Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑях пуснӑ ҫавра кӳлӗрен тӑп-тӑрӑ шыв йӑлтӑртатса выртать.
XXXI. Йӗпетнӗ ҫул // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Кутлӑх-йӗнерчӗкӗсенчен кӗрен те симӗс, хӗрлӗ ярапасем анаҫҫӗ; ҫунине ҫӑварни умӗн ҫеҫ хурапа сӑрланӑ курӑнать, ҫаплах йӑлтӑртатса тӑрать, шурӑ ӳречисем кӗмӗлпе тыттарнӑ пек илемлӗ.
XIX. Каҫхи сасӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Вӑл ҫӳллӗ ҫын, урисем тӑсмака, утасса талпӑнса утать, вӑрӑм аллисене ҫурма авӑнчӑкрах тытать — халь-халь мӗнле те пулин шатраллӑ ҫамкине лаппипе тенӗ пек куҫ харши пуснӑ та, арпалӑхран тинкерсе пӑхнӑ пек хура куҫӗ ҫеҫ йӑлтӑртатса пӑхать.
XVIII. Харсӑр алӑсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Шерккей, питшӑллине ун-кун пӑхкаласа, чӗнтӗрӗпе кӑна шӑлӑнам пек турӗ, мӑйӑхӗ те, тӑнлавӗ ҫинчи ҫӳҫӗ те йӗпеннипе ҫаплах йӑлтӑртатса тӑчӗ.
XII. Кӗтмен пӑтӑрмах // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Кашни юр пӗрчи ҫинчех хӗвел ҫути йӑлтӑртатса илет.
Улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Хӗрарӑмӑн аллинче лакпа витнӗ хура сумка йӑлтӑртатса тӑна.
4. Вӑрлани // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Хыҫалта, тӳпе ҫинче, ҫутӑсем йӑлтӑртатса курӑннӑ.Сзади на горизонте видны были зарева пожаров и какие-то вспышки.
1. Вӑрттӑн вӗлерни // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Хӗвел ҫап-ҫутӑ ҫутатать, урамри юр асамат кӗперри тӗслӗ ҫутӑсемпе йӑлтӑртатса выртать, ура айӗнче кӑчӑртатса ҫеҫ пырать.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Нумайӑшӗ капюшонӗсене хывса хыҫалалла янӑ, ҫавӑнпа та шлемӗсем ҫинчи пилӗк кӗтеслӗ ҫӑлтӑрӗсем йӑлтӑртатса ҫеҫ пыраҫҫӗ.У многих были откинуты капюшоны, и красные звезды сияли всей своей пятиконечной остротой.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Горницӑна типтерлӗ тасатнӑ, йӑлтӑртатса тӑракан таса урайне половиксем сарнӑ.Горница была чисто прибрана, половики разостланы на сияющем чистотой полу.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Дели хӑй патне пынӑ слон ҫурисене хобочӗпе ачашласа илчӗ, унӑн пӗчӗк ырӑ куҫӗсем кӑмӑллӑн, савӑнӑҫлӑн йӑлтӑртатса пӑхма пуҫларӗҫ.
Кӳрши хӑй кӑмӑлне улӑштарать // Феодосия Ишетер. Баруздин С. А. Равипе Шаши: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 44 с.
Ункисем тӗлӗнче виҫеллӗн, пӗр евӗрлӗн шаккаса пыракан кӗсменсем темиҫе самантлӑха шыва путаҫҫӗ, унтан кӗсменҫӗсем вӗсене шывран пӗр харӑсах туртса кӑларсан, каллех хӗвел ҫинче йӑлтӑртатса илеҫҫӗ.
Америкӑна кайни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Стена ҫумне ҫапӑнса каялла сирпӗнекен пӑхӑр тӳммесем сывлӑшра епле вӗлтлетсе илнине, епле вӗсем, хӗвел ҫутти ҫинче йӑлтӑртатса, тусанлӑ ҫемҫе ҫӗр ҫине ӳкнине, ҫав тӳммесем епле самантрах тусанпа витӗнсе выртнине вӑл пӑхса сӑнаса ларать; вара, ирӗксӗрех хире-хирӗҫле ӗҫсене танлаштарни, — Абрамка патӗнче мӗн пулнипе кунта мӗн пулса иртнине танлаштарса пӑхни ӑна йывӑр тӗтре пек пусса хурать.
Тара панӑ картишӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Ҫав купасем тӗссӗрӗн, тусанлӑн курӑнса выртнӑ, хӗвел ҫинче унта асамат кӗперӗн пур тӗрлӗ тӗспе те йӑлтӑртатса тӑракан кантӑк ванчӑкӗсем ҫиҫнине курсанах ача-пӑча чӗри савӑнса каять.
Тара панӑ картишӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Тёма умӗнче, сӗм тӗттӗмлӗхӗн тӗпсӗр тарӑнӑшӗнче, темле инҫе панорамӑн хӗсӗк те тарӑн ҫурӑкӗ пек ҫутӑ, ҫемҫен йӑлкӑшса илчӗ; ҫурри ҫӗрсе кайнӑ пусӑ пурин пӗренисем пур енчен те лӑках мӑкланнӑ; вӗсен лӑймакаллӑ та шӑршлӑ ҫийӗ тӗкӗр пек йӑлтӑртатса ҫуталать.
Кивӗ пусӑ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Ҫӗнӗ коньки куҫа ҫисе, йӑлтӑртатса тӑрать.
Пӑрлак вӑхӑтӗнче // Лина Агеносова. Ванаг, Юлий Петрович. Пӗчӗк Микинӗн пысӑк ӗҫӗсем: [калавсем] / Ю. П. Ванаг. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 32 с. — 27–29 с.
Каҫхине, магазинсем умӗнче хунарсем ҫунма пуҫласан, вӑл пӗр пысӑк витрина умӗнче чарӑнса тӑрать: унта хаклӑ ҫи-пуҫпа эрешсем йӑлтӑртатса выртаҫҫӗ; вӑл акӑш тӗкӗпе хӑнтӑрланӑ кӑвак атлас пушмака чылайччен ытарайми сӑнаса тӑрать.
Ылтӑн пуҫ мимиллӗ ҫын // Александр Артемьев. Тӑван Атӑл. 1960, 3№ — 71–72 с.
Унӑн тути хулӑн, шӑлӗсем шултра, аллисем хура ӗҫре ӗҫлекен рабочисенни пек пысӑк, куҫӗсем йӑлтӑртатса тӑнӑ; куҫхаршисем хаяррӑн пӗркеленнӗ, анчах ҫӑварӗ вӑл ырӑ ҫын пулнине палӑртнӑ.
I. Виҫҫӗн // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Черешня пӗрнесенче хӗвел ҫутипе йӑлтӑртатса тӑрать…
40 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Поезд каҫхи тӗттӗмелле вӗҫтерет, йӑлтӑртатса пыракан хура пӑравус ҫухрӑм хыҫҫӑн ҫухрӑм тӑвать, хӑй хыҫҫӑн вагонсем йӗркине илсе пырать.
40 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.