Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫӗре (тĕпĕ: ҫӗр) more information about the word form can be found here.
Темӗнле вӑй ӑна ун ҫинех пӑхтарать, ҫавӑнпа та вӑл, хӑйӗнчен юлташӗсем кулаҫҫӗ пулин те, ҫӗре куҫӗсемпе сӑнаса пырать.

Это было сильнее его, и он не мог заставить себя не шарить глазами по земле, несмотря на насмешки своих спутников.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫӗре чакалама, ӑна ӗҫлесе кайран хӑвӑн вӑюсен тухӑҫне пуҫтарса илме авантарах.

Отрадно вскопать землю, обработать её и потом собрать плоды своих трудов.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫак минутра фургон чугун ҫул урлӑ каҫса каймалли ҫӗре ҫитрӗ.

В эту минуту фургон подъехал к переезду через полотно железной дороги.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Карлсбрукра пӗр банк пур, суд ҫурчӗ, пасар, пӗр шкул, пӗр чиркӳ тата пурте пӗр манире килекен чул ҫуртсем ҫӗре яхӑн.

В Карлсбруке был банк, здание суда, рынок, одна школа, одна церковь и около сотни совершенно одинаковых кирпичных домов.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Гленарван, ҫитес ҫӗре часрах ҫитме хыпаланакан этем, пӑртак чарӑнса тӑрассипе те килӗшмест.

Гленарван, который жадно стремился к цели, не мирился даже с малейшей задержкой.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Хӗвел тухнӑ ҫӗре экспедицин ҫыннисем пурте ура ҫине тӑчӗҫ.

Восход солнца застал всех участников экспедиции уже на ногах.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Темиҫе минут иртнӗ ҫӗре пурте канлӗ ҫывӑрчӗҫ, пӗр кайӑкла сехет анчах камед йывӑҫҫин ҫулҫисемпе витӗнсе каҫӑн шӑплӑхӗпе ҫекундсене шутлать.

Через несколько минут все спокойно спали, и только птица-часы, укрывшись в листве камедного дерева, отсчитывала секунды в ночной тишине.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Хӑҫан та пулин пӗр-пӗр ҫулҫӳревҫӗ ҫавӑнти ҫӗре ҫитсе кӑтартнӑ тӗлтен чавса пӑхсан, унта вӑл шӑвӑҫ коробкӑра пӗр документа тупӗ.

И если когда-нибудь путешественник разроет землю в указанном месте, он найдёт там жестяную коробку с документом.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Йывӑҫ хуппи ҫине вӑл: «Ҫӗре кӑнтӑр енчен пӗр фут виҫсе ил те чав», тесе ҫырса хӑварнӑ.

На коре дерева он вырезал следующие, слова: «Рой землю с южной стороны, на расстоянии фута».

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Анчах ҫӗре ытлашши лачакаллӑ пулнӑ, лашасем ун ҫинчен кайма пултарайман.

Но почва была слишком топкой, и лошади не смогли бы идти по ней.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— А, Стюарт? — тесе пӑхрӗ Гленарван, калаҫӑва урӑх ҫӗре пуҫарас тесе.

— А Стюарт? — спросил Гленарван, чтобы переменить тему разговора.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӑл тавӑрӑннӑ ҫӗре Уяльс та ҫавӑн пекех вилӗ пулнӑ.

Когда он вернулся, Уильс также был мёртв.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Кун хыҫӗнчен пӗр ҫӗре пӗрлешсе отряд кӑнтӑралла, Купер-Кирк ҫыранӗсем патне малтан килнӗ ҫулпах кайнӑ.

Затем воссоединённый отряд направился на юг, к Купер-Крику, по уже пройденной дороге.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Урисен айӗнче ҫӗре ҫухатнӑ вӑкӑрсем фургона хӑйсемпе сӗтӗрсе, айӑккине сиксе ӳкрӗҫ.

Быки, потеряв почву под ногами, бросились в сторону от брода, увлекая за собой фургон.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Шыва курсассӑнах такасем тӗрлӗ ҫӗре саланса пӗтеҫҫӗ.

Бараны разбегались в разные стороны, едва завидя воду.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Взводсемпе батальонсем тата полксем пӗрре пӗр ҫӗре пуҫтарӑнса арпашӑнаҫҫӗ; тепре пӗринчен пӗри таҫта аякка юлса сапаланса пӗтеҫҫӗ те, вара тивӗҫлӗ йӗркесене майлаштарса ҫитериччен питӗ нумай вӑхӑт иртет.

Взводы, батальоны и полки то смешивались в одну кучу, то удалялись друг от друга на большое расстояние, и требовалось очень много времени, чтобы восстановить должный порядок.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Выльӑхсем ҫулпа канлӗн утаҫҫӗ, ӗҫес-ҫиес килсен — пурте ҫаран ҫинче, каҫ пулсан ҫывӑраҫҫӗ, кӑнтӑрла чӗнсессӗнех пӗр ҫӗре пуҫтарӑнаҫҫӗ, вара каллех ҫул ҫине тухаҫҫӗ.

Животные спокойно шли по дороге, утоляя жажду и голод на пастбищах, ночью спали, днём послушно собирались по зову и снова выступали в путь.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Каҫ пулса ҫитнӗ ҫӗре ҫирӗм пилӗк миль кайсан, отряд Шурӑ кӳлӗн хӗррине ҫитсе канма чарӑнчӗ.

К вечеру маленький отряд прошёл двадцать пять миль и сделал привал у берегов Белого озера.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Юлашкинчен, уйрӑм-уйрӑм ешӗл вырӑнсем пӗр ҫӗре пӗрлешрӗҫ, тӗмӗсем вырӑнӗнче йывӑҫсем пуҫланчӗҫ, вара ҫулҫӳревҫӗсене Австралин пирвайхи вӑрманӗпе паллашма тӳр килчӗ.

Наконец отдельные группы зелени слились в один массив, кустарники уступили место деревьям, и путешественники ознакомились с первым образчиком австралийских лесов.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Лӑпкӑ океанӑн ҫакӑнти ҫӗрӗсенчен Англи аллинче тӑраканнисене пӗр ҫӗре пӗрлештерсе Австралиази теҫҫӗ.

Совокупность английских владений в этой части Тихого океана именуется Австралазией.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed