Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пӗчӗк the word is in our database.
Пӗчӗк (тĕпĕ: пӗчӗк) more information about the word form can be found here.
Васильев унӑн пӗчӗк аллине питҫӑмартийӗ ҫумне чӑмӑртарӗ.

Васильев взял ее маленькую ладонь и прижал к щеке.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Халӗ вӑл туять: унӑн ӗҫӗн пӗр пайӗ, пӗчӗк пайӗ те пулин, унта, шыв айӗнчи ҫуртра — Васильевӑн «фантазилле ҫӑмӑлттайлӑхӗнче» тӑрса юлчӗ.

Теперь она чувствовала, что какая-то, пусть даже маленькая частичка ее труда осталось там, в подводном доме — «фантастической затее» Васильева.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Вӑл кнопкӑна пусрӗ те, хӗсӗк клеткӑран тухнӑ пекех, пӗчӗк коробкӑран ирӗке икӗ сасӑ сиксе тухрӗҫ, вӗсем пӗрне-пӗри пӳлсех пӗр-пӗринпе тавлашаҫҫӗ.

Он нажал кнопку, и из коробочки, будто из тесной клетки, вырвались на свободу два голоса: они спорили и перебивали друг друга.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Унӑн пичӗ ҫинче портьера хушӑкӗнчен кӗрекен пӗчӗк ҫутӑ выляса тӑрать.

Тонкий лучик, проникший сквозь щель в портьерах, дрожал на ее лице.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

— Юлашки хут тӗрӗсленӗ чухне приборсем шыв айӗнчи чулсемпе чул тусене аван кӑтартса пычӗҫ, — лекци вуланӑ пекех, пуҫларӗ Васильев, — анчах та эпир вышка никӗсӗн пӗчӗк трубисене экран ҫинче асӑрхамарӑмӑр пулас.

— При последних испытаниях приборы хорошо отмечали скалы и подводные камни, — будто читая лекцию, начал Васильев, — но, видимо, тонкие трубы основания вышки нами не были замечены на экране.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Халиччен электроглиссер пулман, эпир ӑна тӑватпӑр, пӗчӗк электромотор та кимме илсе ҫӳреме пултарассине кӑтартса паратпӑрах! —

Не было электроглиссера, а мы сделаем и докажем, что даже маленький электромотор будет двигать лодку! —

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

— Кӑштах тӑхтӑпӑр, — терӗ инженер, каллех пӗчӗк те шурӑ шарсемлӗ кассета ҫине пӑхса.

— Немного подождем, — сказал инженер, снова смотря на кассету с маленькими белыми шариками.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Ҫак пӗчӗк хӗрача — конструктор.

Эта маленькая девушка — конструктор.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Унӑн хӑйӗн пӗчӗк ӗҫне вӗҫне ҫитичченех тӑвас килет, хӑйӗн сӗнӗвне вӑл чертеж ҫинче ҫеҫ мар, ҫав сӗнӳ тӑрӑх тунӑ ҫӗнӗ пӑра конструкцине сӑнанӑ ҫӗрте мӗнле ӗҫленине те курасшӑн, ӑна унӑн хӑйӗн аллипе тытса пӑхас килет, тен, май килсен, пӗрремӗш хут тӗрӗсленӗ чухне те хӑйӗн унта пулма тӳр килӗ!..

А как бы хотелось довести свое маленькое дело до конца, чтобы не на чертеже, а в опытной конструкции увидеть новый скоростной бур, потрогать его руками и, может быть, даже самой присутствовать на первых испытаниях!..

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Пӗчӗк катер тенкелӗ ҫине ларсан та Мариам ҫакӑн ҫинченех шутларӗ, унтан Нури хӑйне темӗнле кулӑшла япаласем пирки савӑнӑҫлӑн каласа панӑ пулин те, вӑл ӗнерхи аварисӗр пуҫне урӑх нимӗн ҫинчен те шутлама пултараймарӗ…

Садясь на скамейку маленького катерка, Мариам была занята этими мыслями и потом всю дорогу, несмотря на веселость Нури, который рассказывал ей что-то смешное, не могла ни о чем думать, кроме вчерашней аварии…

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

— Утрав ҫинчи пӗчӗк ҫуртра.

— В домике на острове.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

— Ачасем, ачасем тетӗп, — хӑранипе шӑппӑн каларӗ пӗчӗк Али, — вӑл силленет…

— Ребята, а ребята, — испуганным шепотом проговорил маленький Али, — она качается…

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Ҫакнашкал ӗҫсемпе хӑтланнӑшӑн пӗчӗк Ибрагима ашшӗ-амӑшӗсенчен пӗрре кӑна мар лекнӗ, анчах вӑт пӗрре те хуйхӑрман, ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ вӑйӑсем шутласа кӑларнӑ…

Маленькому Ибрагиму не раз доставалось от родителей за подобные дела, но он не унывал, придумывал все новые и новые затеи…

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Ибрагимах ҫывӑхри сӑртсем ҫинчен ҫунашкапа мар, ачасем хӑйсем тунӑ пӗчӗк урапасемпе пуҫ ҫаврӑнмалла ярӑнмалли вӑйӑ шутласа кӑларнӑччӗ.

Ибрагим же выдумал и головокружительное катанье с окрестных гор не на санках, а на самодельных колясках.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Маччаран ҫакса янӑ лампа вӑйлӑран та вӑйлӑрах сулланма, пӗчӗк чӳречесем чӗтренме пуҫларӗҫ.

Лампочка все сильнее и сильнее раскачивалась под потолком, дрожали стекла в маленьком оконце.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Вӑл хӑй мӗншӗн ҫав тери ывӑннине те ӑнланма пултараймасть: те вӑл пӗчӗк картлашкасемпе коридорсем тӑрӑх ҫӳренипе, те тӗлӗнмелле япаласем асра юлнипе ҫав териех ывӑнчӗ.

Он не мог отдать себе отчета, почему так устал: то ли от ходьбы по лесенкам и коридорам, то ли просто от впечатлений.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Ҫак пӗчӗк чӳречерен мӗнле пӑхас мар-ха ӗнтӗ?

Ну как же тут не посмотреть в этот глазок?

Вуннӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

«№ 8» табличкӑллӑ алӑк ҫинче вӑл куҫ пек пӗчӗк чӳрече пуррине асӑрхарӗ.

На двери с табличкой «№ 8» он заметил маленькое окошечко-глазок.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Ун умӗнчех — тӗкӗр тумалли хулӑн кантӑк лартнӑ пӗчӗк чӳрече.

Прямо перед ним — небольшое окошечко из толстого зеркального стекла.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Ирӗксӗртенех вӑл ҫыран хӗрринче бинокльпе тата пӗчӗк хунарпа тӑракан ҫынна аса илчӗ…

Невольно вспомнилась фигура на берегу с биноклем и фонариком…

Вуннӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed