Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Сире (тĕпĕ: эсир) more information about the word form can be found here.
Анчах Буденный, вӗсем шуррисем вӑйпах вӑрҫа хӑваласа килнӗ чухӑн хресченсем пулнине курса: — Сире, ухмахсене, шуррисен генералӗсем улталанӑ. Саланӑр килӗрсене, малашне шуррисемпе нихҫан та туслӑ ан пулӑр, — тет.

А он видит, что это простые крестьяне, которых силой белые заставили себе служить, и говорит им: — Вас, дураков, обманули белые генералы. Идите по домам да больше с белыми не якшайтесь.

Буденный // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

Эпир каҫчен канӑпӑр, эсир вӑраха ямасӑр тухса кайӑр, ахалӗн сире япӑх пулӗ.

Мы отдохнём до ночи, ко тогда вы уж убирайтесь немедленно, или вам всем будет худо.

Паттӑр партизан // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

— Ну, аван, пӗр условие пурнӑҫласан, эпир сире ҫул паратпӑр.

— Ну хорошо, мы дадим вам дорогу при одном условии.

Паттӑр партизан // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

— Пирӗн отряда ҫул памастӑр пулсан, эпир халех тупӑ лартатпӑр та пӗтӗмпех аркататпӑр: сире пурне те, сирӗн усал башньӑна та…

— Если вы не откроете дорогу нашему отряду, мы поставим сейчас пушку и всех сразу повалим: и вас всех, и башню вашу паршивую…

Паттӑр партизан // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

— Тархаслатӑп сире, инспектор господин, каҫарӑр мана!

— Простите, господин инспектор!

Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.

Ватӑ тусӑм, сире лайӑх коньяк пӗр черкке ӗҫме сӗнетӗп, ку сире пурнӑҫа тавӑрать.

Советую вам, старина, выпить рюмку хорошего коньяку, это вернёт вас к жизни.

Ҫӗр // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Сире ку ҫул ҫӳрев, ватӑ тусӑм, ҫав тери сиенленӗ, — терӗ вӑл.

— Вас сильно подвело за это путешествие, старина, — сказал он.

Ҫӗр // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

— Эпӗ сире, йытӑ амин ҫурисем! — кактуссен хушшинчен сиксе тухса кӑшкӑрса ячӗ Гусев; сасси ют, тискер, хаяр.

— Я вас, сукины дети! — не своим голосом завизжал Гусев, выскакивая из-за кактусов.

Тарни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

— Акӑ сире ыран валли диспозици: эсир ертӳлӗх пирӗн енче иккенне пӗтӗм Марса пӗлтеретӗр.

— Вот вам диспозиция на завтра: вы объявите всему Марсу, что власть перешла к нам.

Лару-тӑру улшӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Эпӗ сире паян ҫапӑҫура куртӑм.

Сегодня я видел вас в бою.

Лару-тӑру улшӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

— Ну, калатӑп та сире

— Ну, я вам скажу…

Лару-тӑру улшӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

«Кирпӗч шуйттанӗсем, вӗрентетӗп эпӗ сире революци ирттерме», — ҫапларах пуплекелесе Гусев сарнӑ тӳремри чул плитасене хӑйпӑта-хӑйпӑта кӑларма, кӗпесене хӑйӑр тултарма, йывӑҫсене касса пӑрахма, алӑксене сӳсе илме вӗрентет.

«Научу я вас революции устраивать, черти кирпичные», — говорил Гусев, показывая, как нужно выворачивать плиты из мостовой, валить деревья, срывать двери, набивать рубашки песком.

Гусевӑн ҫак кунхи ӗҫ-хӗлӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Эпӗ Ҫӗр ҫинчен сире хӑюллӑ йышӑнусем тумашкӑн вӗрентме килнӗ.

Для того я с земли летел, чтобы научить вас решиться.

Гусевӑн ҫак кунхи ӗҫ-хӗлӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

— Салам сире, юлташсем! — халӗ — тӗлӗкрилле шӑп.

— С приветом, товарищи! — Стало тихо, как во сне.

Гусевӑн ҫак кунхи ӗҫ-хӗлӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Анчах паян, ӳкӗтлетӗп сире, мана ан чӑрмантарсамӑр.

Но сегодня, умоляю вас, — оставьте меня в покое.

Лось пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Эпӗ сире мӗн кирлӗ ҫӗрте пур енӗпе те пулӑшма сӑмах паратӑп.

Я обещаю поддержать вас во всём, в чём хотите.

Лось пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Эпӗ сире Марском тесе пӗлтеретӗп.

Я вас хочу Марскомом объявить.

Лось пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫул пуҫӗсем вӗсене хуравлаҫҫӗ: «Эпир сире эсир тахҫанах ӗмӗтленнӗ ҫӗр-шыва ертсе килтӗмӗр, тӗпленӗр те тӑнӑҫлӑн пурӑнӑр».

Вожди говорили им: «Мы привели вас в обетованную страну, селитесь и живите мирно».

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

«Эпӗ сире пӗр ҫӗр-шыва ертсе каятӑп; унта тусен хушшинчи тарӑн хушӑксене хӗвел анать.

«Я поведу вас в страну, где в ущелье между гор опускается солнце.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

— Ӗнер эпӗ сире Атлантида мӗнле пӗтни ҫинчен каласа кӑтартма сӑмах панӑччӗ.

— Вчера я обещала вам рассказать о гибели Атлантиды.

Аэлита ирӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed