Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

патшана (тĕпĕ: патша) more information about the word form can be found here.
1. Иерусалимра пурӑнакансем ун вырӑнне Охозияна, унӑн кӗҫӗн ывӑлне, патшана лартнӑ, мӗншӗн тесессӗн аслӑ ывӑлӗсене Арави ҫыннисемпе пӗрле тапӑра тапӑннӑ эшкер вӗлерсе тухнӑ пулнӑ, — вара Охозия, Иорам ывӑлӗ, Иудея патшине ларнӑ.

1. И поставили царем жители Иерусалима Охозию, меньшего сына его, вместо него, так как всех старших избило полчище, приходившее с Аравитянами к стану, - и воцарился Охозия, сын Иорама, царя Иудейского.

2 Ҫулс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Патшана ларнӑ чухне вӑл вӑтӑр иккӗре пулнӑ, Иерусалимра сакӑр ҫул хушши патшара ларнӑ.

20. Тридцати двух лет был он, когда воцарился, и восемь лет царствовал в Иерусалиме,

2 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Патшана ларнӑ чухне вӑл вӑтӑр иккӗре пулнӑ, Иерусалимра сакӑр ҫул хушши патшара ларнӑ; 6. хӑйӗн арӑмӗ Ахав хӗрӗ пулнӑ май вӑл та, Ахав килӗ пек, Израиль патшисен ҫулӗпе ҫӳренӗ, Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ.

5. Тридцати двух лет был Иорам, когда воцарился, и восемь лет царствовал в Иерусалиме; 6. и ходил он путем царей Израильских, как поступал дом Ахавов, потому что дочь Ахава была женою его, - и делал он неугодное в очах Господних.

2 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Иорам ӗнтӗ ашшӗ вырӑнне патшана ларнӑ та ҫирӗпленсе ҫитнӗ, вара хӑйӗн пӗртӑванӗсене пӗтӗмпех хӗҫпе касса вӗлерсе тухнӑ, вӑл тата Израилӗн хӑш-пӗр улпучӗсене те тӗп тунӑ.

4. И вступил Иорам на царство отца своего и утвердился, и умертвил всех братьев своих мечом и также некоторых из князей Израилевых.

2 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ, Иорам, ларнӑ.

И воцарился Иорам, сын его, вместо него.

2 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

31. Иосафат Иудейӑра патшара ҫапла ларнӑ: патшана ларнӑ чухне вӑл вӑтӑр пиллӗкре пулнӑ, Иерусалимра ҫирӗм пилӗк ҫул хушши патшара ларнӑ.

31. Так царствовал Иосафат над Иудеею: тридцати пяти лет он был, когда воцарился, и двадцать пять лет царствовал в Иерусалиме.

2 Ҫулс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Ииуй — Анания ывӑлӗ, витӗркуран — ӑна хирӗҫ тухнӑ, вӑл Иосафат патшана каланӑ: йӗркесӗр ҫынна пулӑшмаллахчӗ-и санӑн, Ҫӳлхуҫана курайманнисене юратмаллахчӗ-и? Ҫакӑншӑн Ҫӳлхуҫа сана ҫилленет.

2. И выступил навстречу ему Ииуй, сын Анании, прозорливец, и сказал царю Иосафату: следовало ли тебе помогать нечестивцу и любить ненавидящих Господа? За это на тебя гнев от лица Господня.

2 Ҫулс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Михее чӗнме янӑ ҫын ӑна каланӑ: акӑ пророксем пурте пӗр сасӑллӑн патшана ырӑ пуласса шантарса калаҫҫӗ; санӑн сӑмаху та вӗсенӗн сӑмахӗпе килӗшӳллӗ пулинччӗ: эсӗ те ырӑ каласам, тенӗ.

12. Посланный, который пошел позвать Михея, говорил ему: вот, пророки единогласно предрекают доброе царю; пусть бы и твое слово было такое же, как каждого из них: изреки и ты доброе.

2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Ҫаксем ӗнтӗ, Иосафат пӗтӗм Иудейӑри тӗреклӗлетнӗ хуласенче вырӑнаҫтарса тухнисемсӗр пуҫне, патшана ӗҫлесе тӑнӑ ҫынсем.

19. Вот служившие царю, сверх тех, которых расставил царь в укрепленных городах по всей Иудее.

2 Ҫулс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Аса вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ, Иосафат, ларнӑ; вӑл израильсене хирӗҫ вӑй пухнӑ, тӗрек илсе ҫитнӗ.

1. И воцарился Иосафат, сын его, вместо него; и укрепился он против Израильтян.

2 Ҫулс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Венадад ӗнтӗ Аса патшана итленӗ, хӑйӗн ҫарпуҫӗсене Израиль хулисене хирӗҫ кӑларса янӑ, лешӗсем вара Ийон, Дан, Авелмаим хулисене тата Неффалим хулисенчи сыхлӑх пурлӑха пӗтӗмпех ҫаратса тухнӑ.

4. И послушался Венадад царя Асы и послал военачальников, которые были у него, против городов Израильских, и они опустошили Ийон и Дан и Авелмаим и все запасы в городах Неффалимовых.

2 Ҫулс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Аса патшана ларнӑранпа вӑтӑр пиллӗкӗмӗш ҫул ҫитиччен те вӑрҫӑ пулман.

19. И не было войны до тридцать пятого года царствования Асы.

2 Ҫулс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ, Аса, ларнӑ.

И воцарился Аса, сын его, вместо него.

2 Ҫулс 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ, Авия, ларнӑ.

И воцарился Авия, сын его, вместо него.

2 Ҫулс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Патшана ларнӑ чухне вӑл хӗрӗх пӗр ҫулта пулнӑ; вара вӑл Иерусалимра, — Турӑ Хӑйӗн ячӗ унта тӑтӑр тесе израильсен мӗнпур йӑхӗнчен суйласа илнӗ хулара, — вунҫичӗ ҫул патшара ларнӑ.

Сорок один год было Ровоаму, когда он воцарился, и семнадцать лет царствовал в Иерусалиме, в городе, который из всех колен Израилевых избрал Господь, чтобы там пребывало имя Его.

2 Ҫулс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Мааха ывӑлне Авияна вӑл тӑванӗсен пуҫлӑхӗ туса хунӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл ӑна патшана лартасшӑн пулнӑ.

22. И поставил Ровоам Авию, сына Маахи, главою [и] князем над братьями его, потому что хотел воцарить его.

2 Ҫулс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Ровоам ӗнтӗ Сихем хулине кайнӑ, мӗншӗн тесессӗн ӑна патшана лартма пӗтӗм Израиль халӑхӗ Сихеме пуҫтарӑннӑ пулнӑ.

1. И пошел Ровоам в Сихем, потому что в Сихем сошлись все Израильтяне, чтобы поставить его царем.

2 Ҫулс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Унӑн вырӑнне патшана ун ывӑлӗ Ровоам ларнӑ.

И воцарился Ровоам, сын его, вместо него.

2 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Соломон патша Савея ҫӗрӗн майра патшине лешӗ мӗн кӑмӑлланине, мӗн ыйтнине пӗтӗмпех панӑ; вӑл ӑна хӑй патшана парнеленинчен те ытларах парнеленӗ.

12. Царь же Соломон дал царице Савской все, чего она желала и чего она просила, кроме таких вещей, какие она привезла царю.

2 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Вара вӑл патшана ҫӗр ҫирӗм талант ылтӑн, темӗн чухлӗ ырӑ шӑршӑлӑх, хаклӑ йышши чул парнеленӗ; Соломон патшана унччен никам та Савея ҫӗрӗн майра патши парнеленӗ чухлӗ ырӑ шӑршӑлӑх парнелемен пулнӑ.

9. И подарила она царю сто двадцать талантов золота и великое множество благовоний и драгоценных камней; и не бывало таких благовоний, какие подарила царица Савская царю Соломону.

2 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed