Шырав
Шырав ĕçĕ:
Акӑ вӑл, ватсупнӑ, мӑнаҫлӑ тӗрӗк, фаталист; сӑхӑ та тискер пулнӑ пулас вӑл; ун ҫумӗнче — унӑн ывӑлӗ, хӗрарӑм тутисем наркӑмӑшланипе шурса кайнӑ, нӳтӗркеннӗ хӗвелтухӑҫ чечекӗ.
II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Лешӗ, типшӗм, вӑрӑм, малалла ӳпӗнсе ларнӑскер, таҫталла вӗҫсе кайма хатӗрленнӗ кайӑк пек туйӑннӑ, тискер кайӑкӑнни пек курпун сӑмсине пӑркаласа, вӑл кимӗ умӗнчи тӗттӗме хурчка куҫӗпе пӑхнӑ, пӗр аллипе руль авринчен ҫатӑрласа тытнӑ, тепринпе — йӑл кулнӑ майӑн чалӑшакан ҫӳхе тутисем ҫинчи сиккеленекен мӑйӑхӗсене турткаласа пынӑ.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Мӑнтӑркка вокзал столовӑйӗнчен тин ҫеҫ апатланса тухнӑ пулнӑ, унӑн ҫулланнӑ тутисем пиҫнӗ чие пек йӑлтӑртатса тӑнӑ.Толстый только что пообедал на вокзале, и губы его, подернутые маслом, лоснились, как спелые вишни.
Мӑнтӑрккапа ырханкка // Митта Петӗрӗ. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 11–14 стр.
Унӑн пичӗ шурса кайнӑ, тутисем чӗтреҫҫӗ.
16-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Машӑн тутисем чӗтренсе илчӗҫ.
11-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Сасартӑк йӑваш кулӑ чупса иртрӗ унӑн тутисем ҫийӗн.
XIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Олеся пичӗ сивчир чухнехи пек хӗп-хӗрлӗ ҫунса тухнӑ, хура куҫӗсем нихӑҫан пулман ҫутӑпа ялкӑшаҫҫӗ, типсе ларнӑ тутисем тарӑхуллӑн турткаланаҫҫӗ.
XIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Сасартӑк унӑн хӑмӑр пит-куҫӗ хӑрушла та йӗренчӗкле турткаланса илчӗ, вӑл вара макӑрса ячӗ: тутисем тӑсӑлчӗҫ те хӗррисемпе аялалла усӑнчӗҫ, питӗнчи мӗнпур шӑнӑрӗ карӑнса чӗтӗрерӗ, кӳҫ харшийӗсем, ҫамкине тарӑн йӗрсемпе пӗркелентерсе, ҫӳлелле ҫӗкленчӗҫ, куҫӗсенчен нихӑҫан пулман хӑвӑртлӑхпа пӑрҫа пекех шултра куҫҫуль тӑкӑнма тапратрӗ.
XIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Вӑл йывӑҫ кутӗнче чарӑнчӗ те, йӑлт шурса кӑвакарнӑскер, ҫурӑмӗпе ун вулли ҫумне тӗренчӗ, аллисем хӑйӗн кӗлетки тӑрӑх халсӑррӑн усӑннӑ, тутисем ҫинче мӗскӗн, асаплӑ кулӑ.
XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Эпӗ айккинчен Олеся ҫине хӑвӑрттӑн пӑхса илтӗм те, ун питӗнчен сӑнӗ тарнине, тутисем чӗтӗреме пуҫланине куртӑм.Мельком, сбоку я взглянул на Олесю и увидел, как сбежали краска с ее лица и как задрожали ее губы.
XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
— Ҫапла, паллах, — ҫирӗплетрӗ Обломов, унӑн аллине канва ҫинчен илсе, анчах чуптумарӗ, пӳрнисене хӑйӗн тутисем патне ҫывхартса ҫеҫ ҫирӗппӗн чӑмӑртарӗ, вӗсене вӑл чылайччен тытса тӑма шутларӗ пулас.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Захар Обломов каланине пачах ӑнланайми пулчӗ; анчах тутисем унӑн хӑй пӑлханнине пула тӑсӑлса кайрӗҫ; Обломов ӑна аслати кӗрленӗ пек ятларӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Олеся шухӑша кайрӗ, эпӗ ун тутисем мӗнле хусканкаланинчен вӑл ман сӑмахсене хӑй ӑшӗнче пӑшӑлтатнине уйарса илтӗм.Олеся задумалась, и я увидел по движению ее губ, что она повторяет мои слова.
X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Эпӗ хай ҫав унтер йышӗнчен тухнӑ кантурҫӑпа уретнике пӑхатӑп та, вӗсем хӑйсен хӗп-хӗрлӗ пысӑк аллисене мушиксен тутисем ҫумне еплерех мӑнаҫлӑхпа тӗксе панинчен тӗлӗнсе кӑна тӑратӑп…
I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Хӑйсем сисмесӗрех тутисем йӑл кулаҫҫӗ, куҫӗсем телейпе те ӗмӗтпе ҫиҫеҫҫӗ.А губы сами расплываются в улыбке, и в глазах у них счастье и мечта.
Саккӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Унӑн кӑвак пичӗ, ҫыртса хӗснӗ тутисем, ытла та йӑлтӑртатакан куҫӗсем темӗнле инкек пулнине систереҫҫӗ.
XLV. Ҫиле май // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Унӑн тулли тутисем йӗрӗнсе кулнӑ пек чалӑшрӗҫ.
XXXIX. Аркату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Унӑн тутисем пӗр сасӑсӑр хускалаҫҫӗ.
XXXIX. Аркату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Тутисем кавлеҫҫӗ, унӑн хавасланни те, пӑшӑрханни те палӑрмасть.
XXXIV. Подвалра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Тутисем ҫемҫен кавлеҫҫӗ.
XXVI. Йӗрлеҫҫӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949