пролетка ларчӑкӗ ҫумне, пускӑчӗ ҫумне пыра-пыра ҫапӑнатчӗ, юлашкинчен, пуҫӗпе чулсем ҫумне сапӑнса мостовой ҫинелле ӳкрӗ.
XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Лучӑрканса пӗтнӗ Григорий пролетка ҫинчен шуса анчӗ, ҫӗре ларчӗ те куҫҫулӗ юхтарса, пире тата пӑхса тӑракансене каласа пачӗ:Григорий, измятый, растерзанный, сполз с пролетки, сел на землю и со слезами объявил нам, зрителям:
XVIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Сулахайра, ҫынсем тӑнӑ вырӑнтан пӗр икҫӗр метрта, чӑнах та пӑр пӗтӗҫсе тӑнӑ: шыв ансӑр ҫӗрте темиҫе пӑр катӑкӗ ҫыран ҫинелле шуса пынӑ та вӗсем тӑрӑх ҫырана тухма пулнӑ, анчах Сережкӑна аялтан вӑл вырӑн курӑнман, ҫав вӑхӑтрах ҫӳлтен ҫынсем кӑшкӑрнӑ, аллисемпе сулнӑ, пӑр кӗмсӗртетни ҫывхарсах пынӑ, ача ури айӗнчи пӑр сиккеленнӗ, пӑрсем хушшинчи шыв вӗресе кӑна тӑнӑ.
Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.
Комбайн малалла шуса пынӑ ҫӗртех вӑл штурвал мостикӗ ҫине хӑпарса тӑна, огнетушителе вӗҫертсе илнӗ, ӑна пӳрнисемпе шаккаса пӑхнӑ, унтан каллех ҫӗре сиксе аннӑ та, малалла чупса кайса аллине ҫӗкленӗ.
Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.
Итемсемпе капансем тавра сухаласа ҫаврӑнас пулать: вӗсем тавра «мертвое пространство» тӑвас пулать, ҫулӑм шуса каҫмалла ан пултӑр.Токи и скирды опахать: мертвую полосу сделать кругом них, чтобы огонь не подобрался.
Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.
Лайӑх пупсем «господи, владыко живота моего» вуланӑ пек калатчӗ вӑл, хӑй пукан ҫинчен шуса, аллипеле хӑй пичӗ умӗнче сулкаласа, пӗрмаях малалла тайӑлатчӗ.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Юрлакансен сассисем чарӑнса ларсан, лашасем ҫеҫен хирсенчи ирӗклӗхшӗн хуйхӑрса хашлатса илнисем тата кӗрхи каҫ уйран хуллен, ниҫта пӑрса хӑвармалла мар шуса килни илтӗнет; чӗре вара темле ахаль чухнехи пек мар кӑмӑлсемпе тулнипе ҫынсене, ҫӗре питӗ юратнипе ӳссе ҫурӑлса каяс пек туйӑнать.
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ниме те хутшӑнас килмест, итлес, ӗҫлес те килмест, ӑҫта та пулин кухнян ҫулӑ, вӗри шӑрши ҫук ҫӗрте, сулхӑнта ҫеҫ ларасчӗ, ҫав шӑппӑнрах иртекен, ывӑннӑ пурӑнӑҫ шыв сийӗпе епле шуса пынине ҫурри ҫывӑрса пӑхса ларасчӗ.
V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫунатланса кайнӑ пекех утса ҫӳреттӗм: пӗлӗт ҫинчи уйӑх пекех пӗччен ҫӳреттӗм; сан умӑнта хӑвӑн мӗлкӳ шуса пырать, юр ҫинчи ҫута пӗрчӗсене сӳнтерет, тумбӑсем, хумӗсем ҫинелле кулӑшла пыра-пыра чикӗнет.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кукаҫей ҫӗрте выртакан вут-шанкӑсене касать, манӑн касса хатӗрленӗ вутта пӗр ҫӗрелле ҫӗклесе тухмалла, анчах эпӗ вӑл сисиччен кукамай хыҫҫӑн чӑтлӑхалла кӗрсе каятӑп — кукамай йывӑҫ вуллисем хушшипе хуллен шуса пырать, шывалла чӑмнӑ пек, вӑл пӗрмай лӑсӑпа витӗннӗ ҫӗр ҫумнелле пӗшкӗнет.
III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Шурлӑхӑн йӳҫӗ шӑрши уй тӑрӑх шуса килет.
III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ача хӑмаҫ минтер пичӗ ҫинчен шуса аннӑ та, кӑвакскер, ҫап-ҫараскер, кӗҫҫе ҫинче выртать, кӗпи май патнелле хӑпарса кайнӑ, кӳпӗннӗ хырӑмӗ тата кӗсенлӗ урисем курӑнса тӑраҫҫӗ, аллисене темле пилӗкӗ айнелле чиксе хунӑ, вӑл хайне ҫӗклесе хӑпартма хӑтланнӑ темелле.
III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пӗчӗк Ястребац хыҫӗнчен хӗвел ерипен шуса тухать; уҫланкӑри йӑлтӑркка юр ҫинче ҫутӑ ҫул тӑсӑлса выртать, ун тӑрӑх сӑртсен тӗттӗм тӳпине хӗвел майӗпен хӑпарнӑ пек туйӑнать.
41 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Епле шуса ҫитнине те асӑрхамарӗ вӑл.
39 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Малалла шуса каймалла.
39 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Пыр тӗпне темле типӗ, пӗр ывӑҫ утӑ пек япала шуса улӑхрӗ те унтах ларса юлчӗ.
36 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Хӑйне хӑй вӗлерекен, погонсемсӗр офицер гимнастеркине тӑхӑннӑ, вӑрӑм ҫӳҫлӗ, ҫӑра хура сухаллӑ катмар ҫын стена тӑрӑх аялалла шуса анчӗ те револьверне аллинчен ӳкерчӗ.
36 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.