Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пуйӑс хускалса кайрӗ ӗнтӗ; Детрей вӑрттӑн ҫав паллӑсем пирки тӗшмӗртсе пушаннӑ рельссен хӗрринче чылайччен тӑчӗ, икӗ сӑмах пӑшӑлтатрӗ: «Манӑн хаклӑскерӗм».
XXIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Халӗ вӑл ҫыранпа параллель лини еннелле утать, инҫетех каятчӗ пуль, анчах пуҫӗ ҫаврӑннӑран ҫине-ҫинех чарӑнать, ҫав вӑхӑтра йывӑҫсенчен тытса чылайччен пӗр вырӑнта тӑрать.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Кӑшкӑрашу кӗтнӗччӗ, анчах вӑл ман еннелле ҫаврӑнчӗ те мана чылайччен кулса тӗсерӗ.Я ожидал криков, но он повернулся и долго смотрел на меня с улыбкой.
XXVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Хӗрарӑм шурӑ юман хӗресе икӗ аллипе ыталаса илчӗ, чылайччен тӑчӗ ҫапла.
XIV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Моряксем хӑйпе сывпуллашса утса кайнӑ хыҫҫӑн Ванюк-Иван-Джон чылайччен сӗтел хушшинчен тухаймасӑр ларчӗ.
Австралири тӗлпулу // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7553.html
Эпӗ чылайччен ҫывӑраймарӑм: кубрикра выртса шыв чӑмпӑлтатнине тата матроссем хӑрлаттарнине итлесе тӑваттӑ ҫитеспе тин ыйха путрӑм; шӑпах вахта улшӑнатчӗ.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Апатланмӑшран хӗрарӑмсен савӑнӑҫлӑ кӑшкӑравӗ янӑраса саланчӗ; унтан Синкрайт чылайччен ахӑлтатрӗ.Из столовой донесся торжествующий женский крик; потом долго хохотал Синкрайт.
XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Пурнӑҫ саккунӗн нӗрсӗр сӑнарланӑвӗпе тата вӑл манӑн чӗмпе тавлашни хушшинче эпӗ, ҫакна хам та чылайччен тӗшмӗртмесӗр, кӗтмен ҫӗртен уҫӑмлӑн тухса тӑма тивӗҫлӗ япалана шыратӑп: ӳкерчӗк е ӗҫ-пулӑм кӑшӑлне; ӗҫ-пулӑм чӑнласах явӑннӑ-пӗтӗрӗннӗ; ҫавӑн пекех вӗсене ӑс-хакӑл кӗвӗҫӗвӗ шанмасӑр пӑхни нимӗн те тӑваймасть, улӑштараймасть; ку — пирӗн юратнӑ сӑввӑн уйрӑмах тӗлӗнтерсе кисретекен тӑватӑ йӗрки евӗр.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Дегтярев ку хутсене чылайччен пӑса тӑчӗ.
Тавӑру // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7548.html
— Эсир, тен, арҫыннӑн тӳрӗ сӑмахӗсене чылайччен кӑлармӑттӑр.— Вы, может быть, долго еще не сказали бы прямых слов мужчины.
VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Хӑпартлансах кайнӑскер — Гент хӑйӗн юратнӑ ӗмӗчӗ пирки чылайччен калаҫрӗ, материкрен материке куҫрӗ, Кӑнтӑр полюсран Ҫурҫӗр полюса, сахал тӗпченӗ Полинезие, Австралин европейсемшӗн паллӑ мар варрине, сӑрт-туллӑ вӑрттӑн Тибета, питӗрӗнсе ларнӑ Японие ҫул ҫӳремелли схемӑсем кӑлара-кӑлара тӑратрӗ; вӑл никам та тӗпчемен тинӗссем, вулкансем, шыв сиккисемпе ханкӑрсем пирки калать, ӑна итленӗ май Ливингстон Гентпа пӗрле тӗнчен аслӑ та пӗчӗк вӑрттӑнлӑхӗсен хушшинче ӑнтӑлса ҫӳрет.
XVI. Аслӑ ӗмӗт // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Ыйхӑ килменнипе чылайччен йӑраланса выртрӗ, хӑйӗн планӗ пирки Ливингстонпа ӑсӗнче калаҫать, пите чӗррӗн тата; ҫавӑнпах темиҫе хут тӑрса чӗлӗм туртрӗ, ҫапах та кӗҫех ыйхӑ ӑна ҫавӑрттарчӗ те хавхасӑр, тӗлӗксӗр сӗм тӗттӗмлӗхре лӑплантарчӗ.
XV. Ливингстон // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Стэнли васкавлӑн тухрӗ те чылайччен ҫывӑрса каяймарӗ.
IX. Сӑпайлӑх урокӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Ирхине американ Селима чӗнсе кӗртсен унпа чылайччен калаҫрӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн йӗкӗт хӳшӗ-пӳртрен шухӑшлӑ та сумлӑ сӑнпа тухрӗ.
VIII. Цаупере чура // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Вӑл пуҫ тайрӗ те тухрӗ, унтан карта сулхӑнне выртса чылайччен чӗлӗм туртрӗ, кӑшкӑрашу-ҫухӑрашу илтичченех, — Бомбэйпа Мабрука карланкисене хӗрхенмесӗр, шанӑҫ пӗтнӗн такама чӗнеҫҫӗ.
VII. Зимбауэни каварҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Вӑл ӳпкин пӗтӗм вӑйӗпе сывлать, ҫакӑ шанӑҫпа кисреннӗ чӗрине хӗссе тапма кансӗрлет; тӳссе выртаймарӗ: ури ыратнинчен йӗрӗнсе, — ыратни халӗ ниме тӑман пулӑм пек, ку пысӑкрах пӗлтерӗшлӗ ытти пулӑмсене сиен кӳме вӑй ҫитереймессӗн туйӑнать, — Тиррей тӑчӗ те форточка патӗнче чылайччен чӗлӗмне паклаттарчӗ.
IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вӗсем хут таткине иккӗшӗ чылайччен тӗсесе тӗрӗслерӗҫ.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вӑл куҫӗсене хӗссе ман ҫине чылайччен пӑхса тӑчӗ, унтан тинех пистолетне усрӗ.
III. Калаҫу // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 397–404 с.
Вӑл мана ӗҫлекенсен пурин те ӑна, хуҫана, пуҫ тайса сывлӑх сунмаллине чылайччен ӑналантарчӗ.Долго толковал он мне, что все рабочие должны ему кланяться.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 382–396 с.
Эпир чылайччен тавлашрӑмӑр, пӑхатӑп та — пурте майӗпен-майӗпен тарӑхма чарӑнчӗҫ, кулма пикенчӗҫ.Мы долго спорили, и мало-помалу я увидел, что все уже не сердятся, а смеются.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 382–396 с.