Шырав
Шырав ĕçĕ:
Епле вӑл, йӗре-йӗре, эп айӑпа кӗни ҫинчен калатчӗ, мӗншӗн тесен капитан ҫырӑвӗнче сӑмах Николай Антоныч ҫинчен пыман имӗш, темле фон-Вышимирский ҫинчен пынӑ пулать.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ урапа ҫинчен сиксе антӑм та пӗррех янлаттарса ятӑм ӑна хӑлха урлӑ (айӑпа кӗтӗм, виноват), вара хамах рогаткӑна парса хутӑм.Я выскочил из телеги, треснул его (виноват) в ухо и сам отодвинул рогатку.
Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Ҫак ҫын ӗнтӗ халӗ Катьӑна, пуриншӗн те айӑпа кӗртет, ӑна хӑйӗн амӑшне вӗлернӗ, вӑл унан ҫӗр ҫинчи пӗртен-пӗр савӑнӑҫне туртса илнӗ, тесе ӗнентерме тӑрӑшать.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Халӗ ӗнтӗ вӑл мӗншӗн унашкал хӑтланни маншӑн паллӑ: Николай Антоныч пур айӑпа ман ҫине йӑвантарнӑ иккен, ҫакна Катя ӗненнӗ иккен.Теперь мне было ясно, почему она сделала это: Николай Антоныч уверил ее, что я во всем виноват.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ хам ҫири айӑпа кирек-мӗнле вӑхӑтра та сирме пултарасса ӗненнӗскер, ку ӗҫӗн чӑн енӗсене пӗлсе, ҫак хӗн хурӑн айӑпне вӑл пӗтӗмпех хӑй ҫине илнӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Манӑн малтанхи шухӑшӑм ҫирӗпленсе ҫитрӗ, судьясем манран эпӗ Швабрин каланине хирӗҫ мӗн калама пултарасси ҫинчен ыйтсассӑн, эпӗ хам ҫинчен айӑпа сирсе ярас тӗлӗшпе малтан каласа панисӗр пуҫне урӑх сӑмахӑм ҫукки ҫинчен каларӑм.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Эпӗ, гварди офицерӗн сӑмаххипе пите хытӑ кӳренсе, хӗрсе кайсах хам айӑпа сирме тытӑнтӑм.Я был глубоко оскорблен словами гвардейского офицера и с жаром начал свое оправдание.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Эпӗ ӑна лӑпкӑн — кирек-мӗнле айӑпласан та, эпӗ таса чӗререн каласа парса, ҫав айӑпа сирме шанни ҫинчен каласа патӑм.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
— Пӗррелӗхе каҫаратӑп сана, анчах та асту, ӑҫта та пулин тепӗр хут айӑпа кӗрсессӗн, ку ӗҫ те асра пулать, — терӗ вӑл Швабрина.
Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Мӗнпе айӑпа кӗтӗн-ха эсӗ ун умӗнче? — терӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Эпӗ вара хама Катя умӗнче ҫав тери айӑпа кӗнӗ пӗк шутласа сӗтел патне таврӑнтӑм.и я вернулся к столику с таким чувством, как будто я очень виноват перед ней.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ Достоевский шкулӗнче, айӑпа кӗнисенчен те, унашкал сӑмахсене илтмен.Я даже в школе Достоевского, от дефективных, таких вещей не слышал.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Енчен, Лихо вӑл айӑпа ман ҫинчен илнӗ пулсан, ун ҫинчен калаҫма та кирлӗ мар, тесе шутланӑ пулӗ эпӗ.Должно быть, я считал, что раз Лихо снял это обвинение, нечего о нем и говорить.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хӑех вара вунӑ ҫул иртсе кайнӑ тесе Даша инке ҫинчен айӑпа сирсе пӑрахрӗ.и находил для нее только одно оправдание — десятилетнюю давность.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӗлетӗп, вӑл хӑйне тӳрре кӑларма тӑрӑшӗ, тен, мӗнпур айӑпа ман ҫине йӑвантарӗ, ҫакна сана ӗнентерӗ те.Я знаю, он будет оправдываться, пожалуй, сумеет убедить тебя, что я один во всем виноват.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ мӗн айӑпа кӗтӗм-ши?
13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ӑна эпӗ пӗтӗм айӑпа хам ҫине илни килӗшнӗ иккен, гремучий газ ҫинчен каламасӑрах хӑтӑлни те кӑмӑлне кайнӑ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Айӑплӑ ҫын хӑйӗн айӑпӗ ҫинчен хӑех каласа кӑтартни унӑн ӗҫӗсене тӗппех палӑртса пама питӗ кирлӗ, тесе шутланӑ, —вӑл вырӑнсӑр шухӑш ҫеҫ мар, вӑл тата чӑн-чӑн суд ӗҫне хирӗҫле япала пулса тӑрать: мӗншӗн тесен, айӑпланаканӗ айӑпа йышӑнманни — вӑл айӑплӑ маррине кӑтартакан доказательство пулмасть пулсан, айӑпа хӑй ҫине илни пушшех те вӑл айӑплине кӑтартса памалли доказательство мар.
Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Пӗрре прачка Палашка, мӑнтӑр та шатра питлӗ хӗр, тата ӗне пӑхакан Кулине, хӑрах куҫлӑскер, пӗрле шут туса, иккӗшӗ те пӗр вӑхӑтрах анне ури умне ӳкнӗ те, хӑйсем ҫирӗп тӑма пултараймасӑр айӑпа кӗнӗшӗн ӳкӗнсе, хӑйсене мусье илӗртсе улталани ҫинчен йӗре-йӗре каласа панӑ.
Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Манӑн айӑпа пула анне пӗр ҫул хушши пуҫтарса туяннӑ вӗр-ҫӗнӗ пустав пальтопа сутса ятӑмӑр, манӑн айӑпа пула аннен присутствие ҫӳреме, чӗтренсе тухакан сассипе калаҫма, вӑрӑм та хытанка пӳрнеллӗ, куҫлӑх тытнӑ куҫа курӑнман ҫын умӗнче пуҫ тайма тивет…
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951