Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

суккӑр the word is in our database.
суккӑр (тĕпĕ: суккӑр) more information about the word form can be found here.
— Вӑл пирӗн халлӗхе ҫавӑтакансемсӗрех ҫӳрет, суккӑр мар — тавах турра.

— Он у нас пока без поводырей ходит, слава богу — не слепой.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Суккӑр ҫын пекех пыратӑн… илсе килсе патӑр-ха.

Идешь вслепую… пущай принесет.

40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

ВКП(б) хӑвӑра ҫӗнӗ пурнӑҫ патнелле тӗртет, эсир пур, суккӑр пӑрупа пӗрех: ӑна амӑшӗ патне чӗчӗ ӗмтерме ҫавӑтса пыратӑн, вӑл пур, урисемпе тапкаланать, пуҫне пӑркалать.

Вас ВКП пихает на новую жизнь, а вы как слепой телок: его к корове под сиську ведут, а он и ногами брыкается, и головой мотает.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Темле хӑрушлӑха тимлӗн те вӑраххӑн кӗтсе тӑни сисӗм-туйӑма ыраттарса каять, вӑл выльӑхӑн суккӑр чӗрине ҫинҫе йӗпсемпе чӗрмелет.

Подозрительное ожидание опасности медленно питается чувством раздражения, оно тонкими иглами царапает слепое сердце животного.

«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.

Вӑл хӑй курни-туйнине шухӑша ҫавӑрма пултараймасть, ун чунӗ — чӗмсӗр, чӗри суккӑр.

Она не может претворять своих впечатлений в мысли, душа ее - нема и сердце - слепо.

«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.

Эрнере ултӑ кун хушши пурнӑҫ хӑй тӗллӗн йӗркеленсе пырать, эрне — вӑл тем пысӑкӑш машина, ҫынсем — ун пайӗсем, унта кашни хӑй вырӑнне пӗлет, кашниех ҫав машинӑн вараланчӑк та суккӑр пит-куҫне паллатӑп та пӗлетӗп, тесе шухӑшлать.

Шесть дней недели жизнь проста, она - огромная машина, все люди - ее части, каждый знает свое место в ней, каждый думает, что ему знакомо и понятно ее слепое, грязное лицо.

«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.

Ун сивӗ пичӗ, хӗвеле кӗтнӗ пек, ҫав хӗвел ҫути суккӑр куҫне уҫасса шаннӑн, тӗтре витӗр вӗҫсӗр-хӗрсӗр океан еннелле пӑхать.

Холодное лицо слепо смотрит сквозь туман в пустыню океана, точно бронза ждет солнца, чтобы оно оживило ее мертвые глаза.

Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.

Вӑл мана икӗ хутлӑ пысӑк ҫуртӑн картишне ертсе кӗчӗ; урапасемпе пичкесем, ещӗксемпе урлӑ-пирлӗ выртан вут-сыпписем хушшипе суккӑр ҫын пек асӑрханса иртрӗ, вара ҫурт никӗсӗнчи темле шӑтӑк умӗнче чарӑнчӗ те мана шалалла кӗме хушрӗ:

Она привела меня на двор большого, двухэтажного дома; осторожно, как слепая, прошла между телег, бочек, ящиков, рассыпанных поленниц дров, остановилась перед какой-то дырой в фундаменте и предложила мне:

Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.

Урам кӗтессинчен сасартӑк утлӑ ҫарӑн пӗр пӗчӗк ҫеҫ отрячӗ сиксе тухнӑ: учӗсем темиҫе секунда хушши хӑяймасӑр пӗр вырӑнта тапӑртатса тӑнӑ, вара сасартӑках ҫынсем ҫинелле вӗҫтерсе кӗрсе кайнӑ: темскер, этем сасси пек мар, тӗттӗм, суккӑр вӑй-хӑват тата темле, ӗмӗт татӑлса хурланнӑ евӗрлӗ япала сисӗннӗ вӗсен сассинче.

Из-за угла вдруг вывернулся небольшой конный отряд, несколько секунд лошади нерешительно топтались на месте и вдруг помчались на людей, солдаты странно завыли, заревели, и было в этом звуке что-то нечеловеческое, тёмное, слепое, непонятно близкое тоскливому отчаянию.

Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.

Ҫакнашкал «шухӑша каякансем» вырӑс ҫӗрӗ ҫинче нумайӑн, вӗсем пуринчен те ытларах телейсӗр, мӗншӗн тесен, ӑс-хакӑлӗ суккӑр пирки, вӗсене йывӑр шухӑшӗ ытларах пуснӑ.

Таких «задумавшихся» людей много в русской жизни, и все они более несчастны, чем кто-либо, потому что тяжесть их дум увеличена слепотой их ума.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Хупахри шӑв-шав, пӗр яртӑна пӗтӗҫсе, темӗнле капмар пысӑк выльӑх мӗкӗрнӗ пек янӑраса тӑчӗ; ҫӗр тӗрлӗ сасӑ кӑларма пултаракан выльӑх, шӑртланса, суккӑр пек асапланса, ҫак чул шӑтӑкран тухма тӑрӑшать пек, анчах ирӗке тухма ҫулне тупаймасть пек туйӑнать…

Шум в трактире сливался в одну ноту, и казалось, что это рычит какое-то огромное животное, оно, обладая сотней разнообразных голосов, раздраженно, слепо рвется вон из этой каменной ямы и не находит выхода на волю…

I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

— Юрату туслӑх чухлех тишкерӳллӗ маррине эпӗ пӗлетӗп, — терӗ Штольц, — юратан ҫын суккӑр, вӑл тивӗҫлипе мар, ахальтен ҫеҫ юратать.

— Я знаю, что любовь менее взыскательна, нежели дружба, — сказал он, — она даже часто слепа, любят не за заслуги — всё так.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫав вӑхӑтрах тата — ытла телӗнмелле-ҫке ку! — ман пуҫра, лаша ури тӑпӑртатнӑ ҫемӗпе килтерсе, суккӑр лирникӑн сӑмсапа нӑрлакан пӑсӑк сасси чӗтреме те чарӑнмарӗ:

И в то же время — как это странно! — у меня в голове не переставал дрожать, в такт с лошадиным топотом, гнусавый, разбитый голос слепого лирника:

XIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Арҫынсемпе хӗрарӑмсем, ҫирӗм ҫын та пулӗ, карта сулхӑнне ушкӑнпа кӗпӗрленсе ларнӑ та суккӑр лирнике хупӑрласа илнӗ, лешӗ юрлать, чӗтӗрекен, сӑмса витӗр нӑрӑлтатса тухакан ҫинҫерех сасси унӑн, пӗрешкел нӑйӑлтатса янракан инструменчӗ пулӑшса пынӑ май, йышлӑ халӑхӑн тӑтӑш сӗрлекен шавӗнче те яр-уҫҫӑн уйрӑлса тӑрать.

В тени забора густая кучка, человек в двадцать мужиков и баб, тесно обсела слепого лирника, и его дрожащий, гнусавый тенор, сопровождаемый звенящим монотонным жужжанием инструмента, резко выделялся из сплошного гула толпы.

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Тӗнчери ытти япаласемшӗн вӑл суккӑр та, хӑлхасӑр та, чӗлхесӗр те.

И слеп, и глух, и нем для всего остального в мире.

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫапла вӗсем, суккӑр ҫынна ертсе пынӑ пек, пӑлханнӑ хула урлӑ тинӗс патнелле утрӗҫ — ачи малта, аслашшӗ ун хыҫӗнчен пырать.

Они потихонечку пошли через возбужденный город к морю, как слепой с поводырем: мальчик впереди, дедушка несколько сзади.

XXXIV. Подвалра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Икӗ утӑмран нимӗн те курӑнмасть: Хӑрушӑ, суккӑр каҫ ҫывхарать — унтан ҫӗрле пулать.

В двух шагах ничего не было видно: наступал страшный слепой вечер, потом — ночь.

XXXII. Тӗтре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Унтан матрос пичке патнелле туртӑнчӗ, суккӑр ҫын пек ӑна хыпашласа тупрӗ, вара, шӑлӗсемпе шаккаса, аран ӗҫсе тӑранчӗ.

Потом матрос потянулся к бочоночку, нашарил его в потемках, как слепой, и, стуча зубами по дубовой клепке, кое-как напился.

XV. Кимӗ тинӗсре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

«Св. Мария» шхуни ҫыннисем хашлата-хашлата сывласа, суккӑр пулас мар тесе куҫӗсене хупса йывӑррӑн иртнӗ ҫула, эпӗ, ача чухнехи куҫа йӑмӑхтаракан тӗлӗкри пек аса илсе, ҫур градусран та ытла йӑнӑшмасӑр хут ҫинче туса кӑтартмастӑмччӗ-и вара?

Разве не чертил с точностью до полуградуса маршрут, по которому, как в детском ослепительном сне, прошли люди со шхуны «Св. Мария» — прошли, тяжело дыша, с закрытыми, чтобы не ослепнуть, глазами?

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Петя, хурланса, аллисемпе куҫӗсене сӑтӑркаларӗ, ҫавӑнтах вӑл йывӑррӑн анасласа илчӗ, ыйхӑланнипе, хӑйӗн кровачӗ патне аран сӗтӗрӗнсе ҫитрӗ те, куҫне уҫаймасӑр, суккӑр пек, матроскине хывма тытӑнчӗ.

Петя горестно потер кулаками глаза, и вдруг его одолела такая страшная зевота, что он с трудом дотащился до своей кровати и, не в состоянии разлепить глаза, начал, как слепой, стаскивать матроску.

X. Килте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed